Раҫҫейре курортра каннӑшӑн налук пуҫтарассине сӑнав шайӗнче кӗртеҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2018–2022 ҫулсенче туристсенчен курортри инфратытӑмпа усӑ курнӑшӑн укҫа илесшӗн. Ку тӑватӑ региона пырса тивет: Крыма, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайӗсене.
Налука 18 ҫул тултарнӑ ҫынсен тӳлеме тивӗ. Укҫана регионта 24 сехетрен ытларах пулсан илеҫҫӗ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесен, 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсен, вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ. Вӗсене регионсем хӑйсем палӑртӗҫ.
Укҫа-тенкӗ регионти хыснана кӗрӗ. 2018 ҫулта пӗр талӑкра 50 тенкӗрен ытлашши илмӗҫ. Каярахпа ку кӑтарту 100 тенкӗпе танлашӗ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура тӑлӑхсен прависене аслисем епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Ҫапла тума надзор органне вӗсене усрава илнисен ашшӗ-амӑшӗ пулӑшу ыйтни хистенӗ.
Прокуратура Улатӑр хула администрацийӗн тата муниципалитетри хӑш-пӗр ача пахчисен: «Колокольчик» (чӑв. Шӑнкӑрав), «Звездочка» (чӑв. Ҫӑлтӑрчӑк), «Светлячок» (чӑв. Ҫутӑ хурт), «Теремок» (чӑв. Чаплӑ пӳрт), «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ), «Сказка» (чӑв. Юмах) — ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Вӗсенче ачасене пӑхса тӑнишӗн саккуна пӑсса укҫа илнӗ.
Тӑлӑхсене усрава илнисенчен вӗренӳшӗн укҫа тӳлеттермелле мар. Ку йӗркене РФ саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ. Улатӑрсем апла ҫӑмӑллӑхпа тем сӑлтавпа тивӗҫтерме килӗшмен. Ашшӗ-амӑшӗ Улатӑр хула администрацийӗн право экспертизин специалисчӗсенчен те пулӑшу ыйтса пӑхнӑ. Шӑпӑх ҫав орган опекӑпа попечительство енӗпе ӗҫлет. Унтисем ку ҫӑмӑллӑх усрава илнисене пырса тивмест тесе ӗнентернӗ.
Саккуна пӑсакан ача пахчисен ертӳҫисен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче тӳлевлӗ парковкӑсем тума палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине кунти хыпарсене сиктермесӗр тишкерекенсем астӑваҫҫех пулӗ.
Аса илтерер, республикӑмӑрӑн тӗп хулинче пурӗ тӑватӑ вырӑн суйланӑччӗ: Чукун ҫул вокзалӗ умӗнче (100 вырӑн), Республика тӳремӗ ҫывӑхӗнче (175), Ӗҫлӗ тӑкӑрлӑкра (31) тата Раҫҫей Почтин тӗп офисӗ (28) ҫумӗнче.
Хулари тӳре-шара хутсене тишкернӗ те тӳлевлӗ парковка йӗркелеме саккун ҫуккине ӑнланса илнӗ. Ҫавна кура унтисем республикӑн Патшалӑх Канашне саккун проекчӗ ярса панӑ. Ӑна республика парламенчӗн депутачӗсем кӗрхи сессисенчен пӗринче пӑхса тухаҫҫӗ пулӗ. Аса илтерер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, парламентӑн ҫурхи, юлашки, сессийӗ ӗҫленӗччӗ.
Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун йышӑнма сӗннӗ — арҫынсене арӑмӗсене улталасан, е тепӗр май айӑккинелле чупсан, штрафлама сӗннӗ. Ҫак саккун проектне Ленинград облаҫӗн Саккун хатӗрлекен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Петров хатӗрленӗ. Кун пирки Ura.Ru портал паян хыпарланӑ.
Владимир Петров ҫак саккуна Патшалӑх Думинче намӑс сӑмахсемпе ҫемьере усӑ курнишӗн штрафлама сӗннӗ хыҫҫӑн хатӗрленӗ. Парламентари шухӑшӗпе халӑха намӑс сӑмахпа усӑ курма чарма юрамасть. Апла йышӑнсан ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те чарӑнӗ, промышленность ӗҫлеймӗ.
Владимир Петров шухӑшӗпе арҫын арӑмне улталанине миравай тӳресем пӑхса тухма тивӗҫ. Айӑккинелле чупнине пӗлсен айӑпа кӗнӗ арҫынна е штрафламалла, е килтен тухмалла мар йышӑнмалла имӗш. Владимир Петров пӗлтернӗ тӑрӑх унашкал саккунсем йышӑнсан арҫынсем арӑмӗсене улталама та пӑрахӗҫ, вӗсен ҫӑварӗсенчен намӑс сӑмахсемпе те тухмӗҫ.
Шупашкарти полицейскисем ют ҫӗршыв ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл Раҫҫей чиккине саккуна пӑсса каҫнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫак ҫын Таджикистанран. 2014 ҫулта ӑна Раҫҫее килме чарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл саккуна пӑснӑ: пирӗн ҫӗршывра пурӑнмалли срок иртсен те киле таврӑнман.
Анчах арҫын Раҫҫее килмелли мел тупнӑ. Чӑн хушамачӗ-ячӗпе ӑна пирӗн ҫӗршыва кӗртменнине пӗлсе ятне улӑштарнӑ. Хайхискер ҫӗнӗ паспортпа кӑҫал Шупашкара ҫитнӗ.
Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарас ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думине саккун проектне пӑхса тухма тӑратнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемьере усал сӑмахпа вӑрҫнӑшӑн айӑпласшӑн.
Саккун проекчӗ урамра общество йӗркине пӑснӑшӑн кӑна мар, хваттерте пуҫтахланнӑшӑн та явап тыттарасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, ҫемьере харкашнӑшӑн, пӗр-пӗрне усал сӑмахпа кӳрентернӗшӗн штраф тӳлеттересшӗн..
Саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн: 1-2 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн. Халӗ вара ку штраф 500 тенкӗрен пуҫласа 1 пин тенкӗ таран танлашать. Е 40 сехет ӗҫлеттересшӗн. Кунашкал айӑплав вара халӗ ҫук.
Чӑваш Енре пысӑк уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чарассине йӑлана кӗртнӗ. Чылайӑшӗ ҫакна ырлать.
Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта каллех эрех-сӑра сутмӗҫ. Хальхинче ку шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксен сывпуллашу каҫӗпе ҫыхӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чару ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫав кун яш-хӗре аттестат параҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарти мӗнпур лавккара эрех-сӑра сутмӗҫ.
Анчах ку чару общество апатланӑвӗн предприятийӗсене пырса тивмест. Аса илтерер: ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ.
Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗленӗ уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑйлӑ юрист халӗ коммерцилле мар организаци туса хунӑ. Фейсбукра вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн организацийӗ «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ.
«Патшалӑх хӳтӗлевҫин ӗҫӗ енчен йӑлтах уҫӑмлӑ, пӗлтӗмӗр, ишсе куртӑмӑр. Президент ирттернӗ тӳрӗ линире регионсенче этем правине епле хӳтӗлени курӑнчӗ. РФ субьекчӗсен ертӳҫисене патшалӑх ертӳҫи тарӑхӑвӗ ҫеҫ хӑратать. Вӗсем пуҫиле майпа явап тытасран та шикленемеҫҫӗ», — ҫырнӑ Юрий Кручинин.
Хай йӗркеленӗ коммерцилле мар организацие мӗншӗн бастион тенине экс-омбудсмен ҫирӗп никӗссӗр хӳтӗлеме йывӑррипе сӑлтавлать.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Шупашкар хула администрацине официаллӑ мероприятисем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем ытларах кирлине палӑртакан ҫырупа тухнӑ. Тӳре-шара поэт ыйтӑвне илтнӗ: ытларах та анлӑрах усӑ курма шантарнӑ.
Валерий Туркай ҫу уйӑхӗнчи уявсем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем сахаллине асӑрханӑ, ҫакӑ халӑх поэтне тивӗҫтермен.
Маларах эпир «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттаракан саккуна ыйтса ҫыру хатӗрленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ун пек саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панӑ тесе хуравланӑччӗ.
Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енре антитабак саккунне пӑснӑшӑн 35 постановлени ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак саккун йӗркине пӑснӑшӑн 300 пине яхӑн тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Кӑҫал 6 юридици сӑпатне, должноҫри 12 ҫынна, 6 харпӑр усламҫа тата 11 ҫынна ку тӗлӗшпе явап тыттарнӑ. Вӗсем, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пируспа ҫыхӑннӑ саккун йӗркине пӑснӑ.
Икӗ ҫын юраман ҫӗрте пирус туртнӑ. Тепӗр тӑххӑрӑшӗ пирус туртса чаракан саккун йӗркине пӑхӑнман. Суту-илӳ тытӑмӗнче саккуна пӑхӑнманшӑн 18 ҫынна явап тыттарнӑ. Тӑхӑр штраф виҫи 51 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.