Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ирпе Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Вӑл «Volkswagen Transporter» автомобильпе ҫапӑннӑ. Инкекре ике ҫын аманнӑ.
Инкек хулари Энтузиастсен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тӗлӗнче ирхи 8 сехетре пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, васкавла пулӑшу машини умри автомобиль патне ытла ҫывӑха пырса кӗнӗ.
Инкекре ҫамрӑк фельдшер пӗҫҫине ыраттарнӑ тата унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пульницӑна илсе кайма тухнӑ арҫын-пассажир вара инкек хыҫҫӑн сылтӑм ура ыратать тесе каланӑ.
