Вӑрнар район администрацийӗнче унти прокуратура хута кӗнипе ҫамрӑк специалиста каялла ӗҫе илнӗ.
Аслӑ шкул пӗтернӗ ҫав ҫамрӑка муниципалитет службине, район администрацийӗн строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайне, ертсе пыракан специалист-эксперта илнӗ чухне хайхи каччӑпа 3 уйӑхлӑх сӑнав вӑхӑчӗ тесе килӗшӳ тунӑ. Кайран ӑна, сӑнав тапхӑрне тухайман тесе, муниципалитет служащийӗнчен хӑтарнӑ.
Ку факта район прокуратури тӗрӗсленӗ те тӳре-шара ӗҫ саккунне пӑснине асӑрханӑ. Тин кӑна (ҫулталӑкран каярах) аслӑ шкул пӗтернӗ, специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнӑ ҫынпа сӑнав вӑхачӗ палӑртма юрамасть иккен.
Йӗркене пӑснӑ пай пуҫлӑхне 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, каччӑна ӗҫе тепӗр хутчен илмелле тунӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикинчи кинематографсен пӗрлешӗвӗ ҫавра сӗтел ирттерчӗ, «Чӑваш кинематографӗн пуласлӑхӗ. Мӗн тумалла?» ятлинче чӑваш кино ӑсталӑхне мӗнле майпа малалла аталантармаллине сӳтсе яврӗ.
Пӗрлешӳ пайташӗсен шухӑшӗпе тӗп вырӑнта патшалӑх пулӑшӑвӗ пулмалла. Ку — кино ӳкерес культури аталаннӑ ытти республикӑсенче лайӑх палӑрнине каларӗҫ. Чӑваш киновне тӗрек паракан саккунсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Тӗслӗх пек Якути, Пушкӑрт, Тутар республикисене илсе пачӗҫ — саккунсем ҫине таянса вӗсем хӑйсен кино ӑсталӑхне аталантарма сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче, сӑмахран, 40–80 миллион ҫулталӑкне параҫҫӗ, анчах вырӑнтисемшӗн ку та ҫителӗксӗр, ытла сахал тесе калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑна илес пулсан кино ӑсталӑхне пӗтӗмпех тенӗ пекех уйрӑм хастарсем аталантараҫҫӗ. Кунта «Аксар» студине тата ыттисене илсе кӑтартма пулать.
Ҫавра сӗтелте ҫавӑн пекех ҫамрӑксене ятарлӑ вӗрентме яма сӗнчӗҫ. Кунта Якути тӗслӗхӗпе ҫирӗплетрӗҫ. Вырӑнта вӗрентме пултараканнисем пуррине те палӑртрӗҫ, анчах кино ӳкерес ӑсталӑха укҫалла ӑса хывас текеннисем сахалли чӑрмантарни ҫинчен каларӗҫ.
Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫӗнӗ сӗнӳпе тухнӑ — Конституци судне йӗркелеме сӗннӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсен шухӑшӗпе ку Чӑваш Республикинче граждансен обществине тата правӑллӑ патшалӑха аталантарма май парӗ, республикӑн суд системине лайӑхлатӗ, чӑваш патшалӑлӑхне ҫирӗплетӗ, граждансен конституци прависене, ирӗклӗхне тата интересӗсене судра хӳтӗлеме пулӑшӗ. Конституци сучӗ Раҫҫей Федерацийӗнче пурӗ виҫӗ республикӑра ҫеҫ ҫук иккен — Алтайпа Крым республикисенче тата Чӑвашра. Аса илтеретпӗр, пирӗн Раҫҫейре пурӗ 22 регион республика (патшалӑх) шайӗнче шутланать.
«Ирӗклӗх» ятарлӑ тӗпчев те ирттернӗ — вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн республикӑра саккуна пӑсакан нормативлӑ право акчӗсене сахал мар тупӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑш чухне республика ертӳҫисемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем йышӑннӑ саккунсем халӑх хушшинче хӗрӳ калаҫусем ҫуратаҫҫӗ. Конституци судне йӗркелесен граждансем хӑйсен прависене лайӑхрах хӳтӗлеме пултарасса шанать «Ирӗклӗх» пӗрлӗх.
Хастарсем Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура Чӑваш Республикин Конституци судне йӗркелеме пур мерӑсене те тума, ҫав шутра Чӑваш Республикин Конституцине республикӑри суд системи пирки улшӑнусем кӗртме, «Чӑваш Республикин Конституци Сучӗ ҫинчен» саккуна тата ытти нормативлӑ право акчӗсене хатӗрлесе йышӑнма ыйтаҫҫӗ.
Росреестрӑн ҫӗр инспекторӗсем темиҫе тӗрӗслев ирттернӗ. Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин лаптӑкӗнче автосервис пуррине тупса палӑртнӑ.
Ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курманни ку. Сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсемпе пӗрле автосервис пур. Ку – РФ Ҫӗр кодексне пӑсни. Регламентпа килӗшӳллӗн, унта автосервис пулмалла мар.
Йӗркене пӑснине шута илсе ку ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ. Ҫӗр докуменчӗсене те йӗркене кӗртме хушнӑ. Унсӑрӑн пульницӑн штраф тӳлемелле. Юридици сӑпачӗсен вӑл — 100 пин тенкӗрен пуҫласа.
РФ Президенчӗ Владимир Путин суйлав саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Документа пушӑн 9-мӗшӗнче право информацийӗн тӗнче тетелӗнчи официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Улшӑнусем кӗртнӗ документпа килӗшӳллӗн, малашне суйлав участокӗсенче аккредитаци илнӗ журналистсем ҫеҫ ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах пурте мар. Ӑна илмешкӗн кӑларӑмра ӗҫ договорӗпе икӗ уйӑхран кая мар ӗҫлемелле. Аккредитацие суйлав умӗн виҫӗ кун маларах парӗҫ.
