Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер Ҫӗмӗрле хулинче вӗри шыва икӗ уйӑхлӑха чарса лартасси пирки каланӑ. Ларура ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли ҫӗнӗ сезона хатӗрленессине сӳтсе явнӑ.
Ҫӗмӗрлере котельнӑйсем тӑваҫҫӗ, сетьсене ҫӗнетеҫҫӗ. ЧР строительство министрӗ Алексей Грищенко каланӑ тӑрӑх, кӑҫал хутса ӑшӑтмалли тытӑма Машсавут районӗнче ҫӗнетӗҫ. Унта вара иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче хӑпартнӑ котельнӑйсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ сезон пуҫланиччен вӗсен вырӑнне урӑххисене тӑвасшӑн. Пӗтӗмпе виҫӗ котельнӑй тума палӑртнӑ.
Ку тӗллевпе республика хыснинчен 151,75 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗри шыва хӑҫан чарса лартасси хальлӗхе паллӑ мар.
Улатӑр хулинчи училище ҫуртне революциччен хӑпартнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнетесшӗн, унта музей тӑвасшӑн.
Комсомол урамӗнчи 47-мӗш ҫурт икӗ хутлӑ, йывӑҫран тунӑскер. Ӑна реставрацилемешкӗн 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхине кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле, иккӗмӗшне – 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче. Ҫӗнетнӗ ҫуртра таврапӗлӳ музейӗ уҫасшӑн.
Каласа хӑвармалла: аукцион ирттересси пирки кӑҫал ака уйӑхӗнче те пӗлтернӗ. Анчах вӑл пулман.
Сӑмах май, ҫурта 1911 ҫулта хӑпартнӑ. 1990 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче ӑна регион пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗсен списокне кӗртнӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑна хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Красноярскра иртнӗ. Ун чухне, пушӑн 6-мӗшӗнче, Лана Прусакова слоупстайл дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Маттур спортсменкӑна укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин Лана Прусаковӑна 75 пин тенкӗ преми парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн тренерӗ Никита Васильев та хавхалантарӑва тивӗҫнӗ: 37500 тенкӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи акан 30-мӗшӗччен Лана Прусакова уйӑхсерен 7500 тенкӗ илсе тӑрӗ.
Хуҫи мар-ха. Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона хӑпартнӑ «СУОР» предприяти панкрута тухнӑ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби паян пӗлтерчӗ.
Строительство организацине тек ӗҫлеме пултараймасть тесе йышӑнни — Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ. «СУОР» конкурс управляющийӗ пулма Сергей Луговоя ҫирӗплетнӗ. Вӑл арбитраж управляющийӗсен «Меркурий» хай тӗллӗн ӗҫлекен организацийӗн пайташӗ.
Ҫурт-йӗр тума пайҫӑ пулса укҫа хывнисен те ытти кредиторпа танах хӑйсен правине хӳтӗлеме ирӗк пур. Кун пирки Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ аса илтерет. Анчах вӑхӑта тӑсса ямалла мар. Панкрута тухассине хыпарланӑ хыҫҫӑн — икӗ уйӑхра.
«СУОР»-а укҫа хывнӑ, анчах пурлӑхлӑ пулса ӗлкӗреймен пайҫӑсем укҫана каялла илме те, хваттер е машина-вырӑн ыйтма та пултараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫынсене улталанӑ тесе тытса чарнӑ.
Чӑваш Енри право хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, 30 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене хваттер тара яратӑп тесе шантарнӑ. Те укҫа илнӗ хыҫҫӑн ҫухалнӑ вара, те ҫынсене урӑхла мелпе шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ — кун пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартман.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи темиҫе хут та улталама пултарнӑ. Ӑна ШӖМӗн Пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Пурӑнмалли кӗтес тара илес тесе ҫав хӗрарӑмпа ҫыхланса улталаннисене право хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче мӗнле номерсемпе шӑнкӑравламаллине те кӑтартнӑ: 8 (8352) 24-37-97, 24-37-98 е 02.
Чулхулари «Срочноденьги» тулли мар яваплӑ обществӑн филиалӗсем Чӑваш Енре те пур. Ҫак кунсенче организацие судра явап тыттарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын шӑпах ҫак компанире кредит илнӗ. Анчах хайхискер вӑхӑтра тӳлесе пыман, парӑма кӗрсе кайнӑ. Лешсем вара ӑна лӑпкӑ пурӑнма паман.
Кредит компанийӗн ӗҫченӗсем Шупашкар арҫыннин «Контактри» страници ҫине хитре мар сӑмахсемпе хӑратса ҫырнӑ, парӑма татма ыйтнӑ. Ку кӑна мар, арҫын хӑйӗн страници ҫине ачисене сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Кусем вара вӗсен айне порнографи сӗмӗллӗ сӑнӳкерчӗксем лартнӑ. Судра ҫакна та шута илнӗ.
Судья арҫын енче пулнӑ. «Срочноденьги» организацие 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Постановлени саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче телевизор сутни пирки пӗлтерӳ лартнӑ. Кӗҫех ун патне техникӑна туянма хатӗр арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума сӗннӗ.
Хӗрарӑм килӗшнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл банк карттин рекизичӗсене ҫӑв арҫынна пӗлтернӗ. 35 ҫултискер ултавҫӑ аллине лекнине тавҫӑрман. Кӗҫех банк картти ҫинчен 195 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, хӗрарӑм полицие килсе йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫамрӑка амантнӑшӑн штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн «Hyundai Solaris» автомашинипе «А-151» автоҫулпа Ҫӗрпӳ район территорийӗпе васканӑ. Ҫулӗ те, ҫанталӑкӗ те начар пулнӑ. Руль умӗнчискер хирӗҫ ҫул ҫине асӑрхамасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл хирӗҫ килекен автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Колони ӗҫченӗн машининче пулнӑ 23-ри хӗр тата 24-ри каччӑ хытах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫавна сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
Колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-ха. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, шар курнисене укҫа парса пулӑшнине, шар курнисем пусиле ӗе чарма ыйтнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынна суд штраф панипе ҫырлахнӑ. Ҫапла вара колони ӗҫченӗн 50 пин тенкӗ тӳлеме лекӗ.
Куславккара пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лекнӗ. 78 ҫулти кинемей халӑх тетелӗнче пӗлӗшӗпе ҫырӑнса ларнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӗшӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне тивӗҫлӗ канури ҫынсене хушма тӳлев парассине хыпарланӑ. Лешӗ патшалӑх паракан 2 пин тенке илнӗ иккен. 78-ти кинемее те кирлӗ документсене хатӗрлеме пулӑшма шантарнӑ. Кун валли банк карттин реквизичӗсем кирлӗ-мӗн.
Унтан хайхискер пароль килессине пӗлтернӗ. 78 ҫулти кинемей, тӗлӗнмелле те, тӗнче тетелӗпе хӑй тӗллӗн ҫӑмӑллӑнах усӑ курнӑ. Пароле тата банк карттин реквизичӗсене пӗлтерсен карточка ҫинчен 2600 тенкӗ ҫухалнӑ. Ватӑскер пӗлӗшӗпе мар, ултавҫӑпа ҫырӑннине тинех ӑнланнӑ. Вара вӑл карточкӑна блокировка тунӑ, полицие кайса йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Олег Долгов Шӑмӑршӑ районӗнчи Шамкай ялӗнче 1976 ҫулта ҫуралнӑ. Каярахпа унӑн ҫемйи Самар облаҫне куҫса кайнӑ, Олега ҫавӑнтанах ҫара илнӗ. Служба вӗҫленсен вӑл ҫартах юлма шутланӑ. Шел те, пирӗн ентешӗн пурнӑҫӗ кӗске пулнӑ – вӑл 20 ҫултах вилнӗ.
1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Кизлярта тыткӑна илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларас енӗпе операци иртнӗ. Олег та унта хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ – ӑна снайпер пульли лекнӗ. Ҫав ҫулах Долгова РФ Паттӑрӗн ятне пама йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑра унӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑка пӗлтӗрех тума тытӑннӑ. Унӑн авторӗ – Владислав Немцев скульптор. Палӑка нимелле лартнӑ – халӑх ҫур миллион ытла тенкӗ пухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |