Чӑваш Енре чухӑнлӑх шайне чакарасшӑн. Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче регионӑн 2030 ҫулччен пурӑнма кирлӗ виҫерен пӗчӗкрех тупӑшлӑ йыша чакармалли программипе паллаштарнӑ. Ку ыйтупа ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова сӑмах илнӗ.
Ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2030 ҫул тӗлне ҫӗршыври чухӑнлӑх шайне 2017 ҫулхипе танлаштарсан икӗ хут чакармалла. Чӑваш Енре ҫак шай 2017 ҫулта 18,2% пулнӑ.
Пулӑшу мелӗсенчен пӗри — социаллӑ контракт. Ҫапла майпа хӑйсен ӗҫне пуҫарма, килти хушма хуҫалӑха аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Ача-пӑчаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи кашни ҫын пуҫне вӑтамран тивекен виҫе халех 3,1 пин ытла тенкӗ ӳснӗ.