Шупашкар районӗнчи Апашра ӗҫлесе пурӑнакан усламҫӑ-хӗрарӑм шалу тӳлесшӗн пулман. Ҫавӑншӑн суд приставӗсем унӑн телевизорне, карас телефонне тата машинине арестленӗ.
46 ҫулти хӗрарӑм патӗнче пӗр арҫын строительство ӗҫӗпе аппаланнӑ. 177 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ вӑл. Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ шалу тӳлеме васкаман. Аптӑранӑ енне арҫын суда ҫитнӗ.
Тӳре арҫынна майлӑ пулнӑ. Ара, ӗҫшӗн тӳлемеллех-ҫке. Суд йышӑнӑвне кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче суд приставӗсем патне ярса панӑ.
Усламҫӑн «Great Wall» машинине суд приставӗсем Кӳкеҫре ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ирттернӗ рейд вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Парӑм пысӑккине кура автотранспорта арестленӗ.
Хӗрарӑмӑн шалу парӑмне татма 10 кун пур. Ахальлӗн суд приставӗсем машинӑна сутса ярӗҫ, парӑма ҫав укҫа шучӗпе саплаштарӗҫ.
Тӗп офисӗ Шупашкарти Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ «Чӑвашкредитпромбанк» лицензисӗр юлнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн банкӗ паян пӗлтернӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ҫапла йышӑнӑва банк паян кӑларнӑ.
«Чӑвашкредитпромбанк» актив виҫипе 258-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Раҫҫей банкӗ лицензи илнин сӑлтавӗ кредит учрежденийӗ саккуна пӑснипе ҫыхӑ иккен. Ют ҫӗршыв валютине сутнӑ чух иккӗленӳллӗ операцисем туса ирттернӗ-мӗн.
Халӗ «Чӑвашкредитпромбанкра» вӑхӑтлӑх управляющисене ҫирӗплетнӗ. Вӗсем конкурс управляющине палӑртиччен ӗҫлӗҫ. Банка хупасси пирки те калаҫаҫҫӗ.
Асӑннӑ кредит учрежденийӗнче вклад пуррисем 1,4 миллион тенкӗ таран укҫана ҫӑмӑллӑнах каялла илӗҫ. Пенсие унта илнисен вара РФ Пенси фончӗн республикӑри управленийӗсене кайса заявлени ҫырмалла. Унта укҫана малашне ӑҫтан илсе тӑрас шухӑшлине пӗлтермелле.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Севастопольте хваттер туянма палӑртнӑ. Анчах ӗмӗчӗ пурнӑҫланайман. Ултавҫӑсен аллине лекнӗскер полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтерӳсен сайтӗнче Севастопольте хваттер сутни пирки вуланӑ, сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ хваттершӗн залог 200 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ку ӗненнӗ. Анчах укҫа-тенке куҫарсан сутуҫӑ ҫухалнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, карттӑпа пӑтӑрмахсем сиксе тухнине пӗлтернӗ. Ҫавна май хайхи ҫын укҫана урӑх счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм карточка ҫинчен 148 пин тенкӗ илнӗ те лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин концерчӗ иртӗ. «Симфоническая музыка Чувашии: вехи истории» (чӑв. Чӑваш Енӗн симфони музыки: истори маякӗ) ят панӑ концерта Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе хатӗрленӗ.
Программа валли симфони музыкин тӗрлӗ жанрӗллӗ музыкине суйласа илнӗ. Концертра Владимир Иванишинӑн «Чувашская симфония» (чӑв. Чӑваш симфонийӗ); Александр Васильев «Чувашские напевы» (чӑв. Чӑваш ҫемми); Юрий Григорьев, Симфония си-минор с колоколом (чӑв. Си-минор симфонийӗ чанпа) янӑрӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, проект тӗллевӗ — наци культурине упраса хӑварасси тата аталантарасси, Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫне пуянлатасси, академи кӗвви-ҫеммине итлекенсен йышне ӳстересси.
Концерт К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ.
Пӑрачкав районӗнчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорне парӑмшӑн явап тыттарнӑ. Пуҫлӑх муниципалитет контрактне пурнӑҫламаншӑн ята кӗнӗ. Кӑлтӑка вырӑнти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
«Дельфин» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче уйрӑм усламҫӑ муниципалитет контракчӗпе ӗҫленӗ. Килӗшсе татӑлнине туса пӗтерсен те саккасҫӑ тӳлесе татман. Парӑм 2,1 миллион тенкӗ ытла пулнӑ.
Парӑмшӑн спорт шкулӗн директорӗ тӗлӗшпе РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 7.32.5-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна Федерацин монополипе кӗрешекен тытӑмӗн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ. Унтисем спорт шкулӗн директорне 30 пин тенкӗ пама йышӑннӑ.
Ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ипотекӑна 3 процентпа пама тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ялти ипотека килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки малтанласа РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Иван Лебедев авӑн уйӑхӗнче каланӑччӗ.
Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен кунне паллӑ тума хутшӑннӑ Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Оксана Лут та асӑнса хӑварнӑ.
Паян вара ҫӗнӗлӗх пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ҫурт-йӗр тумалли укҫана 3 миллион тенкӗ таран илме май пулӗ. Унпа 25 ҫул хушшинче татӑлмалли. Кивҫен укҫана ялта ӗҫлекен 21-65 ҫулсенчи ҫынсем илейӗҫ.
Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командисен спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн спортсменкине Анжелика Сидоровӑна пӗр хутчен преми пама йышӑннӑ. Пурӗ 120 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ тӳлесе тӑрӗҫ.
Ҫапла хаклава Анжелика Сидорова Катарӑн тӗп хулинче, Дохӑра, ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту, аса илтерер, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 27-юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗсенче пулнӑччӗ.
Анжелика Сидоровӑна укҫан хавхалантарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухмалли тумтирсене ҫӗнетӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтерчӗ.
Асӑннӑ коллектив Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсен республикӑри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Гран-прие тивӗҫнӗ ушкӑна 100 пин тенкӗ парӗҫ.
Фестивалӗн гала-концерчӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче нумаях пулмасть иртнӗ. Ку мероприятие 2024 ҫулччен вӗҫӗмех ирттерӗҫ. 2019, 2021, 2023 ҫулсенче ӑна «Йӑла-йӗрке» номинаципе йӗркелеме йышӑннӑ, 2020, 2022, 2024 ҫулсенче — «Культура – вӑл эпир!».
Кӑҫалхи фестиваль-конкурса хутшӑнма 21 муниципалитетран 30 заявка пулнӑ. Вӗсенчен 13-шне суйласа илнӗ.
«Уяв» ансамбле, сӑмах май, РФ тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» патшалӑх премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ тет. Укҫа выляса илнӗ тенине, шел те, хӑшӗ-пӗри ӗненет. Кусем ултавҫӑсем пулнине кайран ҫес тавҫӑраҫҫӗ вара.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн телефонӗ ҫине ыйтӑм тухма сӗнекен СМС-ҫыру килнӗ. Хайхискер ссылкӑпа кайса халӑх тетелӗнчи страницӑна лекнӗ. Унта вара – анкета.
Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравласан ӑна парне – 130 пин тенкӗ ытла – парассине пӗлтернӗ. Анчах ӑна иличчен комиссишӗн тӳлемелле-мӗн. Хайхи хӗрарӑм 14 хутчен укҫа куҫарнӑ, укҫа куҫарма ыйтса ҫырнӑ ҫырусем вара ҫаплипех пӗтмен.
Кун хыҫҫӑн тин, 1 сехетрен, хӗрарӑм тӑна кӗнӗ, аферистсене укҫа куҫарса панине ӑнланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе хӑй ӗнер ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе килес ҫул 100 ҫул ҫитӗ. Ӑна Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай райнӗнче анлӑн уявӗҫ.
Чӑваш Ен Правительствин мероприятисен планне йӗркелемелле, уншӑн е куншӑн яваплисене палӑртмалла. Районсемпе хуласенче те республикӑмӑрӑн пӗр ӗмӗрхине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Ҫавӑн пирки те асӑнса хӑварнӑ Михаил Игнатьев хушӑвӗнче.
Хӗрлӗ Чутай районне республика хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Кун пирки те хушура каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |