Чӑваш Енре дача хыҫҫӑн дача кӗлленет. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра сад юлташлӑхӗсенчи 42 ҫурт ҫунса кайнӑ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннин тӗп сӑлтавӗ чылай чухне — типӗ курӑк е ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханманни. 42 дача ҫуннине пула вӗсен хуҫисем 5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пахчана типӗ курӑкран, тӑкӑннӑ ҫулҫӑсенчен, хӑвӑрт хыпса илекен ытти каяшран вӑхӑтра тасатса тӑма сӗнеҫҫӗ. Хуралтӑсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртмелле мар. Йӑлари каяша ҫунман материалтан хатӗрленӗ ятарлӑ контейнерта упрамалла тата вӑхӑтра турттарса каймалла.
Япӑх электропӑралук та инкек кӑтартать. Мӑрьене те хӑрӑмран тасатсах тӑмалла.
Вӑрнар районӗнчи Шуркасси ялӗнче урамри ҫутӑ ламписене ылмаштарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенче хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Энергие перекетлес тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе ял тӑрӑхӗнче урамри ҫутӑ ламписене ҫӗнӗ йышшисемпе ылмаштараҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче специалистсем Шуркасси ялӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем ҫутӑ ламписене энергие перекетлекеннисемпе улӑштарса тухнӑ. Унчченхи лампӑсем 250 Вт тӑкакланӑ пулсан, ҫутӑ диодлисем вуншар хут перекетлӗрех.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ йышши лампӑсем энергие перекетлеме тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерме май парӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫутӑ сахал ҫуннине кура уншӑн тӳлессипе те ял тӑрӑхӗн укҫа самай перекетленӗ.
Нумай ачаллӑ, ипотека илнӗ ҫемьесемшӗн ку ҫӑмӑллӑх тинех ҫитет. Кун пирки кӑҫал нумай калаҫрӗҫ-ха, анчах саккун вӑя кӗменччӗ. Сӑмах – нумай ачаллӑ ҫемьесене ипотекӑна тӳлемешкӗн 450 пин тенкӗ парасси пирки.
Халӗ паллӑ: ку саккун авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ку тӳлеве ҫемьесем 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачашӑн тивӗҫеҫҫӗ. Укҫапа ипотекӑн тӗп парӑмне тӳлеме май пулӗ. Ку сумма 450 пин тенкӗрен пӗчӗкрех пулсан – процентсемшӗн.
450 пин тенке илмешкӗн ҫемьесен банка пырса заявлени ҫырмалла.
Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне хатӗрленӗ иккен. Ведомство ӑна нормативпа право акчӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫлӗ хута ӑнлантарса паракан хута та хатӗрленӗ республикӑн Финанс министерстви. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫине юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 4,3 процент ӳстермелле.
Тӑкаксене республика хыснинчен саплаштарӗҫ.
Хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ку хыпар хаваслантармалла. Анчах тепӗр чухне оклад ӳстернӗ хыҫҫӑнах ытти тӳлеве тӗрлӗ сӑлтав тупса касса илни вӑрттӑнлӑх мар. Хальхинче епле пулассине татса калама хальлӗхе иртерех. Мӗнех, пурӑнсан курӑнӗ.
Элӗк районӗнчи Тавӑтра пурӑнакан пилӗк ачаллӑ Саватинсем патшалӑх туса панӑ пӳрте пурӑнма куҫнӑ.
Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртлӑ пулас тесе 2012 ҫулта черете тӑнӑ. 3 ывӑлпа 2 хӗр ӳстерекен йыш паян ҫӗнӗ пӳрте пуҫласа ура ярса пуснӑ. Ҫак пулӑм ячӗпе вырӑнти артистсем пухӑннӑ. Ҫурта кӗнӗ ҫӗре хӗрлӗ хӑю карнӑ. Юлашкинчен каланине касма тӳре-шара ҫитнӗ.
Ҫурта вырӑнти МСО хӑпартнӑ. Шӑпах вӑл муниципалитет контрактне пурнӑҫа кӗртмелли конкурсра тивӗҫнӗ.
Пӳртӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 71,3 тӑваткал метр. Унта шыв, ҫутӑ кӗртнӗ, газ пур. Ҫурта ҫемьене социаллӑ найм мелӗпе панӑ.
Патшалӑх шучӗпе пӳртлӗ пулнӑ ҫемьене тӳре-шара саламланӑ, Саватинсем вара патшалӑха тав тунӑ.
Чӑваш Енре виртуаллӑ концерт залӗсем уҫӑлӗҫ. Пурӗ иккӗ. Вӗсене уҫма «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрӗҫ.
Виртуаллӑ концерт залӗсем уҫас кӑмӑллисен заявкисем ҫӗршывӗн 68 субъектӗнчен пурӗ 257 пухӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтернисем — 80 учреждени. Вӗсем ҫӗршывӑн 44 регионӗнчен. Виртуаллӑ концерт залӗсем 80 хулара уҫӑлӗҫ.
Пирӗн республикӑран конкурсра Улатӑрти тата Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗсем. Вӗсенче виртуаллӑ концерт залӗсем уҫӑлӗҫ. Вӗсене валли республикӑна федераци хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Укҫа техника тата технологи оборудованийӗ туянма кайӗ. Виртуаллӑ концерт залӗсенче Раҫҫейри коллективсен тата солистсен концерчӗсене онлайн та, унччен ҫырса илнисене те кӑтартӗҫ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем чиркӳ вӑррине тытса чарнӑ. Кукӑр алӑлли хӗрарӑм пулнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӗве кайсан япала ҫухални пирки евитлекенсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче тупӑннӑ. Вӗсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи чиркӗве кайсан мулсӑр таврӑнма тытӑннӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн сумкинче, сӑмахран, 10 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем оперативлӑ шырав ӗҫне кӳлӗннӗ. Ют кутамккана вӑрлама хӑтланнӑ вӑхӑтра хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ.
Вӑрӑ Шупашкарта пурӑнать иккен. Вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарма килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӑрӑ-хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта амӑшӗн капиталне малтанлӑха палӑртнӑ инфляци чухлӗ – 3,8 процент – ӳстересшӗн. Ҫитес ҫул амӑшӗн капиталне тӳлемешкӗн хыснарана 149,9 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Инфляципе килӗшӳллӗн иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑн ҫуралакан е усрава илекен ачашӑн паракан ҫак тӳлев виҫи 466 617 тенкӗ пулмалла.
Аса илтерер: амӑшӗн капиталне Раҫҫейре 2007 ҫултанпа параҫҫӗ. 2015 ҫултанпа вӑл 453 026 тенкӗпе танлашать, мӗншӗн тесен унӑн виҫи тӑватӑ ҫул ӳсмен. Амӑшӗн капиталӗн укҫипе ҫурт-йӗре лайӑхлатма, ача вӗреннӗшӗн тӳлеме е амӑшӗн пенсине пысӑклатма пулать.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта 640 ача вырӑнне 121-ӗн вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенийӗ проект хӑвачӗпе усӑ курайманнине кура ӑна Михаил Игнатьев Элтепер оптимизацилеме сӗннӗ. Тӳрех палӑртар: хупса мар. Шкула тӗплӗ юсанӑ чух планировкӑна ҫӗнетсе шкулӑн пушӑ пӳлӗмӗсене урӑхла майпа усӑ курма.
Вӗренӳ заведенийӗнче Михаил Васильевич авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Шкула юсамалла. Ҫавӑн валли халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ҫутӑ пӑралукне, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасшӑн. Шкул ҫурри ытла япӑхнине кура ӑна ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Михаил Игнатьев демографи лару-тӑрӑвне те шута илме сӗннӗ. Вӗренӳ заведенийӗн лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас, коммуналлӑ тӑкаксене чакарас тӗллевпе вӑл пӳлӗмсене оптимизацилеме, тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче шкула ҫӗнӗрен планлама сӗннӗ.
Канашри 1-мӗш шкул директорӗ судра явап тытнӑ. Канаш районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ, патшалӑх тата муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлеме икӗ ҫуллӑха чарнӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор темиҫе ӗҫченне преми парасси, укҫан пулӑшасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара куҫарнӑ укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа директор ҫӳлерех кӑтартнӑ ҫулсенче кӗсйине 460 пин тенкӗ ытла чикнӗ.
Лешсем, вӗрентекенсем, вара директортан шикленнӗ. Ыйтнине пурнӑҫламасан тем курасси те пур-ҫке-ха. Пуҫлӑх вара ӗҫченӗсенчен илнӗ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |