Йӑлӑмри Северный, Пролетарский, Первомайский, Сосновка, Октябрьский поселоксене, «Чувашия» санаторие, «Росинка», «Кувшинский» кану базисене, «Заволжье» сад юлташлӑхӗсене газ ҫитӗ. Чӑваш Ен территорипе 31 километр, Мари Эл ҫӗрӗ ҫинче 21 км хывӗҫ. Республика ертӳҫи Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2021 ҫулта вӗҫлемелле. Газпа 2 472 пин ҫурта тата 5 котельнӑя тивӗҫтермелле.
Газ кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, газ пӑрӑхне хальлӗхе 8 километр тӑршшӗ хунӑ. Ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн пырать.
Газ кӗртнӗ хыҫҫӑн Вятка трассӑран пуҫласа Сосновка поселокӗ патне велоҫул тӑвасшӑн. Ку вӑл туристсене илӗртме пулӑшнипе пӗрлех велосипедист-спортсменсем валли тренировка ирттерме меллӗ пулӗ. Велоҫул тума 117 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.