
Улатӑрта 45 ҫулти арҫын нихӑҫан та юн пусӑмӗ пысӑк пулнипе аптӑраман, эмелсем ӗҫмен. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма, сивӗ тар тапса тухма пуҫласан, вӑйӗ хавшасан вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Пульницӑра унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Пациента пӗр тӑхтамасӑр санавиаципе Шупашкара Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатнӑ.
Вӑл – кӑҫал Улатӑртан вертолетпа илсе ҫитернӗ 31-мӗш пациент. Тухтӑрсем инфаркт «ҫамрӑкланса пынине» палӑртаҫҫӗ.

Ӗнер Ҫӗмӗрле хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ пӗр хваттерте пушар тухнӑ.
Унти Интернационал урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте инкек вӑхӑтӗнче икӗ ҫын пулнӑ: 90 ҫулти хваттер хуҫи тата унӑн кӳрши, 75-ри кинемей. Пушара сӳнтерме пырса ҫитнисем вӗсене урама илсе тухнӑ, вӗсене иккӗшне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Унсӑр пуҫне ҫӳлти хутсенче пурӑнакан ҫынсене, пурӗ ҫичӗ ҫынна, эвакуациленӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хваттерте электричество пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ.

Раҫҫей ҫыннисем 120 ҫула ҫитиччен пурӑнса ҫитме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать иккен РФ вице-премьерӗ Татьяна Голикова.
«Кашни ҫыннӑн вӑй-хӑвачӗ тӗрлӗрен пулнине эпир ӑнланатпӑр-ха. Хӑшӗсем хӑвӑртрах ватӑлаҫҫӗ, теприсем — майӗпен. Майӗпен ватӑлакансен 100 ҫула, 120 ҫула пурӑнса ҫитме май пур», — тенӗ вӑл пресс-конференцсенчен пӗринче.

Шупашкарти тухтӑрсем 18 ҫулти каччӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн чӗри тӑрук чарӑнса ларнӑ.
Ирхине каччӑ чиперех ҫӳренӗ, кӑшт каярах вара амӑшӗ ӑна тӑнсӑр выртнине курнӑ, унӑн питне кӑвак тӗс ҫапнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласан амӑшӗ диспетчер мӗн каланине тунӑ вӑхӑтра тухтӑрсен бригади пулӑшма васканӑ. Шурӑ халатлисем каччӑн пурнӑҫӗшӗн 20 минут кӗрешнӗ. Телее, унӑн чӗри ӗҫлесе кайнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

Пирӗн ҫӗршыври ученӑйсем ракран вакцинӑпа сиплеме пуҫласшӑн. Ракран туса кӑларнӑ мРНК-вакцинӑпа тепӗр 1-1,5 уйӑхран усӑ курма пуҫлӗҫ.
Ӑна Гамелея ячеллӗ центр Мускаври Герцен ячӗллӗ ӑслӑлӑхпа тепчев онкологи институчӗпе, Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗпе пӗрле шухӑшласа кӑларнӑ.
Вакцинӑна кашни пациент валли уйрӑм кӑлараҫҫӗ-мӗн.
Хальлӗхе вакцинӑна сӑнавлӑ меслетпе меланомӑпа чирлисене сиплӗҫ.

Улатӑрта пурӑнакан Анатолий вӑрмана кӑмпана кайнӑ та тӑрук хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Киле аран чӑтса ҫитнӗ вӑл, вара тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсем унӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ. Кашни сехет хаклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа санавиаци вертолетне чӗнсе илнӗ.
Икӗ сехет те иртмен – пациента Шупашкара Республикӑри кардиодиспансера илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем стенировани тунӑ. Тепӗр кунах Анатолий хӑйне лайӑх туйма пуҫланӑ. Халӗ вӑл реабилитаци витӗр тухать.

Чӑваш Енри тухтӑрсем икӗ хут инфаркт пулнӑ ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Шупашкартан 40 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ялти пациент япӑх пулса кайсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ун патне малтан Марина Ивановӑпа Ксения Козлова фельдшерсем ҫитнӗ.
Анчах вӗсене пулӑшу кирлӗ пулнӑ, ҫапла Шупашкарти ӗҫтешӗсем те яла ҫитнӗ: Екатерина Ермошина тухтӑрпа Алексей Смирнов, Никита Касаткин медбратсем-анестезистсем чӗри чарӑнса ларнӑ пациента вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Больницӑна кайнӑ чухне ҫул ҫинче унӑн чӗри тепӗр икӗ хутчен чарӑнса ларнӑ. Тухтӑрсем каллех ӑна ӗҫлеттерсе янӑ.
Халӗ пациент больницӑра сипленет. Ӑна тухтӑрсем тимлесе тӑраҫҫӗ.

Вӑрнар районӗн тӗп пульницине ҫамрӑк тухтӑр ӗҫлеме килнӗ.
Елена Тимофеева – эндокринолог. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, унтан тухтӑрсене ҫӗнӗ пӗлӳ паракан Институтра ординатурӑра вӗреннӗ.
Елена Сергеевна район пульницинче пациентсене амбулатори мелӗпе йышӑнать.

Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче, «Волжанка» санатори тӗлӗнче пулса иртнӗ ҫул ҫинчи инкекре тӑваттӑн аманнӑ.
«Лады Калина» машинӑпа пыракан 20 ҫулти качча хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл «Мазда» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. «Маздӑн» 45 ҫулти водительне, «Калинӑра» пулнӑ 19-ти икӗ хӗре пульницӑна ӑсатнӑ.
«Калина» водителӗ уйрӑмах хытӑ аманнӑ. Вӑл водитель правине 2023 ҫулта илнӗ иккен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн кӑҫал кӑна ӑна административлӑ майпа 10 хутчен явап тыттарнӑ.

Республикӑра ҫак кунсенче ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлнӑ. Патӑрьел округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнчи ФАП пысӑк – 80 тӑваткал метр. Унта Брайль шрифчӗпе навигаци системи те пур. Ку ФАПра 400 ытла ҫынна медпулӑшу парӗ.
Вӑрнар округӗнче вара Уйкас Кипекре тата Хирупуҫра ФАПсем уҫӑлнӑ. Ҫак икӗ медпункта пӗтӗмпе 600 яхӑн ҫын ҫӳрӗ.
Сӑмах май, Вӑрнар округӗнче 39 ФАП ӗҫлет. Юлашки 5 ҫулта унта 14 медпункт хута янӑ.
