Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.
Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.
Анчах та тӗрӗссипе чӑн та йӗркеллех-ши чӗлхе лару-тӑрӑвӗ? Йӗркеллӗ тесе калас тесен вара пин-пин ыйту ҫуралать. Удмуртипе Чӑваш Ен хушшинче ку енӗпе лару-тӑру ытлашши раснах мар ӗнтӗ. Хамӑр республикӑрине пӑхсан вара — ку ыйтӑва ҫӑмӑл теейместӗн. Паллах, тӳре-шарасем чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсен шучӗпе сахал та мар тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Ав, шкулсенче, калӑпӑр, чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. Ҫук мар вӗт, пур! Ҫакна палӑртса яланах тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Анчах та тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас тесен эрнере 2–3 урок пулсан та ача ӑҫтан ӑна туллин ӑша хывайӗ?
Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗрин ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗ пулнӑ ҫынна шалу тӳлемен. Парӑм чылайранпа татӑлман енне ку пӑтӑрмах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленинех ҫитнӗ. Директор тӗлӗшпе унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалӑва пуҫлӑх 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӳлемесӗр пурӑннӑ. Ҫав хушӑра юрист умӗнчи парӑм 310 тенкӗрен иртнӗ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче РФ Пуҫиле кодексӗнче улшӑнусем пулса иртнине аса илтереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн шалӑва тата унпа вӑхӑтра татӑлманшӑн пухӑннӑ компенсацие икӗ уйӑхра тӳлесен ӗҫе чарса лартма юрать.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пӗр кунлӑха эрех сутма чарӗҫ. Ун пек чарусем, тӗрӗссипе, унччен те пулкаланӑ-ха. Ҫапла йышӑну уявсемпе ҫыхӑннӑ. Хальхинче лавккасенче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эрех-сӑра ваккӑн сутма юрамӗ.
Аса илтерер: пирӗн республикӑра Министрсен Кабинечӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ятарлӑ йышӑну кӑларнӑччӗ. Унта эрех-сӑра сутассипе ҫыхӑннӑ йӗркене, хӑҫан тата мӗнле сутассине пӑхса хӑварнӑ.
Халӑх валли ирттерекен пысӑк уявсенче лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Пӗлӳ кунӗ те ҫавӑн пекки шутланать. Анчах кӑҫал вӑл вырсарникуна лекнӗрен ачасем парта хушшине авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫеҫ ларӗҫ. Апла пулсан эрехе ҫав кун сутма юрамӗ. Саккуна пӑхӑнманнисене явап тыттарма юрать.
Вӑрнар поселокӗнчи суту-илӳ точкисенчен пӗринче ҫи-пуҫ сутакан пӗр усламҫӑ саккуна пӑснӑ. Ҫакна асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Усламҫӑ футболка, халат, пижама, кӗпе сутнӑ. Унӑн тавар ҫинчен калакан хутсем пулман иккен. Ҫакӑ вара ҫӑмӑл промышленность продукцийӗн техника регламентне тата потребильсен парвине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсни шутланать.
Саккуна пӑсакан усламҫӑна прокуратура административлӑ майпа явап тыттарас тесе Чӑваш Ен Арбитраж судне ҫитнӗ. Унтисем надзор органӗн тавӑҫӗпе килӗшнӗ. Вӑрнарти усламҫӑ ҫӑмӑл промышленность продукцийӗн техника регламентне тата потребильсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсать тесе ӑна явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарта транспортӑн пӗрлехи карттине — ЕТКна — аллӑн укҫа хума май килмӗ. Халех мар. 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса.
Наци тӳлев тытӑмӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнине пӗлтернӗ. Тӳрлетӳсем кӗртнӗ чух транспорт карттисене шута илмен тесе пӗлтерет РБК. ЕТКпа Раҫҫейӗн 60 ытла хулинче усӑ кураҫҫӗ. Ҫав шутра Шупашкар та пур.
Наци тӳлев тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунра пӑхса хӑварнӑ тӳрлетӳсем вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн электрон кошелёксене ята кӑтартмасӑр укҫа хума май килмӗ. ЕТК пирки электрон кошелёк темелле те.
«Технезис» компанин пуҫлӑхӗ Дмитрий Пьянковский транспорт картти ҫак тӳлев виҫипе килӗшсе тӑмасан та пултарнине палӑртнӑ. Анчах ун пек пултӑр тесен укҫан малтан организаци счёчӗ ҫине куҫмалла, унтан — карттӑ ҫине. Ун пек меслетпе Питӗрте усӑ кураҫҫӗ иккен.
Транспортӑн пӗрлехи карттипе ҫыхӑннӑ ыйтупа «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцийӗ «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑна ыйтса ҫыру янӑ.
Чӑваш Енре наставниклӑх институтне аталантарас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑччӗ.
Софья Савнеш автор маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, «влаҫ ку тытӑма укҫан та, урӑх енпе те пулӑшу пама хатӗр. Наставниклӑхпа вырӑнти организацисене ӗҫлеттерӗҫ. Элтепер хӑй те ҫамрӑк чух ҫакӑн витӗр тухнине, ку питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ».
Наставниклӑх институтне Чӑваш Енре 2015 ҫулта йӗркеленӗ. Анчах ун чухне ӑна сӑнав мелӗпе туса хунӑ.
Халӗ вара патшалӑх наградисем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫавна май наставниксене хисеплӗ ят парассине те пӑхса хӑварнӑ. Саккуна ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Раҫҫейре ача пособине ӳстерме палӑртнӑ. Сахал тупӑшлӑ, 1,5-3 ҫулсенчи ачана ӳстерекен ҫемьесене уйӑхсерен 10 пин тенкӗ таран тӳлеме тытӑнасшӑн. Халӗ хӑш-пӗр ҫемье организацирен уйӑхне 50 тенкӗ илсе тӑрать, анчах ку тӳлеве пурне те памаҫҫӗ.
Ку ыйту пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин ирттернӗ «тӳрӗ линире» калаҫнӑ. Ун чухне Владимир Владимирович ку пособие ӳстермелли пирки пӗлтернӗ.
Хальлӗхе саккуна йышӑнман, ӑна сӳтсе яваҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, улшӑну 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗсене кирек кам та пулӑшайӗ. Ҫук-ха. Аплах мар. 18 ҫултан аслӑраххисем. Ӑс-тӑнӗ айван маррисем. Тепӗр майлӑ каласан, гражданинӑн право пултарулӑхне (вӑл хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама, явап тытма пултарнине) шута илӗҫ. Тата судпа айӑпланманнисем, айӑпланнах пулсан суд айӑплавне пӑрахӑҫланисем.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «О статусе депутата Государственного Совета Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн статусӗ ҫинчен) саккуна улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Ҫапла вара асӑннӑ саккунӑн 27-мӗш статйин 3-мӗш пайне ҫӗнетнӗ.
Саккуна паян улшӑну кӗртиччен депутата професси пӗлӗвӗ е аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем ҫеҫ пулӑшайнӑ. Вӗсене, сӑмах май, хыснаран укҫа тӳлемеҫҫӗ. Пӗр депутата 30 ҫын таран пулӑшайрать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре роминг пулмӗ. Постановление, «Ҫыхӑну пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗскер, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Чӑннипе, роуминга пӗтересси пирки пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех сайтра пӗлтернӗччӗ, халӗ тепӗр хутчен аса илтерер.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен абонентсен ытти региона шӑнкӑравланӑшӑн укҫа ытларах тӳлеме тивмӗ – пур ҫӗрте те пӗр тариф пулӗ. Ҫавӑн пекех Крымра пурӑнакансем вӗсем патне шӑнкӑравланӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ.
Аса илтерер: роуминга пӗтересси пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче саккун алӑ пуснӑ.
Ку таранччен ҫул ҫинче авари пулсан ӳсӗр водитель тарма пултарнӑ. Ҫапла майпа ӑна освидетельствовани тӑвайман. Кайран вара авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулнӑскере урӑх статьяпа (ӳсӗр пулманнисене пырса тивекеннипе) суд тунӑ. Ара, вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулнине ниепле те ӗнентеремӗн-ҫке-ха.
Малашне урӑхла пулӗ. Водитель освидетельствовани тухмасть пулсан, авари вырӑнӗнчен тарать тӗк ӑна УКн 264-мӗш статйин 2, 4 тата 6-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн айӑплӗҫ (ҫул-йӗр правилисене пӑснӑран ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳни е вӗлерни).
Водитель аварире ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ, вырӑнтан тарнӑ пулсан ӑна колони-поселение 4 ҫул таран ӑсатма пултараҫҫӗ. Пӗр ҫын вилнӗ тӗк – 2-7 ҫуллӑха, икӗ е ытларах ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ тӑк 4-9 ҫуллӑха айӑплӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |