«Чӗрчунсене тытнӑ чухнехи яваплӑх пирки» саккуна Раҫҫейре 2010 ҫултанпах пӑхса тухнӑ. Тинех ҫӗнӗ саккуна йышӑннӑ.
Чӗрчунсем те ыратнине туяҫҫӗ, вӗсен те чун пур, ҫавӑнпа вӗсемпе ырӑ пулмалла. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫине чӗрчун урӑх кирлӗ мар пулсан ӑна урӑх ҫынна е приюта памалла.
Малашне килти чӗрчунсен хуҫисӗр ҫулпа утма, лифтра пулма, ҫуртсен картишӗнче, ача-пӑча тата спорт лапамӗсенче уҫӑлса ҫӳреме юрамасть. Кунсӑр пуҫне хуҫин общество вырӑнӗсенче йытӑ-кушак каяшне пуҫтарма тивӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, чӗрчунсене вӗлерме, вӗсемпе ҫапӑҫусем ирттерме, ресторансемпе барсенче тытма ирӗк ҫук. Ҫапкаланчӑксене тытнӑ чухне видео ӳкермелле, приюта лекнисем пирки информаци памалла.
Тискер чӗрчунсене вара хваттерте, ҫуртра усрама юрамасть.
Чӑваш Енре вӗренӳ пирки калакан саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн. Кун пирки «Регнум» информаци агентствин сайтӗнче хыпарланӑ.
Саккунри улшӑнусем республикӑри патшалӑх чӗлхисене – чӑваш тата вырӑс чӗлхисене – пырса тивӗ. Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене хӑш чӗлхепе вӗрентмеллине суйлама ирӗк парасшӑн.
Саккунпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре чӑваш тата вырӑс чӗлхисене патшалӑх чӗлхи пек вӗрентме условисем туса памалла. Ку Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене вӗрентессине те (республикӑра пурӑнакан ҫынсем пирки сӑмах) пырса тивет.
Чӑваш Енри старостӑсене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх парӗҫ. Анчах, тӳрех палӑртар, ҫавӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑнман.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта старостӑсене парас ҫӑмӑллӑхсемпе ҫыхӑннӑ саккун проектне тишкернӗ. Унпа Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Юрьевна паллаштарнӑ. Старостӑсене хӑйсен ял тӑрӑхӗн администрацине черетсӗр кӗме, ӗҫре кирлӗ информацие ыйтса илме, вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсем ирттерекен ларусемпе мероприятисене хутшӑнма, тӗрлӗ ҫӗре ыйтса ҫырма ирӗк парасшӑн.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене удостоверени памалла тӑвасшӑн.
Сӑмах май каласан, Куславкка районӗнче старостӑсене ҫӗр налукӗ тӳлеттермеҫҫӗ. Ун пек е ытти ҫавӑн йышши ҫӑмӑллӑха кӳрессине ытти районпа хулара та пӑхса хӑварма ирӗк пур.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри вӑрмансенче хӑрӑк йывӑҫ-турата пуҫтарма ирӗк парӗҫ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви саккунӑн проектне хатӗрленӗ, ӑна паян пӑхса тухса ырланӑ.
Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ҫемьен е пӗччен пурӑнакан ҫыннӑн ҫулталӑкне 15 кубла метр хӑрӑк-харӑк пуҫтарма юрать. Юлашки ҫулсенче вӑрмансенче хӑрӑк йывӑҫ нумай, хӑш-пӗр ҫӗрте кӗрсе тухма та ҫук. ЧР ҫутҫанталӑк министрне Александр Коршунова та ҫакӑ пӑшӑрхӑнтарать ахӑртнех. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн вӑрмансенче хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсене халӗ те пуҫтарман. Ара, ку таранччен хӑрӑк турат пуҫтарма ирӗк паман. Ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрсен лару-тӑру лайӑх енне улӑшанасса шанать тӳре-шара.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине либерал-демократсен партийӗнчен, РФ коммунистсен партийӗнчен тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партинчен суйланнӑ депутатсем РФ Конституци судне ыйтупа тухнӑ. Вӗсем пенси реформи РФ Конституцийӗпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тишкерттересшӗн. Ку хыпара «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ.
Парламентарисем пенси ҫулне ӳстерни ҫӗршывӑн тӗп саккунӗпе килӗшсе тӑни пирки иккӗленеҫҫӗ. Кунта сӑмах арҫынсен пенси ҫулне 60-та 65-е, хӗрарӑмсенне 55-рен 60-а ҫитерни пирки пырать. Вӑл халӑхрпа нумай шӑв-шав ҫуратрӗ, ҫынсем митингсене те тухса пӑхрӗҫ. Маларах асӑннӑ виҫе партин депутачӗсем Конституци халӑхӑн правипе ирӗклӗхне пӗтерекен е хӗсекен саккунсем йышӑнма ирӗк паманнине палӑртаҫҫӗ иккен.
Чӑваш Республикинче ҫитес вӑхӑтрах патшалӑхӑн тепӗр наградине вӑя кӗртесшӗн. Унӑн ячӗ: «Анне» мухтав палли (ун ҫине чӑвашла «Анне» тесе ҫырӗҫ). Ӑна пиллӗк е унран ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ е ҫитӗнтерекен хӗрарӑмсене пама палӑртнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
Унсӑр пуҫне саккун проектӗнче тепӗр асӑрхаттару та пур: ҫемьен Чӑваш Енре 10 ҫулран кая мар пурӑнмалла. Ҫитес ҫул мухтав паллипе 80 хӗрарӑма наградӑласшӑн. 2020 ҫултан тытӑнса — ҫулсерен 28-шар амӑшне.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак наградӑпа чысламашкӑн влаҫрисен хысна укҫине пӑхса хума тивӗ. 2019 ҫулта кун валли 724 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ, ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче — ҫуллен 253 пин те 400-шер тенкӗ. Мӗншӗн тесен пӗр палла хатӗрлеме 9 пин тенкӗ расхутланать, удостоверени хатӗрлеме 50 тенкӗ кирлӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн ларӑвӗ иртет. Унта хваттерсенче вырсарникун юсав ӗҫӗсем ирттерме чарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кайран ку ыйтӑва Патшалӑх Канашне пӑхса тухма парасшӑн.
Ҫак улшӑнусене пӑхса тухсан, вӗсене ырласан ӗҫ кунӗсенче 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, вырсарникун, уявсенче хваттерте юсав тунӑшӑн (шавланӑшӑн) ҫынсене 500-1000 тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен – 1000-1500, юридици сӑпачӗсен 2000-5000 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шӑматкун, ӗҫ кунӗсенче 9-13 сехетсенче, 15-19 сехетсенче юсав тума ирӗк пур.
Кунашкал сӗнӗве Антон Ковалев депутат пуҫарӑвӗпе пӑхса тухасшӑн.
Ӗҫри черетлӗ кану вӑхӑтне палӑртнӑ чухне нумай ачаллисен приоритетлӑ ирӗк пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ытти ӗҫтешӗн, пӗр-икӗ ачаллисемпе ача-пӑчасӑррисен е ачисем ӳснисен, хӑҫан канассине вӗсен кӑмӑлне кура палӑртма тивӗ.
Раҫсей Президенчӗ Владимир Путин федераци шайӗнчи саккуна алӑ пуснине Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви паян пӗлтернӗ.
Саккунта сӑмах 12 ҫулчченхи виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсем пирки пырать. Ҫулталӑкри черетлӗ кану вӑхӑтне вӗсем хӑйсене меллӗ вӑхӑтра илме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре, сӑмах май, нумай ачаллисем — 12499 ҫемье. Ку вӑл — кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ телне илсен. Иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртинчен йыш 6,9 процент нумайланнӑ, 2011 ҫултинчен — 50,4 процент.
РФ Патшалӑх Думи паян пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккуна йышӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсене ӗҫе илменшӗн штраф тӳлеттерӗҫ. Сахал мар: 200 пин тенкӗрен кая мар.
Ку шухӑш пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин та пӗлтернӗччӗ. Малашне Уголовлӑ кодексра тепӗр статья пулӗ. Ӳсӗмне кура ҫынна ӗҫе илменшӗн е кӑларса янӑшӑн ӗҫпе тивӗҫтерекене пуҫран шӑлмӗҫ.
Пенси реформине йышӑнма хатӗрленнӗ май ватӑрах ҫынсен ӗҫе вырнаҫас енӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Чылайӑшӗ пенсие тума хатӗрленекен ҫынсене ӗҫе илесшӗн мар вӗт. Ҫакна шута илсе йышӑннӑ та ҫак саккуна.
Унччен социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен вице-премьер Татьна Голикова ҫак саккун Уголовлӑ кодексӑн 145-мӗш статйи пекрех пулнине каланӑ (ача кӗтекен, пепки 3 ҫул тултарман хӗрарӑма ӗҫе илменни е ӗҫрен кӑларса яни).
Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче кӗлӗ пӳлӗмӗ уҫӑлӗ. Турра ӗненекенсем валли республика влаҫӗсем 13,2 тӑваткал метрлӑ пӳлӗм уйӑрма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑн иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ хирурги корпусӗнчи пӳлӗме Елисавета кнеҫ хӗрӗн чиркӗвӗн православи прихутне парӗҫ. Пӳлӗмре кӗлӗ кӗтесӗ пулӗ.
Пульницӑри пӳлӗме прихут харпӑрлӑхне парасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута ӗнерех Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, куҫман харпӑрлӑха пӗр баланс ҫинчен тепӗр баланс ҫине куҫарни — конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ утӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |