Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Награда сутнӑшӑн айӑплӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 20.07.2020 20:06 | 216 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Канаш районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын интернет-аукционта 12 медальпе удостворени сутнӑ. Уншӑн вӑл 400 тенкӗ илнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30, 40, 50 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ наградӑсем, «Георгий Жуков» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем наградӑсен хуҫисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пулнӑ, темиҫе ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хисеплӗ ҫынсен тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, наградӑсене пӳрт юсанӑ чухне ҫухатнӑ.

Патшалӑх наградисене сутнӑшӑн Канаш район арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 324-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Патшалӑх наградисене арҫын Шупашкарти пасарта темиҫе ҫул каялла туянни паллӑ.

#Шупашкар, #пуҫиле ӗҫсем, #Канаш районӗ, #пӑтӑрмахсем, #укҫа-тенкӗ, #яваплӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Таксипе ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн
2019, 09, 29
Пуҫлӑх килӗнче ӗҫленӗ
2019, 10, 08
Шупашкарти пике пакунлисене ҫыртнӑ тата тапнӑ
2019, 12, 18
Заправкӑра укҫа тӳлемен
2019, 12, 25
Видеокамерӑна тӳме хыҫне пытарнӑ
2020, 06, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org