Шупашкарта хула администрацийӗн ачалӑха сыхлакан пайӗн ӗҫченӗсем хулара ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ҫул ҫитмен ачана тупса палӑртнӑ. 15 ҫулти хӗрачан ашшӗ вилнӗ, амӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки паян «Про город» (чӑв. «Хула пирки») портал пӗлтерет.
Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хайхи ачан саккунлӑ опекунӗсем ҫук. Ҫул ҫитменскер кукамӑшӗ патӗнче пурӑнать. Хӗрарӑм мӑнукне лайӑх пӑхать, мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтерет.
Опекӑпа попечитель пайӗн ӗҫченӗсем ачана ӑҫта вырнаҫтарассине, кампа хӑварассине ҫитес вӑхӑтрах саккунпа килӗшӳллӗн татса парӗҫ.
Асӑнса хӑварар, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта тупса палӑртнӑ ку пӗрремӗш тӗслӗх. Иртнӗ ҫул ҫак вӑхӑталла тӳре-шара ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ виҫӗ ачана шута илнӗ.
Ашшӗ-амӑшне кирлӗ пулман, вӗсем пирки ним те паллӑ маррисен пепкисене малашне пенси тӳлеме пуҫлӗҫ.
Пӑрахнӑ ачасем иртнӗ ӗмӗрӗн ҫурринчен пуҫласа, 1956 ҫултанпах, социаллӑ тӳлевсӗр пурӑннӑ. Ырӑ ҫынсем е патшалӑх вӗсене пӑхнӑ-ха, ашшӗ-амӑшӗ ӑҫти тата кам пулни паллӑ мартан хайхи тӗпренчӗксем тӑлӑх шутланман, социаллӑ пенси те ҫавна май тивӗҫмен.
Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ку ыйтӑва татса пачӗҫ-пачӗҫех. Малашне ҫав ачасем хӑр тӑлӑхсемпе танах пенси илме пуҫлӗҫ. Саккун кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. РФ Пенси фондӗнче ун валли укҫа пӑхса хӑварнӑ.
Уйӑхри социаллӑ пенси виҫи 10068 тенкӗ те 53 пуспа танлашӗ. Ӑна ача 18 ҫул тултариччен, куҫӑн уйрӑмра вӗренекен студент пулсан 23 ҫула ҫитичченех тӳлӗҫ.
Ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ маррисем пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра — 12-ӗн.
Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре икӗ шкул автобусӗ ҫул ҫинче аварие ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ. Улатӑр районӗнче тата Шупашкар хулинче ачасене илсе ҫӳрекен транспорт пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Телее, вӑйлах суранланнисем пулман. Малашне шкул автобусӗсен тӗлӗшпе ушӑну пулӗ.
Улшӑнусем ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Шкул автобусӗсен водителӗсен мӗнле ҫӗнӗлӗхсене шута илмелле пулӗ-ха?
Ачасене илсе ҫӳрекен автобусӑн тӑрринче сарӑ е хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ маяк пулмалла. Водительсен тӗлӗшпе саккун ҫирӗп пулӗ. Малашне «D» категориллӗ транспортра ҫулталӑкран кая мар стаж пухнӑ водительсем ӗҫлейӗҫ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитечӗ ларӑвӗнче ӗнер наркотик сутакансен яваплӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухнӑ. Унта ҫар чаҫӗнче ҫак усала саракансене ҫирӗп явап тыттарасси пирки сӑмах пынӑ.
Документа маларах РФ Патшалӑх Думи иккӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Ҫар чаҫӗнче наркотик сутакансене Пуҫиле кодекспа явап тыттарса 12 ҫул таран хупса хурасшӑн.
Саккун проектне хатӗрленисенчен пӗри, РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Ирина Яровая, каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ объектсенче наркотик саракансене ҫирӗп явап тытарма унчченех йышӑннӑ. Ҫар чаҫӗнче наркотик саракансен тӗлӗшпе саккуна хытармалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫар ҫыннисен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тесе палӑртнӑ Ирина Яровая.
Крпитовалютӑпа тӳлекенсене пирӗн ҫӗршывра хупса хурасшӑн. Хальлӗхе ун пек саккун ҫук-ха, анчах ҫывӑх вӑхӑтра ӑна хатӗрлесшӗн.
Крпитовалюта ҫинчен калакан саккун проектне кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче йӗркелесе ҫитересшӗн. Ҫавӑн пирки ҫӗршывӑн Финанс министерстви пайташӗ журналистсене паян пӗлтернӗ. МИХсенче ӗҫлекенсемпе РФ финанс министрӗн ҫумӗ Алексей Моисеев каланӑ.
Ҫав вӑхӑтрах криптовалюта, уйрӑмах биткоин, хакӗ паян хӑпарса пырать. Анчах цифра укҫа ыран та ҫаврӑнӑшра пуласси пирки экспертсен пӗр пайӗ шантарса калама тӑхтаса тӑрать.
Ҫитес кунсенче РФ Патшалӑх Думине хыснаҫӑсене темиҫе ӗҫпе тӑрҫашма чаракан саккун ҫитмелле. Кунта сӑмах, тӗпрен илсен, врачсене, вӗрентекенсене пырса тивет. Вӗсем пӗр ӗҫре темиҫе яваплӑха пурнӑҫлаҫҫӗ, анчах налук вӗсен пӗр вырӑнтан кӑна тата сахал тытӑнать имӗш. Ку вара тӗрӗс мар, экономикӑшӑн пайталлӑ мар-мӗн. Ҫапларах ӑнлантараҫҫӗ саккун проектне хатӗрленисем.
Документа РФ Патшалӑх Думине саккун кӑларакан ҫак органӑн Ӗҫлев, социаллӑ политика тата ветерансем енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ Сергей Вострецов ҫитермелле. Темиҫе ҫӗрте тӑрӑшнишӗн тӳличчен ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫленишӗн тӳлесен тӗрӗс тесе шухӑшлать депутат. Хыснаҫӑсен ӗҫ укҫин 60—70 проценчӗ — хушса тӳленӗ укҫа тесе калать иккен вӑл.
Ҫав вӑхӑтрах экспертсем ҫуршар ставкӑпа ӗҫлекенсем те кирлех, ку вакансие тулли ставкӑллисене памаллах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснӑ. Республика ертӳҫин патшалӑхпа право управленийӗн ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна улшӑну кӗртни — Элтепер пуҫарӑвӗ.
Ҫынсем ҫуралнине, вилнине, уйрӑлнипе вилнине, хушамат ылмаштарнине тата ытти ҫавӑн йышши факта 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа районсемпе хула тӑрӑхӗсенче хут тата электрон документсем ҫинче регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ЗАГСӑн пӗрлехи реестрне йӗркеленипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх ҫынсене гражданла тӑрӑмсем ҫинчен калакан хутсене ҫыртарассине хӑвӑртлатассипе ҫыхӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем вырӑнти пуҫлӑх патне ҫыру ҫырнӑ, унта нумаййӑн алӑ пуснӑ. Ҫырура ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Сакккунпа килӗшӳллӗн, тӳре-шаран унашкал ҫырусене 30 кунра хуравламалла. Анчах Ильинка ял тӑрӑхӗн халӑхӗ вырӑнти пуҫлӑхран хурав кӗтсе илеймен. Пуҫлӑх саккунра кӑтартнӑ срокра ҫырӑва хуравласа ӗлкӗреймен.
Ку – саккуна пӑсни. Ҫавна май Муркаш районӗн прокуратури Ильинка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна РФ КоАПӗн 5.59 статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑхӑн вӑхӑтра хурав паманшӑн 5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи ҫӗнӗ саккун проектне иккӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Ку ЖКХ квитанцийӗсем ҫинче пичетленекен рекламӑна пырса тивет.
Малашне унашкал рекламӑсем ҫынсене тарӑхтармасан та пултарӗҫ. Хутӑн тепӗр енне те реклама пичетлеме юрамӗ. Ку саккун проектне ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илсе йышӑннӑ.
ЖКХ квитаницӗсем ҫинче реклама нумаййи ҫынсене йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Ҫавна май ҫӑхав нумай пулнӑ. Хут ҫине реклама пичетлеҫҫӗ те ЖКХ хакӗсене чи пӗчӗк шрифтпа ҫыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тӗслӗхрен, тивӗҫлӗ канурисем, ӑна вулаймасть те. Судсем те ҫакнашкал рекламӑна саккуна пӑсни тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Саккуна 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вулав хӑҫан иртесси паллӑ мар. Саккуна йышӑнсан вӑл 60 кунран вӑя кӗрӗ.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗнчи наци гвардийӗсен ҫарӗсем пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Унта плӑртнӑ тӑрӑх, малашне Росгвардин ҫыннисем регионти пысӑк должноҫри тӳре-шарана хураллама пултарӗҫ.
Росгвардин ҫыннисем республикӑсен пуҫлӑхӗсене, облаҫсен кӗпӗрнаттӑрӗсене килӗшӳ туса сыхлама пултарӗҫ. Ку тӳлевлӗ пулӗ. Хакне правительство палӑртӗ. Укҫа-тенкӗ вара федераци хыснине кайӗ.
Владимир Путин Президентӑн сӗнӗвне депутатсем пӑхса тухӗҫ. Хальлӗхе саккун вӑйра мар. Ӑна официаллӑ майпа пичетлӗҫ, ун хыҫҫӑн виҫӗ уйӑхран вӑл вӑя кӗрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.