Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан хастар ватӑсем паян пӗр шухӑшлӑ пулса пысӑк йышпа хулари парксенчен пӗринче пухӑннӑ. Вӗсем Пӗтӗм тӗнчери скандинави уттин кунне ҫавӑн пек паллӑ тунӑ.

Икӗ алла икӗ туя тытса утакансен йышне чӑваш парламенчӗн депутачӗ Виктор Горбунов та тӑнӑ. Вӑл «Аслӑ ӑру» парти проекчӗн республикӑри координаторӗ пулнӑ май кинемейсене сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса тӑнӑшӑн ырласа мухтанӑ.

Скандинави уттин кунне хутшӑннисен йышӗнче 83 ҫулти Стаина Гурьева та пулнӑ. Халӑхпа иртекен пысӑк мероприятисене вӑл яланах хастар хутшӑнать иккен. Спортпа та туслӑ, ал ӗҫӗпе аппаланма юратать, хулари культура учрежденийӗсене тухса ҫӳрет.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Президент пепкелӗх центрӗн тухтӑрӗсем палӑртнӑ кунран чылай маларах ҫуралнӑ икӗ ачана пӑхса ӳстернӗ.

Хӗрарӑм 10 ҫул ача ҫуратма ӗмӗтленнӗ. Ҫие юлсан вара кӑлтӑксем тупӑннӑ, тухтӑрсем ӑна сӑнасах тӑнӑ. Ҫапах ачасем ҫуралма васканӑ: 28-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Иван 990 грамм тайнӑ, Ксения – 950 грамм. Пепкесене тӳрех реанимаци уйрӑмне илсе кайнӑ. Хӗрачана операци те тума тивнӗ.

Ачасене ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче киле кӑларнӑ. Иван ун чухне – 3 килограмм, Ксения 2,5 килограма яхӑн тайнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тифлокомментариллӗ спектакль кӑтартӗ. Унта кун пеккине халиччен лартман.

Тифлосасӑллӑ пӗрремӗш спектакле ҫӗтме уйӑхӗнче кӑтартӗҫ. Кун валли Корней Чуковскин «Муха-цокотуха» спектакльне суйласа илнӗ.

Тифлокомментириллӗ спектакле начар илтекен куракансем валли ятарласа хатӗрлӗҫ. Репертуарти ҫав ӗҫе ятарлӑ куракансен пӗтӗм тӗнчери VIII «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пирӗн пӗр пек пулмасан та) фестивалӗнче кӑтартӗҫ. Мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 25-28-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ.

 

Сывлӑх
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Хулари иккӗмӗш пульницӑна тата Осипов ячӗллӗ хула пульницине Хулан 1-мӗш клиника пульници ҫумне пӗрлештересси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫакна тусан тӳре-шара медицина пулӑшӑвӗ парассин пахалӑхӗ ӳсессине каланӑ.

Реоргаризаци хыҫҫӑн 68 штата кӗскетӗҫ. Ҫав шутра - икӗ тӗп тухтӑр, 5 ҫум, 2 тӗп медсестра. Ытти, 59 ставки, - администраципе хуҫалӑх пайӗнчи штатсем.

Штатсене кӗскетсе ҫитес 5 уйӑхра 16,4 миллион тенкӗ перекетленессине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://regulations.cap.ru/projects/5994
 

Сывлӑх
yadonor.ru сайтри сӑн
yadonor.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Андрей пӗрмаях юн плазмине панӑ. Вӑл – донор. Ҫавӑн пекех арҫын шӑмӑ сӑссин донорӗсен регистрӗнче тӑнӑ.

Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче ун патне Кироври гемотологи тӗпчев институтӗнчен шӑнкӑравланӑ та реципиент тупӑннине пӗлтернӗ. Андрей пӗтӗм процедура витӗр тухнӑ, унӑн юнне тӗрӗсленӗ. Ҫапла вӑл шӑмӑ сӑссин донорӗ пулса ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

Андрей палӑртнӑ тӑрӑх, май пулсан вӑл каллех ҫавӑн пек донор пулӗччӗ. «Вӑхӑтпа – 6 сехет, ним хӑрушши те ҫук, ыраттармасть», - тенӗ вӑл. Ӑна «Донор юхӑмне аталантарма пулӑшнӑшӑн» медальпе чысланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисене паян, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре хулара ӳсӗр водителе асӑрхани пирки систерекенсем тупӑннӑ.

«Mерседес» автомобиле тытса пыракан водитель пакунлисем чарӑнма ыйтнине итлемен, вӗсенчен тарса ӳкме хӑтланнӑ. Етӗрне шоссипе Университет урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта машина светофор тӗлӗнче чарӑннӑ «Форд Фокус» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре «Фордӑн» 28 ҫулти водителӗ тата салонти пассажир аманнӑ, вӗсене больницӑсене ӑсатнӑ.

«Mерседес» машинӑна тытса пынӑ 33 ҫулти арҫынна руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн 2020 ҫулта явап тытарнӑ иккен-ха, ун чухне хайхин водитель правине туртса илнӗ.

 

Сывлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем хатха-йога занятине пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ӑна хулари халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрӑн «Манӑн социаллӑ центр» клубӗнче йӗркеленӗ.

Занятие тава тивӗҫлӗ канури Валентина Горычева ирттерет.

«Хатха-йогӑна ватӑ ҫынсем те тума пултараҫҫӗ. Вӑл ҫулланнисемшӗн те питӗ усӑллӑ», – тет тренер.

Хатха-йога кӑмӑл-туйӑма та лайӑхлатма пулӑшать. Ҫакна занятие хутшӑнакан ватӑсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. «Хатха-йога хыҫҫӑн шӑм-шак ҫӑмӑллансах каять, чунра савӑнӑҫ хуҫаланма тытӑнать», – тет 82 ҫулти Мария Сироткина.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланнӑ. Кун пирки Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтерет.

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чи пӗчӗк кӑтарту пулнӑ: 7 ҫын кӑна чирленӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче – 9, ӗнер 8 ҫын ку инфекципе аптӑранӑ.

Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 114085 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 4732-шӗ чире парӑнтарайман.

 

Сывлӑх

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче санавиаци вертолечӗ Улатӑрти икӗ пациента Республикӑри клиника пульницин регионти сосуд центрне илсе ҫитернӗ.

Малтан 43 ҫулти арҫынна пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Унӑн пуҫ мимине юн кайнӑ. Кайран 64-ри арҫынна япӑх пулнине пӗлтернӗ. Унӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ.

Аса илтерер: санавиаци вертолечӗ нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗнче, вӗҫме тытӑннӑ.

 

Сывлӑх
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Кӗҫех Шупашкарти 3 пульницӑна пӗрлештерӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

Ку улшӑну Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула пульницине, Иккӗмӗш хула пульницине пырса тивет. Вӗсем Хулан 1-мӗш клиника пульниципе пӗрлешӗҫ. Ведомство улшӑнӑвӑн лайӑх енӗсене палӑртнӑ. Пациентсем унччен хӑйсем патӗнче пулман специалистсенчен пулӑшу ыйтма пултарӗҫ.

Пульницӑсене пӗрлештересси пирки ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 11-13 сехетсенче халӑх итлевӗ пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ... 229
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та