Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Банкран 3,2 млн тенкӗ илсе ултавҫӑсене панӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 10.02.2020 20:19 | 304 хут пӑхнӑ
Республикӑра
profile.ru сайтри сӑн
profile.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине лексе пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкаравланӑ. Хайхи хӗрарӑм валютӑсен курсӗ улшӑннипе тупӑш тума сӗннӗ. Вӑл Канаш арҫыннине брокер счечӗ ҫине 250 доллар хума сӗннӗ, ку вара итленӗ.

Арҫын харпӑр кабинетра счет мӗнле улшӑннине сӑнаса тӑнӑ. Кайран ӑна тата нумайрах укҫа хума сӗннӗ. Унӑн укҫи пулман, ултӑ банка кайса 3,2 миллион тенкӗ кредит илнӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче хайхискер счет ҫинчен укҫа ҫухалнине курнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑсене серепине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ултавҫӑсем — Чӑваш Ен тулашӗнчен.

#ултавҫӑсем, #Канаш, #укҫа-тенкӗ, #банксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗпӗрти арҫын Чӑваш Енри виҫӗ ҫынна улталанӑ
2019, 05, 28
Ултавҫӑсене 1 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ
2019, 09, 30
Ҫуралнӑ кунӗнче улталанӑ
2019, 10, 24
Ватӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене 300 пин куҫарса панӑ
2019, 11, 13
Ултавҫа 318 пин тенкӗ куҫарса панӑ
2020, 01, 30

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org