Чӑваш Енри аграрисем кӑҫал 970 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме пултарӗҫ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх таварне туса илекенсем ҫурхи ака-суха ӗҫне ирттерме ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем илме пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Халӗ ҫуракине хатӗрленмелли вӑхӑт пулнине шута илсен кивҫен укҫа-тенкӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсене питех те кирлӗ. Вӑрлӑх та ҫӗнетмелле, техника та туянмалла, им-ҫампа ҫунтармалли-сӗрмелли материал та туянмалла.
Паянхи кун тӗлне РФ Ял хуҫалӑх министерстви ҫӑмӑллӑхлӑ 17 кредит уйӑрма ирӗк панӑ. Унта ҫитернӗ заявкӑсем хальхи вӑхӑтра тата тепӗр 17.
Кӗске вӑхӑтлӑх кредит илме Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем валли Мускав пӑхса хӑварнӑ субсиди лимичӗ — 44,1 млн тенкӗ. Апла пулсан 970 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме май пур.