Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Крымри пансионатра канмашкӑн путевка сутнине курнӑ. Вӑл унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ та ҫемьепе канмашкӑн путевка «туяннӑ». Хайхискер сутуҫӑн счечӗ ҫине 37 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫак арҫын ҫемйипе Крымра канаять тетӗр-и? Ҫук ҫав, вӑл ултавҫӑ серепине ҫакланнӑ. Укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑн вӑл пансионат сайтне тепре кӗрсе пӑхма шутланӑ, анчах вӑл пулман ӗнтӗ.
Хӑйне улталанине вӑл каярахпа пӗлнӗ: пӗр халӑх тетелӗнче ҫак фирма ултавҫӑ пулнине асӑрханӑ. Чӑнах та ҫапла иккен: телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫитеймен, электронлӑ почтӑна блокировка тунӑ.
Халӗ ЧР ШӖМӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫейри 11 регионта культура ҫурчӗ тумашкӑн 282,9 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку укҫапа 16 культура ҫурчӗ ҫӗклӗҫ.
Ҫӗнӗ клубсем Адыгея, Алтай, Кабарда-Балкар, Карачай-Черкесск, Чӑваш республикисенче, Хабаровск крайӗнче, Архангельск, Астрахань, Воронеж, Курган, Чулхула облаҫӗсенче пулӗҫ.
Пирӗн республикӑра ку укҫапа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 300 вырӑнлӑ пулӗ. Ку тӗллевпе 40 миллион та 170 пин тенкӗ килӗ.
Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке страхлама сӗннӗ. Арҫыннӑн карточки ҫинчен 2 пин тенкӗ ҫухалнӑ имӗш, ҫавна май ытти нухрата упраса хӑвармалла.
Ҫак хӗрарӑм сӗннипе арҫын ҫывӑхри банкомат патне пынӑ, лешӗ каласа пынипе темиҫе операци ирттернӗ.
Арҫын ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухламан – хӗрарӑма шанса вӑл мӗн каланине йӑлтах тунӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Укҫа-тенке ҫухатсан Шупашкар ҫынни полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне 64-ри арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ултавҫӑсене 878 пин тенкӗ куҫарса панӑ-мӗн.
Кӑҫал нарӑс варричне ун патне темӗнле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер ватӑ арҫын унччен 5 пин тенкӗ тӑракан эмел туяннине тӗпчесе пӗлнӗ, халӗ куншӑн 8 миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ имӗш. Анчах ӑна илес тесен унӑн малтан 4900 тенкӗ куҫарса памалла-мӗн, унтан ултавҫӑ каллех укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл унран хӑпман – шӑнкӑравласах тӑнӑ.
Ватӑскер 39 пин тенкӗ патшалӑх пошлинишӗн, 89 пин медицина карточкишӗн, укҫана хӑвӑртрах илесе тесе черете хӑвӑрталтмашкӑн 330 пин тӳленӗ, 450 пин тенкӗ электронлӑ укҫана тенке куҫарма ярса панӑ… Юлашкинчен 180 пин тенкӗ ыйтсан тин ватӑскер ӑнланнӑ: ӑна улталаҫҫӗ!
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ултавҫӑн ятне-шывне палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енри хӗр тӗнче тетелӗнче телефон туянас тенӗ те шар курнӑ. Кун пири ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
23 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче 60 пин тенкӗпе Айфон сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна телефона илсе ҫитернӗшӗн тата курьер ӗҫӗшӗн укҫа тӳлеме ыйтнӑ.
Ҫамрӑкскер ултавҫӑсен серепине лекнине тӳрех ӑнланман-тӑр, сутуҫӑ ыйтнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ҫапла майпа вӑл 172 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ, ултавҫӑ кам пулнине уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫула 600 миллион тенкӗ ытла парса юсӗҫ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, М-7 федераци трасси пӗр пайне — Вӑрмара пӑрӑнса каякан ҫул хӗресӗ патӗнчен Энтри Пасарӗ таран юсасшӑн.
Федераци тӗллевӗллӗ «Мускав – Улатимӗр – Чулхула – Хусан – Ӗпху» ҫула юсасси пирки RosTender.info пӗлтернӗ.
Ҫулӑн 698 километрӗнчен пуҫласа 705 киломтер таран лаптӑка юсама 642 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ҫула ҫӗнӗрен сарма кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хысҫӑн тытӑнмалла. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлемелле.
Хальлӗхе юсамашкӑн подряд организацине шыраҫҫӗ. Яваплӑха хай ҫине илес текен ҫул-йе организацийӗсен заявкисене пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, 28-мӗшӗнче ҫӗтерӳҫӗ ятне калӗҫ.
Ӗҫ заказчикӗ — Атӑл-Вятка регионӗнчи Автоҫулсен управленийӗ.
Канашри 1-мӗш шкул директорӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор хӑш-пӗр ӗҫчене, ыттисемпе танлаштарсан, преми ытларах парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара ҫавсенчен премин пӗр пайне хӑйӗн валли ыйтнӑ. Ҫапла майпа шкул ертӳҫи 390 пин тенкӗ ытла кӗсйине чикнӗ.
Директор тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ, следстви малалла пырать.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «БОС» (чӑв. Биологилле тасатмалли сооружени) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ) канма кайма путевкӑсем туянать. Кун пирки предприяти Патшалӑхӑн закупкисен сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Предприяти хӑйӗ ӗҫченӗсене санаторипе курорта сиплеме ярасшӑн. Путевкӑсене вӑл конкурс ирттерсе туянать. Пурӗ 70 ҫын валли илесшӗн. Пӗр путевкӑшӑн 7 266,67 тенкӗ кӑларса хума хатӗррине пӗлтернӗ. Путевкӑсемшӗн предприяти пурӗ 508,6 пин тенкӗ ытларах кӑларса хума хатӗр.
Путевка сӗнекенсен хучӗсене пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Тепӗр кунне конкурса пӗтӗмлетсе хӑш организацирен путевка илессине татса парӗҫ.
Кӑҫал Шупашкарти хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ҫак ыйтӑва хулари ҫынсене уҫӑмлатма май панӑ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ. Ӑна халӗ пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ.
Ҫынсен Шупашкарти 15 вырӑнтан пӗрне суйлама ирӗк панӑ. Ытларахӑшӗ Карл Маркс урамӗнчи Христос ҫуралнӑ храм территорине, Мускав ҫыранне, Республика лапамӗнчи сквера, «Дорисс-парка» суйланӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хула таврашне хӑтлӑх кӗртесси» федераци программипе килӗшӳллӗн 179,1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫак укҫапа ҫӳлерех асӑннӑ вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ.
Чӑваш Енре пухӑнса кайнӑ газ парӑмне, тата тӗрӗсрех каласан, ҫавна татассипе епле ӗҫленине, «Газпром» ертӳҫисем региона килсе тишкересшӗн. Ку шухӑша ӗнер ирттернӗ видеоселектор канашлӑвне ертсе пынӑ «Газпром» акционерсен обществин директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков каланӑ.
Канашлура пирӗн республикӑри лару-тӑрӑва ҫеҫ мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти субъектри тӑрӑма та тишкернӗ. Пирӗн республикӑна илсен кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗш тӗлне парӑм 2 миллиард та 339,9 миллион тенке ҫитнӗ. Ҫак виҫен пысӑк пайӗ ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисене пырса тивет. Ҫав шутран 70 проценчӗ ытларах — Шупашкарти «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ обществӑна.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев газ парӑмне татассипе регионта епле ӗҫлени ҫинчен доклад тунӑ. Виктор Зубков парӑма татассипе кӑҫалхи ҫур ҫулта епле ӗҫленине тишкерме республикӑна килсе канашлу ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |