Уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемелле. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ.
Ӗҫлемелле мар уяв кунӗсенче тар тӑкма тивекенсен прави пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ.
Канмалли кунсемпе уявсенче ҫынна вӑл хӑй килӗшсе алӑ пуссан ҫеҫ ӗҫлеттерме юрать. Ҫавӑн пирки ятарлӑ хушу е приказ кӑлармалла.
Канмалли е уяв кунӗнче ӗҫленӗшӗн ҫын канас тесен ӑна пӗр кун кантармалла. Кун пек чух ҫын миҫе сехет ӗҫленине шута илмелле мар.
Канмалли кунсенче е уявра ҫынран ирӗк ыйтмасӑр кӑлармалли кунсем те пур. Кунта инкеклӗ лару-тӑрӑва сирес тӗллевпе ӗҫлеттерни кӗрет.