Пуйӑсра аялти вырӑнта ларса пыма билет туяннӑ пассажирсене ҫӳлтисене вырӑн пама хушакан йӗрке йышӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ йӗрке проектне РФ Транспорт министерстви хатӗрленӗ. Унта сӑмах пуйӑсри купере аялта ларса пыракансен ҫӳлти вырӑна билет илнисене апат ҫимелли сӗтелпе усӑ курма ирӗк парасси ҫинчен пырать.
Ҫӗнӗ йӗркене йышӑнса пӗтерсен, пуйӑсра аялти рете йышӑннисен ҫӳлти ретрисене апат сӗтелӗпе усӑ курма кунне виҫӗ хутчен вырӑн памалла. Ирпе, кӑнтӑрла тата каҫпа. Ирпе тата каҫпа — 30-шар минут таран, кӑнтӑрла — 1 сехет таран.
Сӑмах май каласан, ҫӳлти вырӑнсенче билет хакӗ кӑштах йӳнӗрех.
Раҫҫей регионӗсенчи аслӑ должноҫсен ячӗсене унификацилеме тата вӗсене «президент» ятпа каласран чарма сӗнекен «РФ субъекчӗсенче халӑх влаҫне йӗркелемелли пӗрлехи принципсем ҫинчен» федераллӑ саккун проектне Тутарстан депутачӗсем ырлама килӗшмен. Йышӑнӑва пӗр шухӑшлӑ пулса 82 сасӑпа йышӑннӑ.
«Саккун проекчӗн уйрӑм положенийӗсем РФ Конституци йӗркин никӗсне, вӑл демократиллӗ федеративлӑ право патшалӑхӗ пулнине, хирӗҫлеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх тытӑмӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ Альберт Хабибуллин («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»). Ҫавнашкал положенисен йышӗнче вӑл регионти аслӑ должноҫсен ятне унификацилеме сӗнекеннисене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл проектпа палӑртакан «регионти парламентсен тата аслӑ должноҫри ҫынсен суйланакан тапхӑр пӗрешкел пулмалла» тенине хирӗҫ тухса калаҫнӑ. Ҫавна май Хаббуллин господин Раҫҫей Конституцийӗпе килӗшӳллӗн «пӗрлехи ӗҫсене туса пынӑ чухне РФ полномочисемпе унӑн ертӳлӗхне пырса тивмен чухне РФ субъекчӗсем хӑйсен тулли ирӗкӗпе ӗҫлени» ҫинчен аса илтернӗ.
Унсӑр пуҫне комитет пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ саккун проекчӗпе федерацин саккун проекчӗсене хаклама регионсене кӗске вӑхӑт парассине — 15 куна ҫеҫ — палӑртнӑ.
Паян пирӗн республикӑра пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене 2022 ҫул валли ҫирӗплетӗҫ.
1997 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ «Раҫҫей Федерацийӗнчи пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен» саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, асӑннӑ виҫене ҫулталӑкра 1 хутчен, халӑхӑн вӑтам тупӑшне кура, тишкерсе йышӑнаҫҫӗ. Унччен потребитель карҫинккине кура кварталта пӗрре палӑртнӑ.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 10158 тенкӗ пулӗ, ӗҫлекенсем валли – 11072 тенкӗ, пенсионерсем валли – 8736 тенкӗ, ачасем валли – 10130 тенкӗ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ паян иртмелле. Вӑл 10 сехетре пуҫланӗ. Мероприятие онлайн-мелпе трансляцилӗҫ.
Республикӑри Роспотребнадзор йӑлари хими таварӗ пирки хурав панӑ. Вӗсем патне пӗр ҫын эпоксидлӑ сӑмала ҫинче хатӗрленӗ шпатлевкӑна туяннӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ ӑна каялла илме килӗшменни пирки ыйтупа пынӑ. Туяннӑ хыҫҫӑн тавар уншӑн юрӑхлӑ пулманнине вӑл ӑнланнӑ, шпатлевкӑна уҫман. Апла пулин те сутуҫӑ йӑлари хими таварне улӑштарма е каялла тавӑрма юраманни ҫине таянса шпатлевкӑна каялла йышӑнман.
Роспотребнадзор хуравӗнчен ҫакӑ паллӑ пулса тухать. «Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен» саккунӑн 25-мӗш статйи тӑрӑх ҫимелли мар таварсене, туянакана вӗсем хӑйсен хурмипе, виҫипе, фасонӗпе, калӑпӑшӗпе, тӗсӗпе е комплектацине пула кӑмӑла кайман пулсан, туяннӑ вырӑнта ҫавнашкалтарах урӑх тавар ҫине ылмаштарма ирӗк пур.
Ҫав шутрах улӑштарма е каялла тавӑрса пама юраман таварсен списокӗ те пур, вӗсене РФ Правительстви 2020 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче 2463 номерлӗ постановленипе ҫирӗплетнӗ. 7-мӗш пунктра йӑлари хими таварӗсем ылмаштарма е каялла тавӑрса паманнисен шутне кӗни пирки пӗлтернӗ. Вӑл е ку тавар йӑлари хими шутне кӗнипе кӗменнине Раҫҫей продукцийӗн пӗтӗмӗшле классификаторне уҫса пӑхсан пӗлме пулать.
Чӑваш Енре «вӑрҫӑ ачисем» тата хисеплӗ донорсем юристсен тӳлевсӗр пулӑшӑвне илме пултарӗҫ.
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николев Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ. Унта тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне илме пултаракан граждансен категорийӗн переченьне анлӑлатма йышӑннӑ.
Реестра виҫӗ ҫӗнӗ категорие кӗртме сӗннӗ: «вӑрҫӑ ачисем» статусӗллисем, Раҫҫейӗн тата СССРӑн хисеплӗ донорӗсем, Чернобыльти тата ытти радиаци аварийӗсемпе инкексенче шар курнисем.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 1959 ҫултанпа палӑртакан мероприятисен эрни пур — Чуралӑхри халӑхсен эрни (Captive Nations Week). Ӑна кашни ҫул утӑ уйӑхӗн виҫҫӗмӗш эрнинче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вал 18–24-мӗш кунсене лекет.
Чӑн малтан ҫак мероприятисен пӗрлӗхне коммунизмла режимсен тыткӑнне лекнӗ халӑхсен шӑпи ҫине тимлӗх уйӑрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанхи хут ӑна 1953 ҫулта ирттернӗ, 1959 ҫулта вара ӑна саккун йышӑнса ҫирӗплетнӗ (Public Law 86-90 Captive Nations Week Resolution, 86-90 №-лӗ саккун). Саккунпа килӗшӳллӗн АПШ Президенчӗсен ҫак эрнене ирттересси пирки кашни ҫул йышӑнмалла. СССР арканнӑ пулин те саккуна халӗ те пӑрахӑҫламан. Хальхи вӑхӑтра ӑна ытларах енӗпе авторитарлӑ режимсен пусмӑрӗнче пурӑнакан халӑхсен шӑпишӗн тимлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кӑҫалхи эрнене ирттерни пирки пӗлтернӗ май Джо Байден Белоруссири халӑха, Китайри уйгурсене, Гонконга асӑннӑ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра иртекен Бирмӑпа Венесуэлӑри тата Кубӑри халӑх пӑлхавӗсем ҫинчен каланӑ. Крымра пулса иртекен пулӑмсем пирки те чарӑнса тӑнӑ: унта крым тутарӗсен, украинсен тата тӗрлӗ пысӑках мар пӗрлӗхсен прависене пӑсаҫҫӗ тенӗ.
СССР вӑхӑтӗнче Чуралӑхри халӑхсен эрнинче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Идель-Урал патшалӑхне асӑннӑ пулнӑ.
Раҫҫей паспортне илмелли вӑхӑта тӑсма йышӑннӑ. Документа РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫын 20 тата 45 ҫул тултарсан паспорта 1 уйӑх хушшинче ылмаштармалла. Ҫӗнӗ паспорт илме заявлени парсан ҫынна вӑхӑтлӑх удостоверени параҫҫӗ.
Малашне вара паспорт ылмаштармалли вӑхӑт 90 кунпа танлашӗ.
Ҫӗршыв шайӗнче йӗркене ылмаштарнине вӑхӑтлӑх документпа ҫын банкра кредит илеймест, патшалӑх пулӑшӑвӑвӗсен порталӗнче регистрациленеймест.
14 ҫул тултарнисен те паспорта хальхи пек 30 кунта илсе ӗлкӗрессишӗн талпӑнма тивмӗ. Вӗсен те ҫак ӗҫе 90 кунта пурнӑҫламалла.
2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрӗ. Раҫҫей паспортне 5 кунта хатӗрлесе пама тытӑнӗҫ. Ҫын ӑна хӑй пурӑнакан вырӑнта илет-и е вӑхӑтлӑх чарӑннӑ ҫӗрте-и... — пӗрех. Йӗрке пур тӗслӗхре те пӗр пек пулӗ.
Паян республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вӗлле хурчӗ ӗрчетес ыйтупа Ҫӗрпӳ районӗнче канашлу ирттернӗ. Мероприятин официаллӑ пайне пуҫличчен Камайкас Чурачӑк ялӗнчи Алексей Федоров хуҫалӑхӗпе паллашнӑ. Хастар арҫын вӗлле хурчӗ тытать. Пыл хурчӗсем валли вӑл мӗнпур услови туса панӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче 45,9 пин вӗлле ҫемйи тытаҫҫӗ, пирӗн тӑрӑхра туса илекен пылӑн 95 проценчӗ – уйрӑм хуҫалӑхсен тӳпи.
Кӑҫалхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра вӗлле хурчӗ ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ саккун вӑя кӗрӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уй-хире им-ҫамличчен вӗлле хурчӗ тытакансене пӗлтермелле. Пӗр-пӗр хир чиккинчен 7 километр таран вырнаҫнисене.
Ҫӗртме уйӑхӗнче эрнере 5 кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ. Ку Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ, ӑна ҫӗртмен 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл шӑматкуна лекнӗрен тунтикун та кантарӗҫ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленмелле.
Кӑҫал Республика кунӗ кӗҫнерникуна лекет. Регионти саккунпа килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ канмалли кун шутланать. Анчах Раҫҫейри филиалсем, урӑх хулари компанисем ӗҫтешӗсене хӑйсен кӑмӑлне кура кантараҫҫӗ.
Ҫапах ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кансан та тепӗр кун тулли ӗҫ кунӗ шутланать.
Канаш хулинчи хӗрарӑм-усламҫӑна автор правине пӑснӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ пиратла компьютер программисемпе усӑ курнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пират программисемпе Канаш хӗрарӑмӗ 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен усӑ курнӑ. Кунта сӑмах лицензисӗр бухгалтер программисем пирки пырать. Программӑсен чӑн хуҫине усламҫӑ 513 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Канашри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 146-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Пират программипе усӑ курнӑ тӗслӗхе Канашри суд тишкерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |