Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Инсульт тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн килтен тухайман ҫынсене Шупашкарта киле пырса та пулӑшаҫҫӗ. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, депрессие кӗрсе кайнисене хӑйсен вӑйне шанма пулӑшас тӗллевпе Лира Саминова психолог киле кайса та пулӑшать.

Акӑ, сӑмахран, 46 ҫулти Анастасия (ятне ылмаштарнӑ) инсульт хыҫҫӑн чунтан хуҫӑлнӑ. Лира Александровна хӗрарӑм патне килне кайса ҫӳрет, ӑна лӑпланма пулӑшать тата малашлӑха ҫирӗппӗн пӑхма шанчӑк кӳрет.

 

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӑмӑллӑ хыпар: Чӑваш Енре пурӑнакан Марина Исаевӑпа Артем Румянцев Пӗтӗм Раҫҫейри «Будем жить» премие тивӗҫнӗ.

Ӑна онкологипе кӗрешекенсене тата чире парӑнтаракансене параҫҫӗ.

Марина Исаевӑна «Чи лайӑх медицина сестри» ята панӑ. Вӑл Республикӑри онкологи диспансерӗнче 10 ҫул ытла ӗҫлет. Артём Румянцев вара «Пациентӑн хӑйне евӗрлӗ историйӗ» номинацире мала тухнӑ. Саламлатпӑр ентешсене!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16922
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑри катастрофа медицинин центрӗн васкавлӑ медпулӑшу бригади пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ – вӗсем унӑн чарӑнса ларнӑ чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ.

Шӑнкӑрав килсен Дарья Мустафина тухтӑр тата Маргарита Ильина фельдшер пациент патне ҫула тухнӑ. Арҫын ӗҫленӗ хыҫҫӑн кӑкӑр тӗлӗнчен хӗссе ыратма пуҫланине каланӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ: пысӑк хӑрушлӑх пулман.

Ҫапла вӗсем пациента пульницӑна илсе кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче тӑрук пациентӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Водитель машинӑна чарнӑ, тухтӑрсем пациент пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тытӑннӑ. Телее, вӗсем унӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ. Пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/skoraya21
 

Пӑтӑрмахсем
freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ
freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑма тухтӑрсем тӳлевсӗр эмел илме ҫырса панӑ-ха. Анчах ӑна вӑл ниепле те кӗтсе илеймен. Тӗрӗсрех каласан, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнченпе эмел пулман.

Ҫав хӗрарӑмӑн хӗрӗ «Контактра» социаллӑ сетьре РФ Следстви комитечӗн председателӗнчен Александр Бастрыкинран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, сусӑр амӑшӗ валли кирлӗ эмел ыйтса профильлӗ ведомствӑсене тархасланин усси пулман.

Александр Бастрыкин Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫине Александр Полтинина пуҫиле ӗҫ пуҫарма хушнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/4103
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Волна» (чӑв. Хум) ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли уйлӑхра хушма корпуссем хӑпартса лартасшӑн. Ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫламалли меслетпе тума палӑртнӑ. Ҫавна май корпуссене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

Ӗҫе епле организаци пурнӑҫлассине нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 80 миллион та 220,2 пин тенкӗ.

Уйлӑхра ҫӗнӗрен 4 корпус туса лартасшӑн.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирпе Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Вӑл «Volkswagen Transporter» автомобильпе ҫапӑннӑ. Инкекре икӗ ҫын аманнӑ.

Инкек хулари Энтузиастсен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тӗлӗнче ирхи 8 сехетре пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу машини умри автомобиль патне ытла ҫывӑха пырса кӗнӗ.

Инкекре ҫамрӑк фельдшер пӗҫҫине ыраттарнӑ тата унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пульницӑна илсе кайма тухнӑ арҫын-пассажир вара инкек хыҫҫӑн сылтӑм ура ыратать тесе каланӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Президент пепкелӗх центрне урӑх ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ку должноҫе раштав уйӑхӗнче Эльвира Васильева йышӑннӑ.

Вӑл 1989 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ. Диплом илсенех Шупашкарти Ҫурҫӗр клиникинче акушер-гинекологра ӗҫлеме пуҫланӑ. 2008 ҫултанпа вара ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫурт заведющийӗ пулнӑ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.

Палӑртмалла: унччен Президент пепкелӗх центрне Мускавран килнӗ Евгений Дубнер ертсе пынӑ.

 

Сывлӑх
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Канашра юн тымарӗсен центрне уҫма палӑртнӑ. Вӑл Канашри медицина центрӗ ҫумӗнче пулӗ.

Иртнӗ эрнере унта республикӑн премьер-министрӗ Владимир Степанов пулнӑ. Вӑл ун чухне юн тымарӗсен центрӗ кӑҫал уҫӑлассине пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ центрта пысӑк технологиллӗ оборудовани пулӗ. Ҫав шутра – магнит-резонанс томографӗ те.

 

Пӑтӑрмахсем

Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Канашра пӗр хӗрарӑм маршрутка умне чупса тухнӑ. Инкек вырӑнти налук инспекцийӗнчен инҫех мар вырӑнта, Раздольнӑй урамра, пулса иртнӗ.

Маршрутка «Мечет» чарӑнура чарӑннӑ, микроавтобусран ансан пӗр хӗрарӑм-пассажир ун умне тухса ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ.

Ҫав вӑхӑтра ҫулпа «Сандеро» машина пынӑ. Водитель машинӑна хӑӑрт чарма тӑнӑ-ха, анчах хӗрарӑм ҫине пӗрех пырса кӗнӗ.

 

Сывлӑх
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти тухтӑрсем ҫынсене начарланма пулӑшаҫҫӗ. Хулари тӗп пульницӑра Начарланма пулӑшакан шкул ӗҫлет. Унта хӑйсем тӗллӗн начарланайман ҫынсем пулӑшу ыйтса пыраҫҫӗ.

Пульницӑн тӗп тухтӑрӗ, Татьяна Маркелова эндокринолог вӗсене биоимпедансометри текен тӗрӗслеве тухма сӗннӗ, начарланас тесен мӗн ҫисе мӗн ӗҫмеллине вӗрентнӗ.

Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, ӑшаланӑ тата ҫуллӑ апата сахал ҫимелле. Кунне икӗ литра яхӑн тӑрӑ шыв (лимон касӑкӗ хушса) ӗҫни апата лайӑх ирӗлме пулӑшать, иммунитета лайӑхлатать, апат ҫиес килнине чакарать.

Сывлӑх шкулне +7 (8352) 23-45-00 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 256
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