Суйлав комитечӗн ӗҫне «сӑмса чикнӗшӗн», ҫынсене суйлама чӑрмантарнӑшӑн штраф тӳлеттерӗҫ.
Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацийӗ электроникӑн литий-ионлӑ аккумуляторӗсене салона илсе кӗме чарӗ. Кун пирки Рейтер агентство пӗлтерет. Экспертсен шухӑшӗпе, ку пушар кӑларма пултарать, ҫавӑнпа ҫак йӗркене йышӑнасшӑн.
Самолет бортне кӗсье телефонӗн, фотоаппаратӑн, ноутбукӑн тата ытти электроникӑн аккумуляторӗсене илсе кӗме чарӗҫ. Ку саккун 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Хӑҫанччен? Литий-ионлӑ батарейӑсем валли шанчӑклӑ упаковка шухӑшласа кӑлариччен.
Ҫӗнӗ инструкци Шупашкарти аэропортра та вӑя кӗрӗ. Чӑваш Ен ҫыннисемпе хӑнисене кунти самолетпа усӑ курнӑ чухне багаж илсе ҫӳремелли пирки хушма инструкци парӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ шкулсенче вырӑс чӗлхипе вӗрентмелли гарантие официаллӑ мелпе ҫирӗплетменнине Раҫҫейри 9 регионта тупса палӑртнӑ. Ун пирки tass.ru сайт пӗлтерет.
Ҫав 9 регион шутне хӑшӗсем кӗнӗ-ха? Ингушети, Кабардин-Балкар, Карачай-Черкес, Коми Республики, Ҫурҫӗр Осети, Тутарстан, Тува Республики, Удмурт тата Чӑваш республикисем.
Ҫак регионсене вӗрентӗве вырӑс чӗлхипе памалла тесе улшӑнусем кӗрттересшӗн.
Чӑваш республикин пӗрремӗш конституцине йышӑннӑранпа паян 90 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш АССРӗн пӗрремӗш тӗп саккунне 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче йышӑннӑ.
«Ирӗке тухас тесе чӑваш халӑхӗ нумай ҫул кӗрешнӗ. Темиҫе ӗмӗр хушши чӑваш ӗҫчен халӑхӗ патша пусмӑрӗ айӗнче пурӑннӑ. Хӑйӗн экономикӑри тата наци ирӗклӗхне, культурине, йӑли-йӗркине тата чӗлхине упраса хӑварас тесе чӑваш халӑхӗ пусмӑрҫӑсемпе паттӑрла кӗрешнӗ», — тесе палӑртнӑ пулнӑ ҫав саккунра. 1926 ҫулхи конституци пурӗ 13 сыпӑка кӗрекен 87 статьяран тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтпа пӑхсан тӗп саккунра демократиллӗ шухӑшсем сахал мар пулнӑ. Ӗҫленине яваплӑх шутне кӗртнӗ, вӗренӳ тӳллевсӗр пулмалла пулнӑ. Конституци тӑрӑх чӑваш тата вырӑс чӗлхисем официаллисен шутне кӗнӗ, пур учрежденисемпе организацисенче те чӑваш чӗлхипе анлӑ усӑ курма пуҫлама тӗллев ларнӑ пулнӑ.
РСФСР аслӑ органӗсем ку конституцие ҫирӗплетме килӗшмен. 1926-мӗш ҫулхи тӗп саккун 1937 ҫулччен ӗҫленӗ.
Уйрӑм ҫынсене ҫурт-йӗре приватизацилес вӑхӑта миҫе хутчен тӑсса пирӗнтен чылайӑшӗ астумасть те пулӗ. Хӑйсем хӑпартса лартнӑ е укҫа парса туяннӑ пӳрт е хваттере ку саккун пырса тивмест-ха. Муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи хваттерте социаллӑ найм килӗшӗвӗпе пурӑнакансене хуҫа пулса тӑма параҫҫӗ.
Хваттере приватизацилеме ирӗк паракан вӑхӑт хальхинче кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах саккунра палӑртнӑ вӑхӑта кӑҫал тата тӑсса парасшӑн иккен. Тата тепӗр ҫулталӑклӑха теҫҫӗ.
Приватизаци вӑхӑтне ҫулталӑклӑха тӑсма ирӗк паракан саккун проектне хатӗрлеме РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Сергей Неверов шантарнӑ. Проекта РФ правительстви куҫӑнсӑр майпа халех ырланӑ. Ҫакна ҫынсем хӑйсен хваттерӗсемпе пӳлӗмӗсене приватизаилесе ӗлкӗрейменнишӗн пӑшӑрханнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Унччен студентсемпе шкул ачисене общество транспорчӗпе ҫӳремелли уйӑхлӑх билета туяннӑшӑн субсиди панӑ. Уйӑх вӗҫӗнче вӗсен карточки ҫине 390–420 тенкӗ куҫарнӑ.
Халӗ улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне студентсемпе ҫамрӑксене куншӑн компенсаци памӗҫ. Саккун кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Малашне пособипе сахал тупӑшлӑ ҫемьерисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Ун валли вӗренӳ учрежденийӗнче заявлени ҫырмалла, сахал тупӑшлӑ ҫемье пулнине ӗнентерекен справка тӑратмалла.
Ку хулаҫум, чукун ҫул транспорчӗпе ҫӳрекенсене те пырса тивӗ. Эппин, малашне студентсемпе шкул ачисем транспортпа ҫӳремелли билета ыттисем пекех 700 тенкӗпе туянӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.