Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем ӗне тытнишӗн патшалӑхран субсидие илеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри 32 пин ҫын 48,3 пин ӗнешӗн субсидие тивӗҫнӗ. Укҫана ӗне хуҫисен 88,9 проценчӗ илнӗ те ӗнтӗ. Патшалӑх паракан ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен заявленипе вырӑнти ял тӑрӑхӗсене каймалла. Вӗсене ҫулталӑк вӗҫлениччен йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствипе ҫыхӑнма пулать. Телефон номерӗ — 8 (8352) 64-22-41. Хушма хуҫалӑх тытакансене Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |