Раҫҫейре килти выльӑх-чӗрлӗхӗн пӗрлехи идентификаци тытӑмне хута ярасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Мӗнле япала ку? Килти тата ял хуҫалӑхӗнчи чӗрчунсене 15 хисеплӗ идентификаци номерӗ парӗҫ, вӗсене чиппа, татуировкӑпа паллӑ тӑвӗҫ.
Федераци патшалӑх информаци тытӑмӗнче выльӑх-чӗрлӗх пирки пӗтӗм информаци упранӗ: тӗсӗ, ама е аҫа пулни, ӑрачӗ, хӑҫан тата ӑҫта ҫурални пирки.
Ку килти выльӑх-чӗрлӗхе те, кайӑк-кӗшӗке те пырса тивӗ. Лашасене, пӑлансене, тӗвесене, йытӑсене, кушаксене, кроликсене, вӗлле хурчӗсене те номер парӗҫ. Паллах, вӗлле хурчӗсене кашнине номерлемӗҫ, пӗрре ҫеҫ парӗҫ.
Ку улшӑнӑва 2018 ҫулта вӑя кӗртесшӗн.
Шупашкарти Комбинат урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче хваттерлӗ ҫын хӑйӗн хваттерне хӑна ҫуртне ҫавӑрнӑ. Ятарлӑ сӗтел-пукан, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр лартса тухнӑ та хостел евӗр усӑ курма тытӑннӑ.
Вӑхӑтлӑх пурӑнма янипе хваттер хуҫи пайталлӑ пулнӑ вӑхӑтрах кӳршӗсене пускилти ҫӗр тӗрлӗ хӑна-вӗрле канлӗ пурӑнма кансӗрленӗ. Унтан та ытларах: ҫемьере ҫул ҫитмен виҫӗ ача пулнӑ, вӗсене те килен-каян савӑнтарман.
Пӗчӗкскерсен правине хӳтӗлесе Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратура суда ҫитнӗ. Тавӑҫра кӳршӗллӗ хваттере хӑна ҫуртне ҫавӑрни ачасен правине пӑснине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тата хостеле ҫавӑрас тесен хваттере пурӑнмалли мар ҫурт-йӗр тесе йышӑнмалла. Ун валли ҫуртра пурӑнакансенчен илни кирлӗ.
Саккуна пӑхӑнман ҫынсен тӗлӗшпе суд хваттере хӑна ҫурчӗ евӗр усӑ курма юрамасть тесе йышӑннӑ.
2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри Налук кодексне улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне патшалӑх пулӑшӑвне электронлӑ майпа 30 процент йӳнӗрех илме май пур. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ пулӑшу илес текенсем 30 процент сахалрах тӳлӗҫ. Тӗслӗхрен, ют ҫӗршыва каймалли паспорта миграци службинче тумашкӑн 3500 тенкӗ кӑларса хумалла, gosuslugi.ru сайт урлӑ вара чылай йӳнӗрех — 2850 тенкӗ.
Патшалӑх пошлинин виҫине пӗчӗклетмешкӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн ирӗк пулӗ.
Иркутск облаҫӗнче ҫынсем «фанфурик» ӗҫсе вилни ҫынсене сисчӗвлентернӗ. Тӳре-шара та ку тӗлӗшпу йышӑнусем тунӑ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре спирт хутӑшне сутма чарнӑ. Ку тӗлӗшпе саккун йышӑннӑ.
Ҫакна РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев йышӑннӑ. Унпа пӗрле патшалӑх тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова документа алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейре ӑша яма юраман спирт шӗвекӗсене, унта этил спирчӗ 25 процентран ытларах пулсан, вӑхӑтлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку йышӑну парфюмерипе машина чӳречине тасатмалли шӗвеке пырса тивмест.
Ку йышӑну 30 кун вӑйра пулӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра метанолпа сахал мар ҫын наркӑмӑшланса вилнӗ.
Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, автотранспортра метил спирчӗпе усӑ курмашкӑн юрамасть. Машина чӳречине ҫумалли шӗвексене халӗ изопропил спирчӗ хушаҫҫӗ. Унӑн шӑрши вӑйлӑ, ӑна пӗтерме ҫук. Ку спирт ҫыншӑн хӑрушӑ мар.
Метанолӑн шӑрши вара вӑйлах мар. Анчах вӑл – наркӑмӑш. Статистика лӑплантармасть. Ҫавӑнпа специалистсем водительсене машина чӳречине ҫумалли шӗвеке ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ туянма сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енре коллекторсен ӗҫӗ-хӗлне чикӗлесшӗн. Вӗсене суд приставӗсем сӑнаса тӑрӗҫ.
Коллектор агентствисем валли ҫырнӑ ҫӗнӗ йышӑнусенче палӑртнӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсемпе СМС-ҫырусен базӑра сахалтан та 3 ҫул упранмалла. Тата коллекторсен парӑмҫа пусмӑрлама, ҫапма юрамасть.
Коллекторсен хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравлама юрать? Ӗҫ кунӗсенче — ирхи 8-тан пуҫласа 22 сехетчен. Канмалли кунсенче вара парӑмҫа 20 сехетрен пуҫласа ирхи 9-ччен чӑрмантарма юрамасть. Унпа эрнере 1 хутран ытлашши тӗл пулмалла мар. Коллекторсен талӑкне — 1 хутчен, эрнере 2 хутчен, уйӑхне 8 хутчен ҫеҫ шӑнкӑравлама юрать.
Чӑваш Енре коллекторсен ӗҫӗ-хӗлне чикӗлесшӗн. Вӗсене суд приставӗсем сӑнаса тӑрӗҫ.
Коллектор агентствисем валли ҫырнӑ ҫӗнӗ йышӑнусенче палӑртнӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсемпе СМС-ҫырусен базӑра сахалтан та 3 ҫул упранмалла. Тата коллекторсен парӑмҫа пусмӑрлама, ҫапма юрамасть.
Коллекторсен хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравлама юрать? Ӗҫ кунӗсенче — ирхи 8-тан пуҫласа 22 сехетчен. Канмалли кунсенче вара парӑмҫа 20 сехетрен пуҫласа ирхи 9-ччен чӑрмантарма юрамасть. Унпа эрнере 1 хутран ытлашши тӗл пулмалла мар. Коллекторсен талӑкне — 1 хутчен, эрнере 2 хутчен, уйӑхне 8 хутчен ҫеҫ шӑнкӑравлама юрать.
Виҫҫӗмӗш ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗсене Чӑваш Енре 100 пин тенкӗ укҫа пама пӑрахӗҫ. Ку йӗрке килес ҫулхи кӑралчӑн 1-мӗшенчен вӑя кӗрӗ.
Саккун проектне малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ пӑхса тухса ырланӑччӗ. Эпир маларах каланӑ: «Комитет ырласан сессире депутатсем те ырлаҫҫӗ», — шухӑш тӳрре килчӗ. Ӗнерхи, раштавӑн 20-мӗшӗнчи, сессире вӑл саккуна йышӑннӑ. Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Сӑмах май, маларах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемессине йышӑннӑччӗ. Хушу ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Темиҫе ҫул каялла иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амашӗн капиталне пама тытӑнчӗҫ. Ӑна кашни ҫулах индексациленӗ. Юлашки ҫулсенче вара унӑн виҫи ӳсмен.
Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин саккуна алӑ пуснӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемӗҫ. Ку саккун ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Унччен Амӑшӗн капиталӗ инфляци ӳснине кура хӑпарнӑ. Унӑн виҫине федераци саккунӗ палӑртнӑ. Халӗ капитал виҫи – 453026 тенкӗ. Эппин, 2020 ҫулччен ҫавӑн чухлех юлӗ вӑл.
Виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан Чӑваш Ен хыснинчен 100-шер пин тенкӗ паратчӗҫ. Нумай ачаллисем ҫывӑх вӑхӑтра вӑл укҫана илме пӑрахӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ тӳлеве ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пама пӑрахма йышӑннине Алексей Глухов халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Енчен те ҫемьене ҫӗн кайӑк кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗччен килсе ӗлкӗрсен укҫа лекӗ. Саккуна йышӑнасси депутатсенчен килет. Комитетсенче вӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Анчах ҫакна та палӑртмалла: сӑнанӑ тӑрӑх, комитетра ырланине сессире те ырлаҫҫӗ.
ЧР парламентӗнче Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета депутата суйланиччен республикӑри ачасен хӳтӗлевҫи пулса ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов ертсе пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.