Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +33.0 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Икӗ хӗрарӑм брокер конторинче пуйма ӗмӗтленнӗ те 3 млн ҫухатнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 22.12.2019 18:58 | 249 хут пӑхнӑ
Республикӑра
yandex.ru сайтри сӑн
yandex.ru сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлӗшӗ каланине ӗненсе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑннипе, пӗлӗшӗ те ултавҫӑсен аллине лекнине пӗлмен – укҫа ҫухатнӑ.

Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм полицие каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна брокер конторинче регистрациленме сӗннӗ. Кун валли 80 пин тенкӗ тӳлемелле имӗш. Унтан ҫак хӗрарӑма укҫа ӗҫлеме пуҫланине шантарса тата темиҫе хутчен нухрат хывма ӳкӗте кӗртнӗ.

Ултавҫӑсем хӗрарӑм картти ҫине 8 миллион тенкӗ куҫнине кӑтартакан суя чек ярса панӑ, налук тӳлемелле тесе 460 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, броккер конторинче пуйма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм 2 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ.

Броккер конторинче регистрациленме сӗннӗ пӗлӗшӗ вара 1 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#Вӑрнар районӗ, #ултавҫӑсем, #укҫа-тенкӗ, #полици

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61616
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кредит илме тӑнӑ та укҫасӑр юлнӑ
2019, 10, 23
Ҫуралнӑ кунӗнче улталанӑ
2019, 10, 24
Аферистсене 14 хутчен укҫа куҫарса панӑ
2019, 10, 30
Финанс пирамидине укҫа хывнӑ, унтан ултавҫа ӗненнӗ
2019, 11, 19
Таксиста 3 пин тенкӗлӗх улталанӑ
2019, 12, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org