Чӑваш Енре пурӑнакансем ӗнер, авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 1 миллион та 716 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм патне банк ӗҫченӗ тесе шӑнкӑравлакан тупӑннӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн картти ҫинчен такам укҫа куҫарасшӑн тесе суйнӑ. Хӗрарӑм банка шӑнкӑравласа (телефон номерне карта ҫинех ҫырса хураҫҫӗ) ыйтас вырӑнне ют ҫынна ӗненнӗ. Вӑл банкомата кайса 145 пин укҫа илнӗ те ют ҫын счечӗ ҫине куҫарса панӑ. Хӗрарӑмӑн ҫитменнине кредит картти пулнӑ.
Ҫавӑн пек пӑтӑрмах Чӑваш Енри тата тепӗр ултӑ ҫынпа пулса иртнӗ.
Канашра пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм укҫана биткоин ҫине куҫарса пуяс тенӗ. Тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳри телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Старт взносӗ 500 пин тенкӗ пулмалла тенӗ. Хӗрарӑм итленӗ.
Чӑваш Енри харӑсах икӗ икӗ кирпӗч савутне панкрута кӑларасшӑн. Тавӑҫпа Федерацин налук служби тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тухнӑ ҫырура парӑм виҫине 20 миллион та 500 пин тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Сӑмах Муркашри тата Етӗрнери кирпӗч савучӗсем пирки пырать.
Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ «Муркашри кирпӗч савучӗ» акционерсен обществинчен 12,5 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн, «Етӗрнери кирпӗч савучӗ» предприятирен 8 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ лару кунне хальлӗхе палӑртман-ха.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ икӗ савут хуҫи те — Владимир Ермолаев усламҫӑ. Предприятисене вӑл ӗнер-маян урӑх ҫынна сутса яман пулсан...
41 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашсан романтика ӑшне путнӑ. Ҫапла, юрату авӑрне лексен пуҫа ҫухатма та пулать.
41 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ уйӑх каялла вӑл халӑх тетелӗнче Томскра пурӑнакан тесе каланӑ арҫынпа паллашнӑ. Ку таранччен вӗсем ҫырӑннӑ, сӑнӳкерчӗксем пӗр-пӗрне ярса панӑ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн автосалон пур иккен. Кӑштахран усламра пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ иккен – укҫа кирлӗ. Вӑл 41 ҫулти хӗрарӑмран кивҫен ыйтнӑ. Лешӗ кредит картти илсех савнине пулӑшнӑ. Арҫын укҫана авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкара килсен, тавӑрса пама шантарнӑ.
Анчах хӗрарӑм укҫа куҫарса парсанах савни ҫухалнӑ, тек ҫыхӑнӑва тухман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри предприятисем промышленноҫа цифра ҫине куҫарма хыснаран укҫа илме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци порлитикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтерет.
Тупрана федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ. Субсиди цифра платформисемпе программа продукчӗсем хатӗрлесе тӑкакланнин пайне саплаштарма кайӗ.
Укҫана пысӑк технологиллӗ промышленность продукцине туса илме хатӗрленӗ проектсем валли уйӑраҫҫӗ. Кунта робот тата сенсорика компоненчӗсемпе, нейтротехнологисемпе, искусствӑлла ӑс-тӑнпа, пӑралуксӑр ҫыхӑнупа, виртуаллӑ тата квант технологийӗсемпе усӑ курнине кӗртме пулать.
Субсиди виҫи тӑкаксен 50 процентӗнчен иртмӗ. 2018 кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ проект пулмалла.
Заявкӑсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон: +7 (495) 870-29-21 (хушма номер 22575).
Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленнине тунтикун Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Михаил Васильевич ӗҫлӗ хута йӗркелесе ҫитермеллине палӑртнӑччӗ. Паян вара Элтепер хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗрен йышӑннӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвне пурнӑҫлама ҫитес ҫул республика хыснинчен 3,4 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Ен Правительстви тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ.
Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ.
Юлашки 5 ҫул хушшинче Чӑваш Енре пушар тухнӑ тӗслӗхсен шучӗ чакнӑ. Шыва путнӑ тӗслӗхсем те сахалланнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министрӗ Вениамин Петров доклад тунӑ.
Вениамин Петров республикӑра «112» пӗрлехи номер лайӑх ӗҫленине хыпарланӑ. Федераци хыснинчен тата республика бюджетӗнчен ӗҫе йӗркелесе яма 2016-2018-мӗш ҫулсенче 97,3 млн тӑкакланӑ. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пурлӑхпа техника базине ҫӗнетме 100,0 млн тӑкакланӑ. Пушарпа кӗрешекен 17 автомашина туянса панӑ. Чӑваш Енӗн хыснинче ведомство учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫӗнетме 2020-2022-мӗш ҫулсенче 567,0 млн пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче иртекен «Кӗр парнисем-2019» ял хуҫалӑх ярмӑрккинче ытларах сутакан апат-ҫимӗҫ шутӗнче — ҫӗрулми, сухан, кишӗр тата купӑста. Кунсӑр пуҫне — панулми, груша, пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗ, ешӗл ҫимӗс, аш-пӑш тата улма-ҫырла.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, лавккасенче ҫӗрулмин пӗр килограмне 11-24 тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан, ял хуҫалӑх ярмӑрккинче — 8-12 тенкӗпе.
Аса илтерер: ярмӑрккӑна республикӑри мӗнпур район-хулара йӗркеленӗ. Тӗрлӗ вырӑнта пурӗ 42 лапам ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх ярмӑрккинче туяннӑ пахчаҫимӗҫе Шупашкарта пурӑнакан ватӑ ҫынсене тата сусӑрсене тӳлевсӗр леҫсе параҫҫӗ. Илнӗ продукцине машинӑна тиеме тата пушатма волонтерсем пулӑшаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑри 10 муниципалитетра искусствӑлла курӑклӑ футбол уйӗсем тума палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен спорт министрӗ Михаил Богаратов районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Спорт сооруженийӗсене Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче, Етӗрнепе Шупашкар хулисенче тума палӑртнӑ. Ядрин и Чебоксары. Вӗсенче футбол уйӗсен вырӑнӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсенче унччен хатӗрленӗ эскиз проекчӗсем те пур.
Аса илтерер: Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ.
Спорт сооруженийӗсене юсаса ҫӗнетме, пурлӑхпа техника базин никӗсне вӑйлатма 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлессинчен пӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн ӑна ӗҫлеттерсе юсанмалла тунӑ.
Хӗрарӑмӑн 11 ҫулти ывӑл пур-мӗн. Анчах амӑшӗ ун пирки маннӑ тейӗн. Ачан хырӑм та выҫать, ҫипуҫ та кирлӗ. Явапсӑр хӗрарӑм ҫавӑн пирки шухӑшламан курӑнать. Алимент парӑмӗ унӑн 500 пин тенке ҫывхарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне те — алимент тӳлеменшӗн. 2014 ҫулта ӑна малтан ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнманнине кура 2 уйӑх та 20 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ. Хальхинче суд парӑмлӑ амӑшне 1 ҫул ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑӑрӑх, ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе илнӗ тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |