Ҫулсене япӑх юсанӑшӑн тата ҫирӗпрех явап тыттарма пуҫлӗҫ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин саккуна алӑ пуснӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ҫулсене япӑх юсанӑшӑн тата пӑхса тӑнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Куншӑн пукан йышӑнакан ҫынсем 20–30 пин тенкӗ штраф тӳлӗҫ. Халӗ вара ку тӳлев 3 пин тенкӗпе танлашать. Юридици сӑпачӗсен хальлӗхе ку штраф 300 пин тенкӗпе танлашать. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн ку хисеп 200 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран пулӗ.
Ҫула япӑх юсанине пула ҫынсен сывлӑхӗ шар курнӑшӑн должноҫри ҫынсен 50-100 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Юридици сӑпачӗсен вара — 400-500 пин тенкӗ.
Чӑваш Енри сусӑр ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр парасшӑн. Ҫак ыйтӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн Общество палатин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Унта пуҫтарӑннисем нумай ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр парасси ҫинчен калакан республикӑри саккуна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен проекта пӑхса тухнӑ.
Ҫӗр тӳлевсӗр илме тивӗҫҫисен йышне ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма черетре тӑракан виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесем кӗретчӗҫ. Хӑш-пӗр регионта списока инвалид-ача ӳстерекенсене те кӗртнӗ. Чӑваш Енре апла ӗмӗтлисем халех пур иккен. Ларӑва, сӑмах май, вӗсенчен хӑшӗсем те хутшӑннӑ.
Статистикӑна ӗненсен, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 282 ҫемье тӑнӑ. Общество палатинче шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсене ҫӗр тӳлевсӗр памаллах.
Хваттера е пӳлӗме приватизацилеме ӗлкӗрейменнисен кулянмалла мар. Ҫак пурлӑха харпӑрлӑха куҫармалли саккун хӑй вӑйне паянтан ҫухатман.
«Приватизаци вӑхӑтне миҫе хутчен тӑсса панин шутне ҫухатрӑмӑр пулӗ. Саккуна улшӑну кӗртмессерен ӑна хатӗрлекенӗсем: «Хальхинче — юлашки хут», — тесе шиклентеретчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ паян «Хыпар» хаҫат сайтӗнче.
Чӑн та, пӗлтӗр черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ хыҫҫӑн приватизаци тапхӑрӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 14-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ вӑя кӗчӗ. Ҫав документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, приватизаци тапхӑрне палӑртман вӑхӑта тӑсса панӑ. Апла пулсан, социаллӑ найм меслечӗпе пурӑнакан хваттере е пӳлӗме харпӑрлӑха куҫарма кая юлман.
Тӑлӑхсене тата вӗреннӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне ҫухатнисене Чӑваш Енре рабочи тата служащи профессине тӳлевсӗр вӗрентессине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кунсӑр пуҫне вӗсене йывӑр ҫын пулсан тата ачапа декрет отпускӗнче ларнӑ чухне социаллӑ стипенди парассине те эпир хыпарланӑччӗ. Маларах вӑл документа Министрсен Кабинечӗн шайӗнче пӑхса тухса ырланӑччӗ. Халӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саккуна алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, республика шайӗнчи документа Раҫҫей саккунӗ ыйтнине кура йышӑннӑ. Ҫапла вара тӑлӑхсем профессине хысна шучӗпе пӗрре мар, икӗ хут та илейӗҫ. Кун валли кӑҫал пирӗн республика хыснинче 32 миллион ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Раҫҫей чиновникӗсем ҫуран ҫӳрекенсене тата велосипедистсене ирттерсе яман водительсене штраф ытларах тӳлеттересшӗн. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.
Халӗ ҫуран ҫӳрекен ҫынсене ирттерсе яман водительсем 1,5 пин тенкӗ штраф тӳлеҫҫӗ. Министрсен шухӑшӗпе, ку сахал.
Административлӑ яваплӑха вӑйлатасси мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха? Хальхи йӗрке тухӑҫлӑ ӗҫлемест-мӗн, правилӑсене пӑсакан водительсем нумайланаҫҫӗ.
Правительство ҫуран ҫӳрекен ҫынсене ирттерсе яманшӑн водительсене 2,5 пин тенкӗ тӳлеттерме сӗнет. Халӗ ку виҫе 1,5 пин тенкӗпе танлашать.
Ҫурт-йӗре регистрацилеменнисене ӳлӗмрен налук нумайрах тӳлеттерме тытӑнӗҫ. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, налук виҫине кӑҫалтан ӳстерӗҫ. Унччен, калӑпӑр, ҫӗршӗн 4 пин налук тӳленисем (кунти тӗслӗх Мускав облаҫӗ пирки пырать) малашне 8 пин кӑларса хурӗҫ.
Паян Раҫҫейре уйрӑм ҫурт-йӗр валли 16 миллиона яхӑн гектар ҫӗр уйӑрнӑ иккен. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинче пӳрт хӑпартса лартнӑ, анчах ӑна регистрацилементен пурлӑх налукӗ хураймаҫҫӗ. Хыт-хура кашласа ларакан участоксем 5 миллиона яхӑн-мӗн.
Мускав облаҫӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви РФ Налук кодексне улшӑну кӗртме сӗнесшӗн: регистрацилемен пӳрт хуҫисене ҫӗр налукне пысӑклатнӑ коэффициентпа тӳлеттерме пуҫласшӑн. Кунта пахча тата дача ҫурчӗсене те кӗртме пултарӗҫ.
Йышӑнакан саккунсене ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова. «Фейсбукра» вӑл республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе, чӑваш парламенчӗн депутачӗсемпе иртнӗ канашлура тухса калаҫнине пӗлтернӗ.
Ҫамрӑк та хастар депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, саккун йышӑнма парламентарисен кӑна мар, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсен те, Депутатсен районти пухӑвӗсен ертӳҫисен те сӗнмелле.
2016 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ 300 ытла саккун йышӑннӑ, ҫав шутран улттӑшне ҫеҫ муниципалитетсенчи Депутатсен пухӑвӗсем пуҫарнӑ.
Алена Аршинова кирек епле саккун проектне те, йышӑнӑва та ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать. «Халӑхӑн ыйтусем пулсан ытларах тӗл пулмалла, сӳтсе явмалла», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра».
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк мӑшӑр туй тесе пӗр миллиона яхӑн тенкӗлӗх парӑм пухса янӑ. Малтан ҫамрӑксем ӗҫкӗ-ҫикӗ валли кивҫене кӗнӗ. Кайран чуп-чуп уйӑхне астумалӑх ирттерес тесе кредит илнӗ. Алла венчет ҫӗрри тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа арҫын
вӑл укҫапа ҫулҫӳреве тухса кайнӑ. Кайран, парӑм каплансах пынине сиснӗ хыҫҫӑн, тата темиҫе кредит илнӗ — унпа вӗсем унчченхисемпе татӑлас тенӗ. Ҫапла сисмен те — пӗр миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пуҫтарӑннӑ. Хӑйсем вӑй ҫитереймен енне панкрута кӑларма ыйтса хут ҫырнӑ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗнче REGNUM информагентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, панкрута кӑларма ыйтса пирӗн республикӑра 350-а яхӑн ҫын ҫырнӑ. Вӗсенчен 30-а яхӑн ҫынна панкрута кӑларнӑ. Ыттисен ыйтӑвне тишкереҫҫӗ.
Уйрӑм ҫынсене панкрута кӑлармалли саккуна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑну кӗртнӗччӗ.
Малашне ҫемьери ҫывӑх ҫынсене ҫапнине пуҫиле ӗҫсен йышне кӗртмӗҫ. Куншӑн административлӑ явап тыттарӗҫ.
Анчах пӗрремӗш хут хӗнесен ҫеҫ пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче ҫирӗпрех явап ҫав-ҫавах тытма лекӗ.
Саккун проектне РФ Патшалӑх Думи ырланӑ. Хӗнени ӳт-пӗве ҫапса ыраттарнине пӗлтерет. Сывлӑха шар кӑтартнине, ҫынна ӗҫлейми тунине ҫакӑн йышне кӗртмеҫҫӗ, унашкалли чухне хытӑрах явап тыттарӗҫ.
2015 ҫулхи статистика пӗлтернӗ тӑрӑх ҫемьери харкашусенче 50,8 пин ҫын асап тӳснӗ. Вӗсен шутӗнче 36,5 пинӗшӗ — хӗрарӑмсем, 11,8 пин — ачасем. Арҫынсене йышӗ 5% кӑна пулнӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «фанфуриксене» 30 кунлӑха сутма чарасси пирки йышӑну тунӑччӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Ку йышӑну кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑйран тухмаллаччӗ. Анчах Роспотребнадзор «фанфурика» 60 кунлӑха сутма чарма сӗннӗ. Премьер-министр вара ҫакна ырланӑ, паян ку йӗркене тӑсма йышӑннӑ.
РФ Правительстви «фанфурик» сутма чарнӑ вӑхӑтра Раҫҫейре ку эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ чакнине ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |