Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Хайхискере ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ-мӗн.
Темиҫе кун каялла ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑрлавланӑ та хӑйсемпе йӗрке хуралӗн органӗсен ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Арҫын хӗрарӑм унччен БАДсем туяннипе туянманни пирки интересленнӗ. Хӗрарӑм чӑнах та туяннӑ иккен, анчах усси пулман имӗш.
Лешсем куншӑн компенсаци тӳлеме шантарнӑ. Анчах малтан комиссишӗн укҫа памалла-мӗн, кайран ӑна та тавӑрса парӗҫ. Хайхи ултавҫӑсем тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран 250 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ.
Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ.
Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗн учредителӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе заявлени панӑ. Ку предприяти панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫав учредительсенчен пӗри – Владимир Ермолаев. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявлени «субсидиарлӑ яваплӑх» тытассипе ҫыхӑннӑ.
Ҫавна май ЧР Арбитраж сучӗ Владимир Ермолаевран 71 миллион та 841 пин те 552 тенкӗ шыраса илесшӗн. Суд ларӑвӗ хӑҫан пулассине хальлӗхе палӑртман.
Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура ача пахчисемпе шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5 шкул тума 924,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫаран 600 миллион тенкине — федераци хыснинчен. Шкулсене Етӗрнере тата Куславкка районӗнчи Куснарта тӑваҫҫӗ. Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫӗнче шкул ҫумне спортзалпа столовӑй тума пуҫланӑ. Шупашкарта «Волжский-3» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче ҫӗнӗ шкулсем тӑваҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Канашра ача пахчи ҫӗкленет. Анчах вӑл хальлӗхе 88% ҫеҫ хатӗр, Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи ача пахчи — 95%, «Ҫӗнӗ хулари» 240 вырӑнлӑх ача пахчи — 99%, асӑннӑ микрорайонти 16) вырӑнлӑх ача пахчи — 87%.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫулсеренех стипенди параҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Документсене хальхинче ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑнӗҫ.
14 ҫултан пуҫласа 30 ҫулчченхи пултаруллӑ ҫамрӑксемпе студентсен ыттисенчен вӗренӳри, тӗпчеври, ӑслӑлӑхри, пултарулӑхри, ӗҫри, спортри, ытти сферӑри ҫитӗнӳсемпе уйрӑлса тӑмалла.
Студентсемпе аспирантсен, производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен, ҫамрӑксен общество организацийӗн лидерӗсен, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен специалистсен хутсене Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрне (Шупашкар, Максим Горький урамӗ, 5-мӗш ҫурт, телефон номерӗсем (8352) 43-78-90, 45-13-88) ҫитермелле. Хушма пӗлӳ илекен организацисенче вӗренекенсемпе педагогсем, ача-пӑча организацийӗсен ертӳҫисем, коррекци учрежденийӗсенче вӗренекенсемпе унта ӗҫлекен педагогсен, тӑлӑхсен ҫурчӗсенче пурӑнакансен, хушма пӗлӳ паракан организацисенче ӗҫлекенсен «Эткер» центра (Шупашкар, Афанасьев урамӗ, 13-мӗш ҫурт, телефон номерӗсем: (8352) 58-08-33, 58-56-20) ҫитермелле.
Ытти сферӑра тӑрӑшакансен хучӗсене профиль министерствӑсенче йышӑнаҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ хулинчи «Стройкомфорт» организаци ертӳҫине сӑмалашӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫапла тӑвас текенни — прокуратура. Предприяти ертӳҫи тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем РФ Административлӑ кодексӗн 12.34-мӗш статьяпа административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статья 20 пинтен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк парать.
Пӑтӑрмах Шӑмӑршӑра ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекенсем «Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Пӑкӑян» ҫул ҫине сӑмала тӑкнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарман, машинӑсене урӑх ҫӗртен каймаллине маларах систермен. Сӑмалаллӑ ҫул ҫине машинӑсем пӗлменнипе кӗрсе кайнӑ. Хаклӑ автомобильсем ҫумне сӑмала ҫыпӑҫса ларнӑ. Пурӗ 10 машина шар курнӑ.
ҪУР | 08 |
Пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхрипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче ҫӑкӑр 7,7 процент хакланнӑ. Пуринчен ытла хура ҫӑкӑр хакӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче унӑн пӗр килограмм хакӗ 50 тенкӗ те 54 пуспа танлашнӑ. Иртнӗ ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен ку вӑл 9,6 процент пысӑкрах. Шурӑ ҫӑкӑр тата шурӑ ҫӑнӑхран хатӗрленӗ булка таврашӗн пӗр килограмм хакӗ — 75 тенкӗ те 87 пус (8,3% хаклӑрах).
Ыраш ҫӑнӑхӗнчен хатӗрленӗ пӗрремӗш тата иккӗмӗш сортлӑ ҫӑкӑр-булка таврашӗ 7,4 процент хакланнӑ. Сӑрӑ ҫӑкӑрӑн пӗр килограмӗ халӗ вӑтамран 49 тенкӗ те 96 пус тӑрать.
Хаксем ӳснине специалистсем тыр-пул тухӑҫӗ чакнипе тата ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем хакланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енри хаксем федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчипе танлаштарсан пӗчӗкрех тесе пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви.
54 ҫулти арҫын 6-ри ачишӗн алимент тӳлемесӗр 100 пин тенкӗ парӑм пухнӑ. Приставсем тӗлӗрмен – унӑн сунар пӑшалӗ тата травматика пистолечӗ пуррине пӗлнӗ.
Анчах арҫын та айван мар – приставсене пӑшалсем ӑҫта пулнине каламан. Приставсем вара Росгвардие ыйту янӑ, ҫапла майпа вӗсем арҫыннӑн пурлӑхӗ ӑҫта выртнине пӗлнӗ. Лешӗ вӗсене ятарлӑ лавккана сутма панӑ-мӗн.
Росгварди ӗҫченӗпе пристав ҫав лавккана ҫул тытнӑ, пӑшалсене илсе арестленӗ.
Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртан ялӗнчи Вӑрман урамне ҫул сарнӑ. Ӗҫе кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. «Стройка-21» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ килӗшӳре строительствӑна авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫлемеллине палӑртнӑ. Анчах подряд организацийӗ ҫине тӑрса тӑрӑшнипе ҫула утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчех сарса пӗтернӗ.
Пӗр урама ҫул сарма хыснаран 5 миллион та 29 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫул тӑршшӗ — 675 метр. Ӑна сарнипе пӗрлех ҫул айккине шыв юхтарса каясран вак чул сарнӑ, курӑк акнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсем валли сукмак сарнӑ. Машинӑсене пӑрӑнса кӗмелли тата ҫаврӑнмалли вырӑнсене те пӑхса хӑварнӑ строительсем.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кивӗ Шуртансем ҫулшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑрман урамӗпе иртнӗ чух вӗсем пылчӑк ҫӑрса текех нушаланмӗҫ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри темиҫе муниципалитета «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем Владислав Солдатов тата Николай Косыев ҫитнӗ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне епле юсанине тӗрӗсленӗ.
Хӑтлӑх кӳмелли укҫана «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» проекта пурнӑҫланӑ май уйӑрнӑ.
«Халӑх фрончӗн» эксперчӗсемпе пӗрле республикӑн Стройминӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата реформировани пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Васильева та ҫӳренӗ. Ушкӑн Етӗрне хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Муркаш районӗсенче пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутайри нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатма 3,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал унти Ҫӗнӗ урамри 53-мӗш ҫурт, Завод урамӗнчи 60, 61, 63, 67-мӗш ҫуртсен картишӗсенче илемлетмелле. Анчах ӗҫ кал-кал пымасть иккен.
Етӗрне хулинче тата Элӗк районӗнче епле ӗҫлени тӗрӗслевҫӗсене килӗшнӗ.
Муркашра вара кӑлтӑксем тупӑннӑ. Подряд организацине ҫавӑншӑн штрафлама сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |