Халӑхран пухакан сӗт хакӗ Чӑваш Енри ялсенче хӑпарнӑ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ведомствӑн агроапат-ҫимӗҫ рынокне йӗркелекен сектор хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.
Сӗте халӑхран пӗр литрне вӑтамран 19 тенкӗ те 30 пуспа пухаҫҫӗ. Ку вӑл унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 8,8 процент, е 1 тенкӗ те 70 пус, пысӑкрах. Тӗрлӗ районта тӗрлӗ хакпа пухаҫҫӗ. Улатӑр районӗнчех, ав, пӗр литр хакӗ 17 тенкӗрен пуҫласа 21 тенке те 50 пуса ҫитет.
Сӗт хакне Йӗпреҫ районӗнче 1 тенкӗ ӳстернӗ, Комсомольскипе Елчӗк районӗсенче — 50-шар пус.
Халӑхран тата хуҫалӑхсенчен пухнӑ сӗте тирпейлекен предприятисем вӑтамран 23 тенкӗ те 35 пуспа туянаҫҫӗ. Юлашки эрнере савутсем, сӑмах май, хака 10 пус чакарнӑ.
Кӑҫал «Советская Чувашия» тата «Грани» хаҫатсем 7,8 миллион тенкӗ субсиди илӗҫ. Ку постановление ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал «Советская Чувашия» хаҫат – 6,24 миллион тенкӗ, «Грани» 1,55 миллион тенкӗ субсидие тивӗҫӗҫ. Палӑртмалла: ҫак икӗ акционерсен обществи кашни ҫулах республикӑран пулӑшу илнӗ. 2016 тата 2017 ҫулсенче «Советская Чувашия» хаҫата 6,2 миллионшар тенкӗ панӑ, «Грани» хаҫата – 1,3 миллионшар тенкӗ. Пӗлтӗр вара вӗсем кӑштах ытларах субсиди илнӗ.
«Ҫӳп-ҫап реформи» пурнӑҫа кӗнӗ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа ялсенчен илсе тухас ӗҫ пур ҫӗрте те йӗркеленсе ҫитеймен. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кавал – манӑн пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв» ушкӑнра ялта ҫӳп-ҫап сапаланса выртнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ӑпӑр-тапӑра пухма контейнер ҫук.
Вырӑнти администраци ҫӳп-ҫап пухмалли вырӑна палӑртнӑ, анчах контейнер лартман. Ҫынсем ӑпӑр-тапӑра ҫав вырӑна ҫӗр ҫине купаласа хунӑ. Анчах ҫиллӗ ҫанталӑкра ял тӑрӑх ҫӳп-ҫап вӗҫет.
Етӗрне хулинче вара урӑхла лару-тӑру – администраци контейнерсем илсе килнӗ, анчах вӗсене кутӑн май лартнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнчен пуҫласа «Экоцентр» ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ҫын пуҫне 74,44 пус тӳлемелле. Кӑҫалтан ку хак ӳснӗ: 75 тенкӗ те 70 пус.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнкан хӗрарӑм приставсенчен пытанмалли мел тупнӑ: вӑл хушаматне улӑштарнӑ. Ҫапла хайхискер виҫӗ ҫул тарса пурӑннӑ.
50 ҫулти хӗрарӑм хушаматне улӑштарсан урӑх региона пурӑнма куҫнӑ, унта официаллӑ майпа ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫре вӑл самаях тупӑш илнӗ: Сӗнтӗрвӑрринче харпӑр секторта ҫуртпа гараж хӑпартнӑ, анчах куҫман пурлӑха официаллӑ мелпе регистрацилемен. Хӑйӗн машинине вара вӑл урӑх хушамат илсен хӑйӗн ҫине куҫарман.
Чӑваш Енре ҫак хӗрарӑмӑн пысӑк парӑм юлнӑ: банксене 2 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Нумаях пулмасть унӑн машинине Сӗнтӗрвӑрринче курнине приставсене систернӗ. Лешсем вырӑна ҫитнӗ, машинине арестленӗ.
Хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Якутире пурӑннӑ, вӑл ӑҫта тӗпленнине приставсем пӗлнине сиссен ӗҫрен кайнӑ. 10 кунра парӑмне татмасан приставсем унӑн пурлӑхне арестлӗҫ.
Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнчи пӗр сайтра мотобуксировщик йӳнӗпе сутнине курнӑ. Хайхискер лавкка менеджерӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем тавара мӗнле туянмалли, епле илсе ҫитермелли пирки калаҫса татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни сутуҫа 26 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах тавар ун патне ҫитмен, сутуҫӑ вара телефона тытман, пӗр кун пулнӑ сайта вара блокировка тунӑ.
Тӗп хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче илӗртӳллӗ рекламӑна ӗненнӗ те килӗшнӗ холодильникшӗн 18 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Анчах япала палӑртнӑ кун килмен, арҫын сутуҫӑпа ҫыхӑнма хӑтланнӑ, анчах сайт ку вӑхӑта пулман ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ объект уҫасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Пӗлтерӗшлӗ учрежденисене ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче паян ҫавӑн пек мероприяти иртнӗ. Унета культура ҫурчӗ уҫнӑ.
Ял ҫыннисем валли хӑпартса лартнӑ объекта херлӗ хӑю касса уҫма тӗрлӗ тӳре-шара, депутатсем пырса ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Петр Краснов тата Юрий Попов пулнӑ. Каҫал енче ҫуралнӑ Валери Туркай поэт та тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе савӑнӑҫа пайлама кайнӑ.
Культура ҫуртне 150 вырӑнлӑ туна. Ун валли хыснаран 16 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 14,2 миллионне, республика уйӑрнӑ.
Паян Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра республикӑри пӗртен-пӗр нумай функциллӗ мигарци центрӗ уҫӑлнӑ. Малашне унта миграци пулӑшӑвӗ илме ют ҫӗршыв ҫыннисем те, Раҫҫей гражданинӗсем те килме пултарӗҫ.
Тӗслӗхрен, центра ют ҫӗршыв паспортне илмешкӗн заявлени ҫырма, ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсен регистраци тума пулать. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей гражданствине тума, ӗҫ патентне илме те май пур. Пӗтӗмпе хальлӗхе центр 17 патшалӑх пулӑшӑвӗ парать.
Нумай функциллӗ миграци центрӗ 579 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнать. Ӑна юсамашкӑн 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапах 57 комплект компьютер техники, электронлӑ черет, видеосӑнав тытӑмӗ илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм участковӑй асӑрхаттарнӑ пулин те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм телевизорпа рекламӑлакан тавара туяннӑ, ӑна килех килсе панӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та саккасшӑн 750 пин тенкӗ преми пама шантарнӑ. Анчах малтан страховка тумалла, счетшӑн тӳлемелле… Хайхи хӗрарӑм шутсӑр ӗненмелле калаҫнӑ, ватӑскер вара тӗрлӗ счетсем ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ.
Амӑшӗ пӗрмай укҫа куҫарни ывӑлне пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа вӑл участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Пакунли ватӑскерпе калаҫнӑ, анчах лешӗ унӑн сӗнӗвӗсене шута та илмен.
70 пин тенкӗ ҫухатсан кӑна кинемей тӑна кӗнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа пурте ҫӳп-ҫап тиесе кайнӑшӑн уйӑхсерен ҫын пуҫне 74,44 тенкӗ тӳлени пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре ку хак ӳсессе пӗлтереҫҫӗ.
Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. 2019 ҫулта НДС ставки ӳснӗрен ҫӳп-ҫап ыйтӑвне те пӑхса тухнӑ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре пурӑнакансен уйӑхсерен 75,70 тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Аса илтерер: ҫӳп-ҫап тӑкнӑшӑн ялта пурӑнакансем те халӗ укҫа кӑларса хураҫҫӗ. Михаил Игнатьев ял ҫыннисем валли хака тепӗр хутчен пӑхса тухмалли пирки пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӳп-ҫапӑн чылай пайне ҫунтараҫҫӗ, ҫӗртеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫӳп-ҫапшӑн килнӗ квитанцисене халӑхӑн 40 проценчӗ кӑна тӳленӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ агропромышленность предприятийӗ Мускавран пысӑк сумма укҫа илӗ. Вӗсем кӑҫал калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Ансартрах каласан, выльӑх-чӗрлӗх фермисем хута янӑ.
Федераци хыснинчен субсиди илмелли конкурсра Патӑрьел районӗнчи «Исток» тулли мар яваплӑ общество, Хӗрлӗ Чутай раойнӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи ҫӗнтернӗ. Малтанхисем пӗрер проект тӑратнӑ, юлашкинчен асӑнни — иккӗ.
Вӗсен пӗтӗмӗшле смета хакӗ 326 миллион та 400 пин тенке ларнӑ. Проект хуҫисене хыснаран 81 миллион та 600 пин тенкӗ лекмелле.
Кӑҫал, сӑмах май, Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 32 инвестици проектне 1 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.