Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Чӑваш Енри вӑрмансенче лӑсӑллӑ ҫамрӑк хунавсене ҫирӗп тӗрӗслӗҫ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтерет.
Йывӑҫсене саккуна пӑсса кассан (тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр хуҫалансан) административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама юрать. Уйрӑм ҫынсен кӗсьене 3-4 пин тенкӗлӗх ҫӳхетмелле, должноҫри ҫынсен — 20-40 пинлӗх, предприяти-организацисен — 200-300 пинлӗх.
Йывӑҫ каснӑ чух автомототранспортпа тата ытти хатӗр-хӗтӗрпе усӑ курсан уйрӑм ҫынсен те яваплӑх пысӑкрах. Вӗсене 4-5 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ тата ятарлӑ хатӗре туртса илме ирӗк пур. Икӗ йывӑҫ кассан РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тытарма май парать саккун.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва «Советская Чувашия» журналисчӗсем ЧР премьер-министрне Иван Моторина панӑ.
Кун валли РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви 625 миллион тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫапа автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуссем туянӗҫ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Чӑваш Ен кая юлса аталанакан вунӑ регионсен йышне кӗнӗ. Ҫак регионсене федераци правительстви пулӑшӗ. Пирӗн республика ҫивӗч ыйтусене татса пама 10 миллиард тенке тивӗҫме пултарӗ.
Ют машинӑпа ларса кайнӑшӑн Тӑвай район хӗрне явап тыттарнӑ. Вӑл пӗлтӗрхи раштавӑн 1-мӗшӗнче ирхи виҫҫӗре ҫын машинине хускатса кайнӑ.
1993-мӗш ҫулта ҫуралнӑ хӗр Шупашкарти «Грубиян» кафе-бар умӗнче ларакан «VW Jetta» автомобиле кӗрсе ларнӑ. Салонта хуҫи ҫуккине кура вӑл водитель вырӑнне куҫса ларнӑ та машинӑна хускатса кайнӑ. Хӑй вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Пуҫтахланнӑ хӗре Шупашкарти Ленин районӗнчи суд 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пикен ваккачӗ ку йышӑнупа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ҫитнӗ. Апла пулин те унтисем те ӳсӗр хӗр тыткаларӑшне ӑнланасшӑн пулман. Тепӗр майлӑ каласан, ют ҫын машинипе хуҫи ирӗк памасӑр хуҫаланнӑ хӗре ЧР Аслӑ сучӗ шеллемен, пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвне унчченхиллех хӑварнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм халӑх тетелӗнче пӗр арҫынпа паллашнӑ. Лешӗ пуян-мӗн. Чӑннипе вара вӑл Тутарстанри юсанмалли колонире ларакан арҫын пулнӑ.
Ҫак арҫынна пула хӗрарӑм укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӗррехичне вӑл хӗрарӑмран банк карттин реквизичӗсене ыйтнӑ – парне тӑвасшӑн-мӗн. Лешӗ реквизитсене пӗлтерсенех карточкӑсем ҫинчен укҫа ҫухалнӑ: 65 пин тата 5 пин тенкӗ.
Ултава ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Палӑртмалла: ҫав 25 ҫулти арҫын юсанмалли колоние ҫаратнӑшӑн лекнӗ. Ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раҫҫей банкӗ процент ставкине черетлӗ хутчен чакарнӑ. «Российская газета» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хальхинче те банк ставкӑна 0,25 процент пункчӗ чухлӗ пӗчӗклетнӗ. Кӑҫал ставкӑна тек тӗкӗнмӗҫ. Укҫа-тенкӗпе тата кредитпа ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва банк 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тепре пухӑнӗ. Ун чухне епле йышӑнассине тӗрлӗ фактор витӗм кӳрӗ. Сӑмахран, ҫӗршыври инфляци шайӗ, экономика аталанӑвӗ, финанс рынокӗнчи тулаш тата шалти условисем.
Раҫҫей банкӗ халӗ ҫирӗплетнӗ ставка — 6,25 процент. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе процент ставкине пӗтӗмпе 1,5 процент таран чакарнӑ. Анчах кашнинчех пӗчӗкшерӗн. Чи нумай чакарни юпа уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне банк процент ставкине тӳрех 0,5 процент пӗчӗклетнӗ.
Чӑваш Енри ялсенчен йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Апла пулин те ҫак пулӑшушӑн пурте тӳлесшӗн мар.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяшшӑн халӑхӑн 81 проценчӗ тӳлет. Ҫынсен тата предприяти-организацисен парӑмӗ 249,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хуласенче парӑма пухассин виҫи 90 процентпа танлашать, район центрӗсенче — 59 процент. Хулара пурӑнакансен парӑмӗ 75 миллион тенке ҫитнӗ, предприяти-организацисен — 29 миллион тенкӗ.
Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти пуҫлӑхӗ Виктор Лагуновский нумаях пулмасть иртнӗ канашлура парӑм пысӑккишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Парӑм шыраса илессипе ҫине тӑнине ӗнентернӗ. Ӗҫе вӗҫне ҫитерме уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен тулли даннӑйӗсене пӗлменни кансӗрленине пӗлтернӗ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарӑн экс-мэрне Ирина Клеменьевӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл страхлав компанийӗн укҫине тӑкакланӑ тесе палӑртнӑ. Тӑкак 20 миллион тенкӗпе танлашнӑ тесе шутланӑ.
Ирина Клементьевӑн хӳтӗлевҫи приговорпа килӗшмен, ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Суд приговора кӑштах ҫемҫетнӗ – экс-мэра колонирен кӑштах маларах кӑларӗҫ. Аслӑ суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн колонире 4 ҫул та 7 уйӑх ирттермелле.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче троллейбуспа ҫӳреме ҫул укҫи хакланӗ. Ҫапла йышӑнӑва асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Ҫул укҫине ятарлӑ карттӑпа тӳлесен йӳнӗрех ларӗ. Ҫапла майпа усӑ куракансен 18 тенкӗ тӑкакланӗ. Аллӑн укҫа тӳлесен 20 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет та хакланнӑ. Малашне ку билета уйрӑм ҫынсемпе организацисем 850 тенкӗпе туянма пултарӗҫ, шкул ачисемпе студентсене 600 тенкӗпе сутӗҫ.
Троллейбусри ҫӗнӗ хаксем раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, шӑматкун, вӑя кӗрӗҫ.
Сӑмах май каласан, маршруткӑсене кӑмӑллакансем 23 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аллӑн укҫа тыттармасан, карттӑпа усӑ курсан — 19 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен кӗҫех чӑн-чӑн телей пулӗ. Унта хута каякана ача пахчине «Телей» ят пама йышӑннӑ. Вӑл хулара 52-мӗш пулӗ.
Виҫӗ хутлӑ ача пахчине кӑҫал тума пуҫланӑ, унта 10 ушкӑн валли вырӑн пулӗ. Аукционра «СтройГрад» тулли мар яваплӑ общество 117 миллион та 538 пин тенкӗпе выляса илнӗ.
Тӗрӗссипе, ача пахчине чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли туса пӗтермелле пулнӑ, анчах подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗреймен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна Собор лапамӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн культура пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑрӑш 7 метр сарлакӑш, 22 метр ҫӳллӗш. Ӑна 2 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫак хака елкӑна илсе ҫитерни, лартни, ҫутӑсемпе илемлетни кӗрет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те чӑрӑш пулнӑ-ха, анчах унӑн усӑ курмалли срокӗ тухнӑ, елка кивелнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |