Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӗҫӗрхи каҫ чӑннипех те канӑҫсӑр пулчӗ. Ракета хӑрушлӑхӗ пирки те ҫӗрле сиренӑпа та , хыттӑн пӗлтермелли хатӗрсем урлӑ систерчӗҫ, ир енне вара пилостӑр вӗҫекен аппаратсем килни пирки хыпарларӗҫ, каллех сирена янӑрама тытӑнчӗ.
Шупашкарта виҫӗ ҫын аманнӑ, шкулсенче инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентеҫҫӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ВНИИРа тапӑннӑ хыҫҫӑн вӑл ҫунма тытӑннӑ, Ҫывӑхри инфраструктура сиенленнӗ, ҫав шутра — троллейбус линийӗ те.
Пичет ҫурчӗ патӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа «Ромашка» патне ситичченхи ҫула вӑхӑтлӑха хупса хунӑ, унтан машинӑсене ҫӳреме чарнӑ.
Шупашкарта пӗр ҫын вӑтам суранланнӑ, тепӗр икӗ ҫын килте сипленет.
Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем паян ирхине калех Шупашкара вӗҫсе килнӗ. Ҫак самантра каллех икӗ хутчен хулара тем кӗмсӗртетрӗ.
