Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 79-ти кинемей пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне хваттере палламан арҫын килнӗ, хӑйӗнпе курьер тесе паллаштарнӑ. Хайхискер урӑх хулара пурӑнакан тӑванӗсенчен парне илсе килнӗ имӗш. Арҫын хутаҫ тата каялла пама вак укҫа, 2600 тенкӗ, ыйтнӑ. Сдачӑна вӑл парнесемпе пӗрле илсе кӗме шантарнӑ. Анчах каялла вӑл таврӑнман, ҫухалнӑ. Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – Шупашкарта пурӑнакан 49-ти ҫын. Унччен вӑл кун пек преступленисемшӗн пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ҫак арҫын ытти ҫакнашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |