Пӑтӑрмахсем
![]() simferopol.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын ҫурта газпа хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Парӑм пухса тултарнӑран унӑн пӳртне ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне пыма пӗлтӗрех чарса лартнӑ. Анчах вӑл ҫурта газ парӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха. Ку вӑл чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын каллех газпа усӑ курма тытӑннӑ. Ҫурта хальхинче те газ пӑрӑхӗпе хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакна газ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын газовиксене 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Патӑрьел районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |