Тутарстанра пурӑнакан арҫын хӑйӗнпе паллӑ юмӑҫ пек паллаштарса Чӑваш Енри ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 33-ри хӗрарӑм полицие пынӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче опытлӑ юмӑҫӑн Виктория Железновӑн пӗлтерӗвне асӑрханӑ, унпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна пӑснине каланӑ. Ӑна сирме 7 пин тенкӗ ыйтнӑ. Хӗрарӑм укҫине куҫарсан тин ултавҫӑ тӗлне лекнине пӗлнӗ.
Оперативниксем Зеленодольск хулинче пурӑнакан 25 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енри тепӗр ҫынна та улталани тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ун чухне ӑна 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ.