РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов саккун проектне пӑхса тухма сӗннӗ. Вӑл 14 ҫул тултарман ачасене халӑх тетелӗнче регистрациленме чарасшӑн.
Ку проект хысна тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫынсене те, тӗнче тетелӗнче митинг пирки хыпар саракансене те пырса тивет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх тетелӗнче регистрациленнӗ чухне паспорт ыйтмалла. 14 ҫул тултарман ачасене регистрациленӗшӗн 300 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле.
Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, халӑх тетелӗнче темиҫе страница уҫма ирӗк парсан та сайт хуҫине ҫак штрафах кӗтет. Регистрациленекен ҫын та 3-5 пин тенкӗ тӳлеме пултарать.
14 ҫул тултарнӑ ачасене те пырса тивет ку саккун. Вӗсен киревсӗр сӑмахсем ҫыракан сообществӑсенче тӑма юрамасть. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн 1,5-2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Саккун проектӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитнӗ ҫынсен вара ӗҫ вӑхӑтӗнче халӑх тетелӗнче ларма юрамасть. Саккуна йышӑнсан вӑл 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.