Етӗрне районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ 18 пин тенкӗ укҫашӑн ята кӗнӗ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑлтӑк муниципалитет контракчӗпе ӗҫ пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ май сиксе тухнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлани ҫинчен калакан хута ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ алӑ пусса панӑ. Унта футбол вылямалли лаптӑка хатӗрленӗ май мӗн-мӗн туса ирттернине кӑтартнӑ. Воллейбол вылямалли сетка вырнаҫтарнине, саксем лартнине тата ыттине кӑтартнӑ. Ҫавна май подряд организацине 18 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах ҫав ӗҫе никам та пурнӑҫламан.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.