Ҫӗнӗ Шупашкарта чечек сутакан усламҫӑ патне такамсем шӑнкӑравланӑ та ЧР прокуратурине чечексем илсе килме ыйтнӑ. Палламанскер Мускавран тӗрӗслевпе ҫынсем килессине, вӗсемпе мероприяти иртессине пӗлтернӗ. Ҫула май хайхискере хаклӑ йышши эрех туянма, комисси пайташӗсен телефон счечӗсем ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Усламҫӑ «прокуратура ӗҫченӗсене» ӗненсе йӑлтах пурнӑҫланӑ.
Усламҫӑ ҫула май эрехне те туяннӑ, «комисси пайташӗсен» телефон номерӗсем ҫине укҫа та хунӑ (пӗтӗмпе 95 пин тенкӗлӗх). Хайхискер прокуратурӑна ҫитсе тӑнӑ. Анчах унта нимӗнле чечек те саккас паман иккен, телефон номерӗсем ҫине те укҫа хума никам та ыйтман-мӗн! Ведомство ӗҫченӗсем ӑна ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлантарнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Ҫичӗ ҫынтан тӑракан ушкӑн ӳт сутса пурӑнма килӗшекен хӗрарӑмсем валли Шупашкарта притон уҫнӑ. Притона массаж салонӗ тесе каланӑ.
Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ ушкӑн тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн тӗп хулинчи Калинин районӗнчи судне ярса панӑ.
Ҫичӗ ҫынлӑ йыша РФ Пуҫиле кодексӗн 241-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӳт сутассине йӗркеленӗшӗн тата ҫавӑн валли притон тытса тӑнӑшӑн) тата 240-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе (проституципе аппаланма явӑҫтарнӑшӑн) явап тыттарасшӑн. Вӗсем пурӗ 18 преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Массаж салонӗ текеннине ушкӑн 2015 ҫултанпа 2018 ҫулччен тытса тӑнӑ. Унта ӗҫлекен хӗрарӑмсем массаж туман, арҫынсемпе укҫалла выртса тӑнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби преступниксен ушкӑнӗн пайташӗсене 10 ҫул таран хупма пултарнине пӗлтерет.
Канашри 6-мӗш шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.
Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 31 114 540 тенкӗ. Тӗллевлӗ субсидисене республика тата муниципалитет хыснисенчен уйӑрӗҫ. Тӗпле юсава кӑҫал ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 18-мӗшӗччен тума палӑртнӑ: урая, стенасене, маччана, алӑксене, тӑррине, фасада, сантехникӑна, электроҫутӑсене улӑштармалла.
Палӑртмалла: шкула 1976 ҫулта хӑпартнӑ, унта 1280 ача вӗренме пултарать. Паянхи кун тӗлне пӗлӳ ҫуртне 1 пин ытла ача ҫӳрет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи арҫыннӑн 13 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлемелле. Анчах вӑл амӑшӗн ҫуртӗнче пропискӑра тӑнӑ, унта вара пурӑнман, ниҫта та ӗҫлемен. 48 ҫулти парӑмҫа приставсем шыранӑ, анчах ҫур ҫул иртсен те тупайман.
Нумаях пулмасть приставсем тепӗр парӑмҫӑ патне ҫул тытнӑ. Утнӑ чухне хайхискерсем чарӑнура пӗр арҫын тӑнине, вӗсене курсан вӑл ҫаврӑнса урӑх еннелле утнине, пӑшӑрханса ӳкнине асӑрханӑ. Ҫав арҫын шӑп та лӑп шыравра пулни иккен!
Ӑна суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ, алимент тӳлеменшӗн административлӑ протокол ҫырнӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 40 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан арҫын лотерейӑра 860 пин тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл укҫана илеймен – «ҫывӑрса» юлнӑ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл билета кӗркунне туяннӑ, тираж вылявӗ авӑнӑн 9-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Вӑл вара кун пирки манса кайнӑ – ара, ялта ӗҫ нумай вӗт.
Билет кайран ӑнсӑртран тупӑннӑ – кӗнеке хушшинчен тухса ӳкнӗ. Ҫавӑн чухне тин арҫын сайта кӗрсе тӗрӗслеме шутланӑ. 860 пин тенкӗ выляса илнӗ иккен! Вӑл билет ҫинче кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ, анчах ӑна кая юлнине пӗлтернӗ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, выляса илнӗ билет хуҫин ҫур ҫулта вырӑна ҫитмелле. Ҫак вӑхӑт иртнӗ пулсан сӑлтавне палӑртса заявлени ҫырма май пур. Арҫын ҫапла тунӑ, анчах лотерея йӗркелӳҫисем унӑн укҫа патне килме чӑрмантаракан сӑлтав пулманнине палӑртнӑ. Арҫын пӗрех парӑнасшӑн мар – юристран пулӑшу ыйтнӑ.
Юлашкинчен калани: ку хыпар "Про Город" хаҫатра шӳтлӗ пулнӑ, Кулӑш кунӗпе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче ӗҫ шыранӑ. Тупнӑ: ун патне ҫыру килнӗ, укҫа самаях тӳлеме шантарнӑ – 170 пин тенкӗ. Кун валли ҫӗрӗпе компьютер умӗнче ларса валюта курсӗ улшӑннине сӑнаса кӑна тӑмалла-мӗн.
59 ҫулти хӗрарӑм ҫапла тунӑ та: куҫ хупмасӑр ҫӗрӗпех валюта курсӗ улшӑннине пӑхса ларнӑ. Кун хыҫҫӑн лешсем укҫа тӳлессине каланӑ, комиссишӗн 7 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм килӗшнӗ.
Унтан «ӗҫпе тивӗҫтерекен ҫын» каллех укҫа ыйтнӑ: «налукшӑн» 330 доллар куҫармалла-мӗн. Кун хыҫҫӑн тин Шупашкар хӗрарӑмӗ ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ, полицие заявлени ҫырма чупнӑ.
Шалти ӗҫсен министерстви пурне те асӑрхануллӑ пулма ыйтать: палламан ҫынсем укҫа куҫарса пама ыйтсан ан килӗшӗр!
Республикӑри наркологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курнине тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Тӗп тухтӑр йӗркене пӑсни электронлӑ аукциона тӗрӗсленӗ чухне тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: кӗске сроклӑ хаклӑ реагентсене учреждени валли туяннӑ. Анчах вӗсен пӗр пайӗпе усӑ курман, срокӗ тухса кайнӑ. Ҫавна май тӗп тухтӑр хаклӑ реагентсене коммерци организацине тупӑш тума палӑшас тӗллевпе туяннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Диспансерпа организаци 2017 ҫулта килӗшӳ алӑ пуснӑ. Следстви шухӑшӗпе, ҫакна тӗп тухтӑр реагентсем кирлӗ мар пулсан та тунӑ. Тӑкак 2,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Аса илтерер, нумаях пулмасть ЧР Спорт министерствин финанспа экономика пай пуҫлӑхӗ, тӗп бухгалтерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗччӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ тӗнче шайӗнче палӑрнӑ спортсменсене преми пама йышӑнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби хыпарлать.
Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанникӗ Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче лайӑх кӑтартупа палӑрнӑшӑн 75 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче спортсменка Аслӑ Британири ӑмӑртура шӑчӑпа сиксе ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен пӗр ҫул 6,5 пин тенкӗ парса тӑрӗҫ.
А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанникӗ Александр Васильев та хавхаланӑва тивӗҫнӗ, ӑна 25 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Вӑл Италире хӗллехи триатлон енӗпе иртнӗ тупӑшура кӗмӗл медаль илнӗ. Унӑн тренерне те укҫан хавхалантарӗҫ: 12,5 пин тенкӗ парӗҫ.
ЧР спорт министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, тӗп бухгалтер телефонпа 18 пин тенкӗлӗх калаҫнӑшӑн сайтра хыпарланӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ведомство ӗҫченӗсем ҫак хӗрарӑма асӑннӑ пайра упранакан документсене (вӑл айӑплине ӗнентерекеннисене) йӑтса тухма хӑтланнине курнӑ та ӑна ҫакна тума паман.
Аса илтерер: унччен пӗр кун маларах, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пай пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑй пӗлнӗ пек хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ. Укҫа-тенке ведомствӑн экс-ӗҫченӗн телефон счечӗ ҫине те куҫарнӑ пулнӑ.
Министерство тӗп бухгалтер документсене тӗп тума хӑтланнине йӗрке хуралне пӗтернӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫак ҫынна шанчӑка ҫухатнӑшӑн ӗҫрен кӑлармалла, анчах хальлӗхе вӑл хӑй вырӑнӗнчех-ха.
2020 ҫулта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уяв медальне ҫирӗплетнӗ, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Медальсене туса кӑларма, Элтепер каланӑ тӑрӑх, хушма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Михаил Игнатьев Иван Моторин премьера тата Юрий Васильев премьер-министра нухрата хыснара пӑхса хума хушу панӑ.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене чыслӗҫ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть депутатсем Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ юбилейлӑ медале йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |