Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри акцизпа ҫыхӑннӑ.
Раҫҫейӗн Бюджет кодексне тӳрлетӳсем кӗртнине пӗлтернӗ май республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина акцизсем пӗтӗмпех республика бюджетне кӗрессине хыпарланӑ. Кунта сӑмах этил спирчӗ тата спиртлӑ шӗвексем сутнинчен илекен налук пирки пырать. Унччен акцизсен 50 проценчӗ регионти хыснана юлнӑ. Ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрсен акцизсенчен республика хыснине килекен укҫа виҫи 12 процент хушӑнмалла.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫак темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ. Вӑл килти сӑрана ытларах вӗретме сӗннӗ иккен. Пословский прокурор шухӑшланӑ тӑрӑх, килте вӗретекен сӑра лавккара туянакан эрех-сӑра пек сиенлӗ мар.
Чӑваш Енре ӳсӗр ҫынсене урӑлтармалли учрежденисем уҫӑлма пултарӗҫ. Кунпа ҫыхӑннӑ федераци сакун РФ Патшалӑх Думинче пӗрремӗш вулав витӗр тухнӑ. Урӑлтаркӑчсем медучрежденисенче кӑна мар, харпӑр организацисенче те уҫӑлма пултарӗҫ. Вӗсен ӗҫ йӗркине правительство ҫирӗплетӗ.
Ӳсӗр ҫынсене урӑлтаркӑча полицейскисем илсе ҫитерӗҫ. Республикӑра кунашкал учреждени малтан Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе республика правительстви шайӗнче йышӑну пур.
Палӑртмалла: Чӑваш Енри юлашки урӑлтаркӑч 2011 ҫулта хупӑннӑ.
РФ Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш вулавра Ӗҫ кодексне улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫӗнӗлӗх ялта ӗҫлекен хӗрарӑмсене пырса тивет. Малашне вӗсен эрнере 36 сехет ҫеҫ ӗҫлеме тивӗ.
Ӗҫ укҫине вара малтанхи пекех, эрнере 40 сехет ӗҫленӗ пек, тӳлӗҫ. Кунсӑр пуҫне вӗсен ӗҫ условийӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫ кунне пайланӑ тӑк ытларах тӳлев илме право пур.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, саккун вӑя кӗрсен унччен пулнӑ ӗҫ укҫине пӗчӗклетме юрамасть.
Палӑртмалла: Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи карлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 452 743 ҫын ялта пурӑнать, вӗсенчен 225 728-шӗ – хӗрарӑмсем.
Раҫҫей Патшалӑх Думи хӑш уйӑхра канни тупӑшлӑраххине уҫӑмлатнӑ.
Ӗҫ кунӗсем сахал уйӑхсенче (кӑрлач, ҫу) кансан ҫыннӑн отпуск укҫи сахал тухӗ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ кунӗсем хаклӑрах. Ҫав вӑхӑтрах кану кунӗсем тӑршшӗне уяв кунӗсен шучӗпе ӳстерме пулать. Кӑна кӑрлач тата ҫу уйӑхӗсем пирки калама пулать.
Отпуск укҫине канмалли кунсемшӗн тӳлӗҫ, анчах шалу илеймӗн. Уяв кунӗсем отпуска лексен вӗсене черетлӗ кану кунӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хушса парӗҫ.
Маларах эпир уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемеллине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ.
Югра кӗпӗрнаттӑрӗ Наталья Комарова Раҫҫей Патшалӑх Думин Национальноҫсен ӗҫӗсен комитечӗн «Обеспечение гарантий прав, защита исконной среды обитания и традиционного образа жизни коренных малочисленных народов Севера, Сибири и Дальнего Востока» (чӑв. Ҫурҫӗрте, Ҫӗпӗрте тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан сахал йышлӑ вак халӑхсен правине, вӗсем пурӑнакан вырӑнне тата йӑли-йӗркине сыхласси) «ҫавра сӗтелне» хутшӑннӑ.
Юграра вак халӑхсен: хантсен, мансисен, ненецсен — йышӗ 30 пинтен иртет. Вӗсен йӑли-йӗркине тата чӗлхине манӑҫтарас мар тесе регионта фольклор, йӑла-йӗрке, йӑлана кӗнӗ хуҫалӑхри ӗҫ-хӗл ҫинчен тӗрлӗ саккун кӑларнӑ.
Маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи Ильдар Гильмутдинов Югра опытне ытти ҫӗрте те усӑ курмаллине палӑртнӑ.
Уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемелле. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ.
Ӗҫлемелле мар уяв кунӗсенче тар тӑкма тивекенсен прави пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ.
Канмалли кунсемпе уявсенче ҫынна вӑл хӑй килӗшсе алӑ пуссан ҫеҫ ӗҫлеттерме юрать. Ҫавӑн пирки ятарлӑ хушу е приказ кӑлармалла.
Канмалли е уяв кунӗнче ӗҫленӗшӗн ҫын канас тесен ӑна пӗр кун кантармалла. Кун пек чух ҫын миҫе сехет ӗҫленине шута илмелле мар.
Канмалли кунсенче е уявра ҫынран ирӗк ыйтмасӑр кӑлармалли кунсем те пур. Кунта инкеклӗ лару-тӑрӑва сирес тӗллевпе ӗҫлеттерни кӗрет.
Хаклӑ тимӗрсене туянни усӑллӑ. Укҫана хывма пулать сахалтан та виҫӗ мелпе. Кашнин лайӑх енӗ тата тӳнтерлӗхӗ пур.
Укҫана ылтӑна е кӗмӗле хывни усӑллӑ-и? Ҫакна тишкернӗ Aif.ru.
Ылтӑн, кӗмӗл, паллади тата платина катӑкне туянни парать тупӑш. Халӗ уншӑн хушма хакран илекен налук тӳлемелле. Металӑн номинал хакӗн 20 процентне. 2020-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пӗтерӗҫ вӑл налука. Хаклӑ тимӗре харпӑрлӑхра 3 ҫултан сахалрах тытсан тӳлӗн налук. Сутса тупӑш илнин 13 проценчӗ чухлӗ. 3 ҫултан ытла тытсан налук тӳлеттермӗҫ.
Хаклӑ тимӗртен тунӑ укҫана сутнӑ чух та 3 ҫул харпӑрлӑхра пулмалла. Ахальлӗн тӳлӗн налук.
Тепӗр мел пур. Ятне палӑртман счет туянма пулать. Ӑна танлаштараҫҫӗ валюта депозичӗпе. Вкладсемпе танлаштарсан вӗсене страхламаҫҫӗ.
Нумай ачаллӑ, ипотека илнӗ ҫемьесемшӗн ку ҫӑмӑллӑх тинех ҫитет. Кун пирки кӑҫал нумай калаҫрӗҫ-ха, анчах саккун вӑя кӗменччӗ. Сӑмах – нумай ачаллӑ ҫемьесене ипотекӑна тӳлемешкӗн 450 пин тенкӗ парасси пирки.
Халӗ паллӑ: ку саккун авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ку тӳлеве ҫемьесем 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачашӑн тивӗҫеҫҫӗ. Укҫапа ипотекӑн тӗп парӑмне тӳлеме май пулӗ. Ку сумма 450 пин тенкӗрен пӗчӗкрех пулсан – процентсемшӗн.
450 пин тенке илмешкӗн ҫемьесен банка пырса заявлени ҫырмалла.
Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Владимир Максимов хутшӑннипе ӗҫлӗ канашлу иртнӗ. Унта Чӑваш Енпе Тутарстан чиккине палӑртас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Канашлӑва Росрестрӑн республикӑри управленийӗнче, «ЗЕМЛЯ» (чӑв. Ҫӗр) тулли мар яваплӑ обществӑра тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех Тутарстанран килсе ҫитнисем: асӑннӑ республикӑн Ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин, «Фонд пространственных данных Республики Татарстан» (чӑв. Тутарстан Республикин пространство даннӑйӗсен фончӗ) патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн — ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Чикке тӗрӗс палӑртасси объектсене кадастр учетне илессипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра регионсем хушшинчи чикӗсен 75 процентне кадастр учетне илмелле.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енре ҫурт-йӗр 10 процент хакланама пултарӗ. ЧР строительство министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен эскроу-счет ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Пур подрядчик те банкран укҫа кивҫен илеймест, ҫавна май ҫурт-йӗр хакӗ хакланма пултарӗ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви ҫырать. Хваттер пая кӗрсе илекен ҫын валли эскроу-счет уҫаҫҫӗ, укҫа ҫавӑнта пухӑнса пырӗ. Подрядчик ҫурта хута яриччен ку нухратпа усӑ кураймасть.
Ку саккун пая кӗрсе хваттер туянакансен прависене хӳтӗлет. Ара, строительство чарӑнса ларсан укҫа-тенкӗ хуҫи патнех таврӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |