Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ тет. Укҫа выляса илнӗ тенине, шел те, хӑшӗ-пӗри ӗненет. Кусем ултавҫӑсем пулнине кайран ҫес тавҫӑраҫҫӗ вара.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн телефонӗ ҫине ыйтӑм тухма сӗнекен СМС-ҫыру килнӗ. Хайхискер ссылкӑпа кайса халӑх тетелӗнчи страницӑна лекнӗ. Унта вара – анкета.
Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравласан ӑна парне – 130 пин тенкӗ ытла – парассине пӗлтернӗ. Анчах ӑна иличчен комиссишӗн тӳлемелле-мӗн. Хайхи хӗрарӑм 14 хутчен укҫа куҫарнӑ, укҫа куҫарма ыйтса ҫырнӑ ҫырусем вара ҫаплипех пӗтмен.
Кун хыҫҫӑн тин, 1 сехетрен, хӗрарӑм тӑна кӗнӗ, аферистсене укҫа куҫарса панине ӑнланнӑ.