Туя туй пек тӑвар-и тенӗ курӑнать Канаш районӗнче нумаях пулмасть туя пухӑннӑ ҫамрӑксем. Савӑк самантри видеона вӗсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Видео тӑрӑх хакласан, туй машинисем хирӗҫ ҫул ҫине тухаҫҫӗ, пассажирсем машина чӳречинчен пуҫа кӑларса пыраҫҫӗ...
Ҫав видеона курнисенчен хӑшӗсем ӑна ырламан, явап тыттарӗҫ тесе ҫырнӑ. Чӑн та, нумай кӗтме тивмен. Паян Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви туй машинисем тӗлӗшпе 15 протокол ҫырнине пӗлтернӗ. Маларах эпир асӑннӑ кӑлтӑксемсӗр пуҫне водительсен чӳречесене тӗксӗмлетнӗшӗн те явап тытма тивӗ.
Кӑшӑлвирус алхасма чарӑнман тапхӑрта пысӑк йышпа ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерме юрамасть. Ҫавӑн пирки те тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Роспотребнадзорӑн пуҫлӑхӗ – Раҫҫейӗн тӗп санитари врачӗ Анна Попова чикӗ леш енчен ятарлӑ авиарейссемпе таврӑнакансене килтен тухмасӑр ик эрне лармалли йӗркене пӑрахӑҫласси ҫинчен калакан йышӑну кӑларнӑ. Документа право информацийӗн порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ йышӑнура каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнчи хушу вӑйне ҫухатать. Ҫав вӑхӑтрах чикӗ леш енчен таврӑнакансен патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче анкета ҫырмалла.
Чикӗ леш енчен таврӑнакансен ик эрне килте лармалли хушӑва утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑччӗ. Анчах ятарлӑ рейспа таврӑнакансен ҫав йӗркене пӑхӑнмаллаччӗ. Ҫӗнӗ йӗрке хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене те, ют ҫӗршывран пирӗн пата килекенсене те пырса тивет.
Ҫӗмӗрлери Зинаида Зуйкова фармацевт чун юратнӑ ӗҫре 43 ҫул ӗнтӗ тӑрӑшать. «Аптека — чун юратнӑ вырӑн манӑн», — тет вӑл. Малтан вӑл «Фармаци» предприятин Ҫӗмӗрлери район пульници ҫумӗнчи 126-мӗш аптекинче ӗҫленӗ, кайран 75-мӗшне куҫнӑ. Паян та унтах тӑрӑшать вӑл.
Ҫынсене ӑшӑ кулӑпа кӗтсе илекенскер патӗнчен халӑх татӑлмасть теҫҫӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче. Йӗри-тавра коммерци аптекисем йышлӑ пулин те Зинаида Зуйкова патне кӗреҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн ҫӗршывра ҫӗнӗ йышши аптека организацийӗсем пулӗҫ. Саккун проектне РФ Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннӗ. «Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрисем халӑха эмел тавраш сутакансем пулӗҫ, теприсем — медицина организацийӗсем ҫумӗнче, вӗсен структура подразделенийӗсем.
Хамӑр ҫӗршывра канакан туристсене кӑҫал укҫан хавхалантарӗҫ. Программа ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен тытӑнса ҫулталӑк тӑршшӗпех пырӗ. Тӗрӗсрех каласан, канма кайса тӑкакланнин пӗр пайне федераци хыснинчен саплаштарӗҫ. Кешбэк (бонус программине ҫавӑн пек калаҫҫӗ) лектӗр тесен туристсен 5 каҫран кая мар канмалла, турпутевка е ҫынсем хӑйсем тӗллӗн кайса тӑкакланнин хакӗ 25 пин тенкӗрен йӳнӗ пулмалла мар. Укҫана тавӑрас тесен «Мир» карттӑпа тӳлемелле.
Хыснаран 5 пинрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран тавӑрса парӗҫ. Путевка хакӗ 25 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран ларсан 5 пин лекӗ, 50 пинрен пуҫласа 75 пин тенкӗ таран тӑкакласан — 10 пин тенкӗ, 75 пинрен ытларах пулсан — 15 пин тенкӗ.
Раҫҫей Патшалӑх Думи Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Хальхи ҫӗнӗлӗх 40 ҫултан иртнӗ ҫынсене диспансеризаци тухма канмалли кун парассипе ҫыхӑннӑ. Вӗсене ун пек куна кашни ҫулах, ҫулталӑкра пӗр хутчен, памалла. Саккуна улшӑну кӗртес сӗнӳпе Патшалӑх Думине РФ Правительстви тухнӑ. Ҫакна ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ. Унсӑр пуҫне тата тепӗр ҫӗрте пуҫлӑхсем ҫынсене пульницӑна ярасшӑнах мар.
Диспансеризаци тухма илнӗ куншӑн тӳлемелле. Ҫын чӑннипех те пульницӑра пулнине ӗненмен хуҫасем валли сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче справка илмелле.
Саккуна улшӑну кӗртиччен диспансеризаци тухма виҫӗ ҫулта пӗр хутчен канмалли кун пама пӑхса хӑварнӑччӗ.
Ӗҫ вырӑнӗнче (офисра) лармасӑр ӗҫлекенсемпе ҫыхӑннӑ саккун йышӑнасшӑн. Саккун проектне пӗрремӗш вулавпа паян, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, РФ Патшалӑх Думин Ӗҫ, социаллӑ политика тата ветерансен ӗҫӗн комитечӗн ларӑвӗнче тишкерме палӑртнӑ.
Ӗҫ вырӑнӗнче лармасӑр тимлекенсемпе ҫыхӑннӑ йӗркене Ӗҫ кодексӗнче пӑхса хӑварас сӗнӗве сенаторсемпе депутатсем тата Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин хатӗрленӗ.
Саккун проектне ырласан ҫынсен килте епле ӗҫлемеллине, пуҫлӑхӑн вӗсем патне хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравласа кансӗрлеме юранине, ҫыннӑн хӑҫан канмаллине, ҫавӑн йышши ытти саманта пӑхса хӑвармалла.
Каҫал тӑрӑхӗнче палӑка япӑхтарса лартнӑ. Ахаль объекта та мар, культура эткерлӗхӗ шутланаканскере. Кӑлтӑка Комсомольски районӗнчи прокуратура асӑрханӑ.
Комсомольскисем 1921 ҫулти кулаксен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче вилнӗ коммунистсене тата совет хастарӗсене асӑнса лартнӑ палӑка пӑхса тӑман. Вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинче тӑнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланаканскере «Об объектах культурного наследия (памятниках истории и культуры) народов Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен культура эткерлӗхӗн объекчӗсем (истори тата культура палӑкӗсем) ҫинчен) федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тытса тӑмалла. Каҫал тӑрӑхӗнчи палӑк вара япӑхнӑ, хӑйпӑнма пуҫланӑ, культура эткерлӗхӗ пирки вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хуни те пулман.
Ял тӑрӑхне палӑка йӗркене кӗртме хушнӑ.
«Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Улшӑнусем ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ.
Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха вӗсем? Аслӑ пӗлӳ илекен студентсене педагогика ӗҫӗпе, тӗп тата хушма вӗренӳ программипе, тӑрӑшма ирӗк парӗҫ. Тӗп программӑсемпе вӗрентме 3-мӗш курс ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ студентсен ирӗк пур.
Хушма пӗтӗмӗшле вӗренӳ программипе ачасене вӗрентме 2-мӗш курс студенчӗсем пултарӗҫ. Ҫапла ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ министерстви саккуна кӗртнӗ улшӑнусене.
Чӑваш Енре тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ республика прокуратури тӗрӗслевсем тӑтӑш ирттернӗ май.
Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче ҫурт-йӗр туянассипе ҫыхӑннӑ конкурс документацине вӑхӑтра хатӗрлемен. Ҫавна пула тӑлӑхсен черет вӑрах вӑхӑт кӗтме тивнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӑлӑхсене хваттер черетӗнчен кӑларнине палӑртнӑ. Шупашкар хулинчи Ленин, Мускав район администрацийӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑлӑхсене черете тӑратман тӗслӗхсем тупӑннӑ.
Ҫавӑн пек кӑлтӑксене палӑртсан прокуратура тӗрлӗ мера йышӑнать, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ, пурӑнмалли кӗтес ҫук ҫамрӑксене майлӑ пулса суда ҫитет, хваттерлӗ пулма пулӑшать.
Чӑваш Ен прокуратури Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче тӗрӗслев ирттернӗ. Вӑл учреждени ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин шутланать.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш поликлиникӑра ӗслекен 35 ҫын шалусӑр отпускра пулнӑ. Канас тесе вӗсем хӑйсем заявлени ҫырнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫав ҫынсем поликлиника администрацийӗ ыйтнипе заявлени шӑрҫалани ҫиеле тухнӑ. Анчах пуҫлӑхсем хистени ҫирӗпленмен. Ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ тӑватӑ ҫынна шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татманни те палӑрнӑ.
Палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн хулари поликлиникӑн тӗп врачне тата медицина учрежденийӗнче тӗрлӗ должность йышӑнакан тепӗр ик ҫынна явап тыттарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ отпускра пулнисем халӗ ӗҫе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |