Чӑваш Енре ҫак кунсенче иртекен «Кӗр парнисем-2019» ял хуҫалӑх ярмӑрккинче ытларах сутакан апат-ҫимӗҫ шутӗнче — ҫӗрулми, сухан, кишӗр тата купӑста. Кунсӑр пуҫне — панулми, груша, пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗ, ешӗл ҫимӗс, аш-пӑш тата улма-ҫырла.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, лавккасенче ҫӗрулмин пӗр килограмне 11-24 тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан, ял хуҫалӑх ярмӑрккинче — 8-12 тенкӗпе.
Аса илтерер: ярмӑрккӑна республикӑри мӗнпур район-хулара йӗркеленӗ. Тӗрлӗ вырӑнта пурӗ 42 лапам ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх ярмӑрккинче туяннӑ пахчаҫимӗҫе Шупашкарта пурӑнакан ватӑ ҫынсене тата сусӑрсене тӳлевсӗр леҫсе параҫҫӗ. Илнӗ продукцине машинӑна тиеме тата пушатма волонтерсем пулӑшаҫҫӗ.