
Республикӑн агропромышленность комплексӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 11 процент ӳснӗ. Ҫакӑн пек пӗлтерет Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви. Ведомство Чӑвашстат цифрисене тӗпе хурса ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче асӑннӑ отрасльте ӗҫ укҫи уйӑхсерен вӑтамран 66 пин те 903 тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку цифра 11 процент пысӑкрах.
Ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансем уйӑхсерен вӑтамран 63 пин те 314 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, апат-ҫимӗҫ отраслӗнче вӑй хуракансен ӗҫ укҫийӗ вара уйӑхсерен вӑтамран 69 пин те 159 тенке ларнӑ.
Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗнче кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 19 пин те 157 ҫын ӗҫленӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 1,9 процент (е 325 ҫын) нумайрах.

Чӑваш Енре туса илекен чӑх какайне Китая ӑсатаҫҫӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн патри агропредприятисем республикӑна ашпа тата какайпа тивӗҫтереҫҫӗ, сутмалӑх та юлать вӗсен.
2020 ҫулта Чӑваш Ен ультрапастеризациленӗ сӗте, чӑхӑн ура лаппипе ҫунаттине ют ҫӗршыва сутма тытӑннӑ.
Чӑх ашӗ ӑсатассин калӑпӑшӗпе республикӑмӑр утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑх ашӗ сутассин калӑпӑшӗ пӗр эрнере (ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне) 230,57 пин долларпа танлашнӑ. Продукци Китая ӑсаннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн патри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1665,52 пин долларлӑх аш, 25,46 пин долларлӑх сӗт сутнӑ.

Ҫӗрпӳ район ертӳҫисем хӑйсем патӗнче туризма аталантарасшӑн, агропромышленность паркӗ йӗркелесшӗн тата тимӗр-бетон изделийӗсене ҫӗнӗлле меслетпе кӑларакан производство уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки район администрацине нумаях пулмасть ертсе пыма тытӑннӑ Сергей Беккер ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулсан каланӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра «Уй кунӗ» курав уҫӑлнӑ.
Района аталанма кансӗрлекен ыйтусен шутӗнче Сергей Беккер хальхи вӑхӑтри тасатмалли сооружени ҫуккине тата йӑлари хытӑ каяш вырӑнне рекультивацилессине палӑртнӑ.
Олег Николаев сооружени тӑвассипе муниципалитета хастар пулма чӗнсе каланӑ. Вырӑнтисем проект хатӗрлесен республика та пулӑшӗ.
