Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Енре туса илекен чӑх какайне Китая ӑсатаҫҫӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн патри агропредприятисем республикӑна ашпа тата какайпа тивӗҫтереҫҫӗ, сутмалӑх та юлать вӗсен. 2020 ҫулта Чӑваш Ен ультрапастеризациленӗ сӗте, чӑхӑн ура лаппипе ҫунаттине ют ҫӗршыва сутма тытӑннӑ. Чӑх ашӗ ӑсатассин калӑпӑшӗпе республикӑмӑр утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑх ашӗ сутассин калӑпӑшӗ пӗр эрнере (ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне) 230,57 пин долларпа танлашнӑ. Продукци Китая ӑсаннӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн патри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1665,52 пин долларлӑх аш, 25,46 пин долларлӑх сӗт сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |