Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.8 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Аманнӑ ачана водитель 150 пин тенкӗ тӳлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.04.2026 17:44 | 34 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакан хӗрачана пӗр арҫын 150 пин тенкӗ тӳлӗ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти суд Йӗпреҫ районӗнчи прокуратура тавӑҫне тивӗҫтернӗ май кӑларнӑ.

Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мӑн Упакасси ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче «Киа Спектра» автомобиль ҫулпа велосипедпа пыракан хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ача аванах аманнӑ, экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ачан сывлӑхне вӑтам шайра сиен кӳнӗ.

Айӑплӑ водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ-ха. Шар курни ҫул ҫитмен ача пулнине кура прокуратура кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.

Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ, айӑплӑ водителе 150 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Ку вӑл хӗрачана кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарма кайӗ.

#пӑтӑрмахсем, #ачасем, #сывлӑх, #яваплӑх, #прокуратура, #судсем, #водительсем, #Йӗпреҫ районӗ, #Пысӑк Упакасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем