Кӑҫал санавиаци вертолечӗн ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫме пуҫламалла пулнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗнче тин пациентсене илсе ҫӳреме пуҫлӗ.
Кӑҫал респулика санавиаци вертолечӗ валли 36 пин тенке яхӑн илнӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа пӗтсен, ҫурла уйӑхӗнче, вӗҫме пӑрахнӑ.
Ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлесси паллӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви график хатӗрленӗ.
Акан 30-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче медпулӑшу 8-13 сехетсенче параҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсем – ӗҫ кунӗсем. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 8-13 сехетре медпулӑшу илме май пур. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче те ҫак графикпех ӗҫлӗҫ.
Муркашри поликлиникӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх тетелрадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «1981-мӗш ҫулта хут янӑ ҫурта пуҫласа тӗплӗ юсанӑ.Пӗчӗк пациентсем валли пӗрремӗш хутра ятарлӑ уйрӑм йӗркеленӗ.
Аслисем валли кӗрсе тухмалли уйрӑм алӑк. Пырса кӗрсен тӳрех ҫӗнӗ регистратурӑна лекетӗн. Унчченхи вырӑнӗнче хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм тунӑ. Картотека валли те пысӑк кабинет уйӑрнӑ. Коридорсем ҫутӑ та анлӑ».
Больница хитри аван-ха, анчах кирлӗ тухтӑрсем вырӑнта пулсан тата лайӑхрах. Унччен хӗрарӑмсен маммографи тӗпчевӗ витӗр тухма Шупашкара кайма тивнӗ. Халӗ вырӑнтах диагностика уйрӑмӗ ҫынсене йышӑнать.
Шупашкарта Ӑс-тӑн арпашасран пулӑшакан центр (вырӑсла ӑна Центр профилактики когнитивных расстройств тенӗ) уҫӑлнӑ.
Асӑннӑ центр Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ.
Ҫул кайнӑҫемӗн ӑс-тӑн ан арпаштӑр тесен пуҫа вӗҫемех ӗҫлетермелле. Пуҫа кӑна мар, кӗлеткене те хускатмалла. Пӳрнесене вылятни таранах пӗлтерӗшлӗ.
«Сирӗн занятисене пӑхрӑм та вӗсене эсир питех е тӗрӗс суйласа илни курӑнчӗ», — ырланӑ центра Республикӑн наркодиспансерӗн тӗп врачӗ — Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин психотерапевчӗ Елена Калинина. Республикӑн тӗп гериатрӗ Нина Сидорова та кун пек центра уҫнине пысӑка хурса хакланӑ.
Чӑваш Ене тата тепӗр виҫӗ ФАП илсе килнӗ. Ҫапла, илсе килнӗ. Кунта сӑмах урапа ҫинчи фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫинчен пырать.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тарӑх, хальхи вӑхӑтра кашни муниципалитетра пӗрер (пурӗ — 21) ФАП пур-ха.
Медицина оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ мобильлӗ ҫӗнӗ 3 комплекса Ҫӗрпӳ, Улатӑр тата Шупашкар районӗсенчи больницӑсене валеҫсе пынӑ.
Асӑннӑ ФАПсем тухтӑрсене аякри ялсене ҫитсе тата хӑйсем тӗллӗн тухса ҫӳреймен ҫынсене йышӑнмалла.
РАН академикӗ, медицина наукисен докторӗ, Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ пулнӑ Геннадий Онищенко 3 ҫула тӑсӑлнӑ кӑшӑлвирус пандемийӗ пӗтнӗ тесе шутлать. Унӑн сӑмахӗсене ТАСС пичетленӗ.
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫак вируспа сахал ҫын чирленине палӑртнӑ - пӗтӗмпе 7141 ҫын. Пандеми пуҫланнӑранпа кӑшӑлвируса пула 397 пин те 384 ҫын вилнӗ. Ҫав йышран 7 пин те 743-шӗ - Чӑваш Ен ҫыннисем.
Ҫӗрпӳ районӗнчи аптекӑсенче тӗрӗслев ирттернӗ те 18-мӗш аптекӑра амоксициллин антибиотик, суспензи евӗрри, пулманнине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май прокуратура унӑн директорне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Хальхи вӑхатра ҫав аптекӑна амоксициллин антибиотик сутлӑха килнӗ.
Пуш уйӑхӗнче, нарӑспа танлаштарсан, кӑшӑлвирусран 2 хут нумайрах ҫын вилнӗ. Нарӑсра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пуш уйӑхӗнче вара - 11 ҫыннӑн.
Юлашки талӑкра 71 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 57 ҫын сывалнӑ. 7 пациента пульницӑна вырттарнӑ. Иртнӗ талӑкра 1 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.
Пандеми пуҫланнӑранпа респуликӑра 4723 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чӑваш Енре кӑҫалхи кӗркунне урӑлтаркӑч уҫӑлӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Шупашкарта урӑлтаркӑч уҫас ыйтӑва пӗлтӗр тӗрлӗ ларура пӗрмаях сӳтсе явнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, ытти ведомствӑпа министерствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.
Паянхи куна илсен урӑлтаркӑч хӑш тӗлте пуласси татӑклӑн паллӑ мар-ха, ӑна каярах пӗлтерӗҫ.
Аса илтерер: хӑй вӑхӑтӗнче урӑлтаркӑчсене хупса пӗтернӗччӗ. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченпе 464-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ вӑя кӗчӗ. Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ е наркотикпа е ытти ҫавӑн пек япалапа минренисене пулӑшма урӑлтаркӑчсем уҫмалла.
Паян Республикӑн мануаллӑ терапи центрӗн тӗп тухтӑрне Алексей Волкова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗн чӗри пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Вӑл 57 ҫулта пулнӑ.
Алексей Зинонович 1965 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта вӑл тухтӑр пулма вӗренсе тухнӑ. Унтан травматологипе ортопеди енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Вертебро-неврологи енӗпе специалист пулнӑ май 1990 ҫулта Хусанти патшалӑх медицина академийӗнче виҫӗ уйӑхлӑх курсра пӗлӗвне туптанӑ.
1991 ҫултанпа Алексей Волков Республикӑн мануллӑ терапи центрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр пилӗк ҫултан ӑна тӗп врачӑн заместителӗ пулма шаннӑ, 2000 ҫултанпа центрта тӗп врач пулса тӑрӑшма тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |