Суд приставӗсем Чӑваш Енре ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. Палӑртмалла: Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫыннӑн чи пысӑк парӑм. Унӑн 1 миллион та 700 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ ытларах Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Унти кашни 68-85-мӗш ҫын – алиментщик.
Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк , Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисен йышӗнче те алимент тӳлеменнисем пур. Вӗсем пӗтӗмпе – 21 ҫын.
Етӗрне Раҫҫей шайӗнчи пӗчӗк хуласене хӑтлӑлатмалли конкурса хутшӑннӑ. Лайӑх хыпар килнӗ: вӑл ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.
Конкурса Воронежра пӗтӗмлететнӗ, укҫа-тенке тивӗҫнӗ хуласен списокне вуланӑ. Етӗрне 10 пин таран ҫын пурӑнакан хуласен йышӗнче палӑрнӑ, ун валли 40 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Конкурса хутшӑнмашкӑн Етӗрне хули проект хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе историе кӗрсе юлнӑ урама – Комсомольски ятлӑскере – хӑтлӑлатӗҫ.
Хӑтлӑх кӗртмелли урам пӗр ҫухрӑма яхӑн. Ӑна илемлетнӗ чухне провинци атмосферине упраса хӑварма шантараҫҫӗ.
Китай пуянӗсем Муркаш районӗнче сӗт-ҫу тирпейлекен савут уҫас тесен унтисем шӑв-шав ҫӗкленине Чӑваш халӑх сайчӗ те хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Москакасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем министрсем тӗл пулӑва ялти клуба пырсан та унта пухӑнмасӑр кутӑнлашни те пулнӑччӗ. Ҫапла вара Китай инвесторӗсене вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем патне кӗртме килӗшмерӗҫ-килӗшмерӗҫех.
Халӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи ӗлӗк «Знамя» совхоз пулнӑ территорире савут тӑвасшӑн-мӗн. Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем вара хытах шавлама халех пуҫланӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унтисем ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнине хирӗҫ мар. Анчах Китай пуянӗсем вӑхӑтлӑх килӗҫ те пирӗн ҫӗре пулӑхсӑрлатса хӑварӗҫ тесе шикленеҫҫӗ иккен. Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫленин ырлӑх-пурлӑхӗ пирки хӑйсене ӑнлантарнине вӗсем хӑлхана та чикесшӗн мар.
Ыран Чӑваш Ене Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсем килессине, вӗсене ресторанра ҫитермешкӗн 1 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер пӗлтернӗччӗ. Хӑнасене хысна укҫипе хӑналаса ямӗҫ. Кун пирки халӗ ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ.
Ведомство ҫакна акӑ мӗнле ӑнлантарать: Пӗчӗк тата вӑтам услама пулӑшакан республикӑри бизнес-инкубатор аукцион ирттерессине министерствӑпа пӗрле сӳтсе явман, кун пирки пӗлтермен-мӗн. Ҫавна май аукциона пӑрахӑҫланӑ.
Аса илтерер: Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсене Шупашкарти «Роланд» ресторанра хӑналама палӑртнӑччӗ. Хӑнасене хӑналама 981,3 пин тенкӗ уйӑрма шутланӑ.
Пӗрремӗш канал ирттерекен «Пӗрремӗш пул!» акци – ыркӑмӑллӑх акцийӗ. Ҫавӑнпа хысна укҫипе усӑ курни унӑн принципӗсене хирӗҫлет. Министерство ҫак ӑнланманлӑхшӑн каҫару ыйтнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк минстерстви «Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине» ҫӗнӗрен кӑларасшӑн. Кун пирки аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ведомство кӗнекене ҫӗнетсе кӑларма 2,8 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн кӗнекене кӑларас ӗҫе Чӑваш Енри Хӗрлӗ кӗнекен Правительство комиссийӗн пайташӗсене, ӑслӑлӑх кандидадӗнчен пӗчӗкрех мар специалистсене явӑҫтармалла.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Раҫҫӗйӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ, пирӗн регионта ӳсекен ӳсен-тӑран, кӑмпа, лишайник списокне, юлашки 50 ҫулта Чӑваш Енре ҫухалнӑ ӳсен-тӑрана тата ыттине кӗртмелле.
Ҫӗнетнӗ кӗнекен кӑҫал раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тухмалла.
Пӗлтӗр ҫуркунне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри полици уйрӑмӗсене пӗр вӑхӑтра тенӗ пек ҫынсенчен пӗрешкел заявлени килнӗ: пурин те банк счечӗ ҫинчен укҫа ҫухалнӑ.
Иккӗшӗ – 10 пин тенкӗ, тепри 47 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Анчах укҫа счет ҫинчен пӗтни пирки вӗсем патне СМС-ҫыру килмен. Полицейскисем ҫак ҫынсен телефонӗсене тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: мессенджерсене официаллӑ мар сайтсенчен уҫласа илнӗ чухне вирус телефона сиенлетнӗ.
Оперативниксем ку преступление Красноярск тӑрӑхӗнчи ҫын тума пултарнӑ тесе палӑртнӑ. Вӗсем ҫав региона кайса ӑна тытса чарнӑ. 31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере коллекторсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ-мӗн.
Хӗрарӑм микрозаймсем илнӗ, анчах укҫана вӑхӑтра тӳлесе пырайман. Парӑм пухӑнсан ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Агентство ӗҫченӗсем парӑма тавӑрмалли пирки каланӑ, хӑратма, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмен. Ҫитменнине, хӗрарӑмӑн тӑванӗсене те тапӑннӑ.
Коллекторсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене судра явап тыттарнӑ. «Парӑмсене пӗтерекен агенство» тӗлӗшпе приговор вуланӑ, 250 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм полицире пулӑшу ыйтма пынӑ. Хайхискер ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ, вӗсене самаях укҫа куҫарса панӑ.
Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑхӗн службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер хӗрарӑма карточка ҫинчен такам укҫа вӑрлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах хӗрарӑм ку банк карточки ӗҫлеменни пирки, урӑх ҫӗрте счет пурри ҫинчен каланӑ. Лешӗ «кирлӗ банк» ӗҫченӗпе тӳрех ҫыхӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл «банк ӗҫченне» карточка реквизичӗсене, СМС-ҫырупа килекен кодсене пӗлтернӗ. Ҫапла майпа Шупашкар ҫынни 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Халӗ полицейскисем ултавҫӑсем камсем пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче паллашни темле те ҫаврӑнса тухма пултарать. Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм вара паллашу сайтӗнче вӑхӑта ирттермен, ун патне палламан арҫын хӑйех шӑнкӑравланӑ.
Пӗр уйӑх каялла ӑнсӑртран шӑнкӑравланӑ арҫынпа хайхискер тӑтӑшах калаҫма тытӑннӑ. Анчах лешӗ хӑйӗн пирки ытлашши нимӗн те каламан. Ҫакна ҫеҫ пӗлтернӗ: нумаях пулмасть ватӑ амӑшӗ патне килнӗ-мӗн. Хӗрарӑм 18 ҫул тултарман икӗ ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнине пӗлсен укҫан пулӑшма шантарнӑ. Кӑштахран арҫын тӗл пулма сӗннӗ, хӗрарӑм килӗшнӗ.
Тӗлпулу кунӗнче «савни» ун патне килме тухсан инкеке лекнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсенчен хӑтӑлма 5 пин тенкӗ кирлӗ имӗш. Тӗлпулӑва хатӗрленнӗ хӗрарӑм йӑлтах ӗненнӗ, укҫа куҫарса пама хӗрхенмен. Унтан арҫынна каллех укҫа кирлӗ пулнӑ, тепӗртакран – татах… Ҫапла икӗ ача амӑшӗ пӗр кунра палламанскере 31400 тенкӗ куҫарса панӑ.
Арҫын телефона тытма пӑрахсан тин хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ. Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, телефон номерне Ӗренпур облаҫӗнче регистрациленӗ.
Шупашкарти 1-мӗш типографи ертӳҫисене предприятие йывӑрлӑха юри кӗртсе ӳкернӗ тесе шанмаҫҫӗ.
Ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем 2012 ҫулта организацишӗн пайталлӑ мар ӗҫ туса ирттернӗ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсем 33 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ, ҫав шутран 24 миллионне поставщик-предприяти счечӗ ҫине куҫарнӑ. Анчах унтан типографие нимле тавар та килмен.
Пайтасӑр килӗшӳ ятарласа туни, унпа килӗшӳлӗн укҫа куҫарни типографин финанс тӑрӑмне кӑткӑслатнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паян предприяти, чӑн та, йывӑрлӑхра. Ӑна панкрута кӑларма йышӑннӑ. Унта шалу парӑмӗпе те татӑлса пӗтмен.
Пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви тӗпчет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |