Республикӑн Патшалӑх Канашӗн ҫак кунсенче иртнӗ сессийӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан республика саккунне улшӑну кӗртессине пӑхса тухнӑ. Унта нумай ачаллисене республика тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗре кӑна мар, федераци пуянлӑхӗ шутланаканнине те виҫӗ е ытларах ачаллисене уйӑрса пама йышӑннӑ. Халӗ ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ алӑ пусасси кӑна юлать.
Сӑмах май каласан, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче нумай ачаллисене 4 259 ҫемьене шута илнӗ. Вӗсенчен 2 200-шӗ ҫӗрлӗ пулса тӑнӑ. Ҫак йышран 1 346-шӗ ҫӗре пӳрт тума тесе илнӗ, 809-шӗ — хушма хуҫалӑх валли, 45-шӗ — дача валли.
Ҫак эрнере Чӑваш Енре ҫӗнӗ Хушу йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне кашни уйӑхра республикипех сывлӑхпа спорт кунӗсем ирттерме тытӑнмалла. Сӑмах май, паянтан ӑна пуҫласа йӗркелерӗҫ те ӗнтӗ.
Спортпа сывлӑх кунне ирттермелле тени ӑна хӑҫан йӗркелессине палӑртса хумаллине пӗлтерет. Палӑртнипех ҫырлахмалла мар — хӑҫан пулассине хаҫат, радиопа телекурав, тӗнче тетелӗ урлӑ ҫынсем патне ҫитермелле. Сывлӑхпа спорт кунӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата тӗрлӗ харпӑрлӑх хурмиллӗ организацисен спорт сооруженийӗсемпе объекчӗсене халӑха тӳлевсӗр кӗртмелле.
Нумай ачаллисем тесенех теприсем: «Ӗлӗк ним укҫи те паман, пурнӑҫӗ те йывӑр пулнӑ, пӗрех ҫуратнӑ. Халӗ укҫашӑн ҫуратаҫҫӗ», — теҫҫӗ-ха. Апла-и, капла-и, патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхпа мӗншӗн усӑ курас мар?
Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхпа регионти саккунсем ҫуккипе усӑ курайманнисем те пур. Тӗслӗхрен, пирӗн Чӑвашра та чӑрмав сисӗнет. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пӑхса хӑварнӑ ытти ҫӑмӑллӑхпа пӗрлех нумай ачаллисен, сӑмахран, ачисене шкулта тӳлевсӗр апатлантарма ирӗк пур. Шупашкар хулине илсен, ун пек майпа сахал тупӑшлисем кӑна усӑ кураяҫҫӗ. Тата... пурте мар — сахал тупӑшлисенчен 15–30 процентӗнчен ытла мар. Ҫак йӗркене «Шупашкар хулинчи муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсене апатлантарассине йӗркелесси» положенипе пӑхса хӑварнӑ.
Федералсем нумай ачаллӑ ҫемьесене тата вӗсем епле ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарнине вырӑнта йышӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ иккен. Нумай ачаллӑ кил-йышсене палӑртакан саккун, ытти хӑш-пӗр регионти евӗрех, пирӗн патра та ҫук-мӗн. Ҫапла вара Раҫҫей Президенчӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ Хушура нумай ачаллисене тӳлевсӗр апатлантармалла текен ҫӑмӑллӑх пурнӑҫа кӗреймест.
Студентсен общежитийӗшӗн шутран ытла тӳлеттермелли марри ҫинчен калакан саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ шкулсемпе ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансен общежитийӗсем епле пулмаллине ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министертстви ҫирӗплетесси ҫинчен каланӑ. Пурӑннишӗн тата коммуналлӑ пулушӑшӑн тӳлессине ҫурта тытса тӑнипе юсанин хакӗсем кӗмелле. Общежитинче пурӑннин хакне патшалӑх влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем татса памалла.
Ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисене общежитишӗн пӗчӗкрех хакпа тӳлеттерме е пачах та тӳлеттермесен те юрать. Саккуна йышӑнса пӗтерсен тӳлев хакӗ уйӑхсерен 300 тенкӗрен пуҫласа 600 тенкӗ таран кӑна пулмалла. Вӑл общежити пахалӑхӗнчен килмелле-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмшӗн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 тенкӗ тӳлекенсем те пур иккен.
Ятарлӑ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер йышӑннӑ. Ҫӗнӗ документ сӗтев илекенсемпе тухӑҫлӑрах кӗрешме май парасса шанаҫҫӗ иккен.
Указра палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тӳре-шара парне илни ҫинчен пӗлтермелли йӗркене пӗр уйӑх хушшинче ҫирӗплетмелле. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен та ҫавӑн пек хут ал айӗнче пулмалла.
Раҫҫей шайӗнчи пирки каласан, ҫӗршывӑн премьер-министрӗ йышӑннӑ хутра вара 3 пин тенкӗрен хаклӑрах парнесене хаклаттарма сӗннӗ. Унтан йӳнӗреххисене тӳресенчех хӑварӗҫ, хаклисене вара укҫан туянма юрать.
Алексей Журавлев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата Сергей Жигарев (ЛДПР) РФ Патшалӑх Думине 18 ҫул тултарман ачасене илемлӗх конкурсӗсене хутшӑнма чаракан саккун проектне кӗртнӗ.
Унпа килӗшӳллӗн 18 ҫул тултарманнисене сывлӑха сиен кӳме, ача аталанӑвне япӑх витӗм кӳме пултаракан мероприятисене хутшӑнтаракан граждансене штраф тӳлеттермелле: 4 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таранах. Должноҫри сӑпатсене — 40–50 пин тенкӗ, юридици сапачӗсене — 800 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран е вӗсен ӗҫ-хӗлне 90 талӑк таран чарса лартӗҫ.
РФ Патшалӑх Канашӗн паянхи ларӑвӗнче Раҫҫейрен уйрӑлма чӗнекенсене явап тыттармалли саккуна ырланӑ. Ӑна нумай пулмасть Коммунистсен партийӗ тӑратнӑччӗ. Ҫак саккун тӑрӑх РФ Пуҫиле кодексне 280.1 статья хушӑнӗ. Чи нумаййи 5 ҫуллӑха лартма пултарӗҫ — кун чухлӗ МИХсемпе интернет урлӑ тунӑ чӗнӳсемшӗн парайӗҫ. «Ахаль» чӗнӳшӗн вара 300 пинлӗх штрафлама пултарӗҫ, е 3 ҫуллӑха тӗрмене хупса лартӗҫ. Ҫӗнӗ саккун ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑя кӗмелле имӗш. Саккуншӑн ҫавӑн пекех «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партисен депутачӗсем сасӑланӑ.
Хальлӗхе пӗрремӗш вулавра кӑна ырланӑ пулин те ӑна хӑвӑрт йышӑнма шутлаҫҫӗ имӗш — иккӗмӗш вулав валли улшӑнусем кӗртме пурӗ те пӗр кун кӑна уйӑрнӑ.
Саккун вӑя кӗрес умӗн хайхи пирӗн сайтри канашлӑва та тасатса тухма тивӗ пулӗ — унта унашкал калаҫусем сахал мар пулнӑ пек астӑватӑп.
Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ ҫыннӑн влаҫ пирки манса каймалла. Ҫакӑн пек саккун проектне ҫак кунсенче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Кун пек йышӑнӑва либерал-демократсем кӑна хирӗҫ пулнӑ, вӗсем ӑна ку саккун ҫӗршывӑн конституцине хирӗҫленипе сӑлтавланӑ.
Пӗлтӗр вара ҫак саккуна тата ҫирӗпрех йышӑнма пӑхнӑ иккен. Ҫӗршывӑн «халӑх тарҫисем» ун чухне йывӑр е уйрӑмах йывӑр преступленишӗн айӑпланнӑ ҫыннӑн нихӑҫан та депутата та, мэра та, кӗпӗрнаттӑра та, президента та суйланма юрамасть тесе йышӑнма пӑхнӑ. Анчах ҫӗршывӑн Конституци сучӗ ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Суда айӑпланнӑ ҫын ҫулне «ҫӑварлӑхлани», пӗр енчен, тӗлӗнмелле тӗрӗс пек. Анчах хӑш-пӗр эксперт шучӗпе ку вӑл политика тӗлӗшӗпе айӑпланнисене ура хурас тени пулать.
Раҫҫей Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче сакӑр кун канӑпӑр. Кӑрлачӑн 4-мӗшпе 5-мӗшсене лекекен шӑматкунпа вырсарникуншӑн ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 13-мӗшӗнче канӑпӑр.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ вырсарни куна лекнине пула нарӑс уйӑхӗнче 23-мӗшӗ вырсарникуна килнине кура уншӑн шучӗпе нарӑсӑн 24-мӗшӗнче канмалла, анчах ҫавна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшне куҫараҫҫӗ.
Ҫапла вара Ҫӗнӗ ҫулта кӑрлачӑн 1–8-мӗшӗсенче канӑпӑр. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлӗнче ятарласа канмӑпӑр. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлӗнче 8–10-мӗшӗсенче ӗҫлеттермӗҫ. Ҫуркуннепе Ӗҫ уяв ячӗпе ҫу уйӑхӗн 1–4-мӗшӗсенче канма май килӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе ҫу уйӑхӗн 9–11-мӗшӗсенче кану кунӗсем туса параҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей кунӗн ячӗпе 12–15-мӗшсенче кантарӗҫ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ пирки чӳк уйӑхӗнче 1–4-мӗшӗсенче канмалла тунӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ кӑларнӑ календарьте те ҫак кунсене тӗрӗсех палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть тата темиҫе саккуна алӑ пуснӑ. Вӗсенчен пӗринпе ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсен ҫаврӑнӑшӗ ҫинчен калакан саккунӑн 2-мӗш тата 8-мӗш статйисене улшӑну кӗртнӗ.
Ҫӗре сутасси, тара е харпӑрлӑха парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене хӑш хаҫатра пичетлесси ҫав пурлӑх камӑн харпӑрлӑхӗнче пулнинчен килет. Чӑваш Ен харпӑрлӑхӗнче тӗк пӗлтерӗве «Хыпар» тата «Республика» хаҫатсенче пичетлемелле. Муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчисем пирки те, тӳррипе каласан, асӑннӑ кӑларӑмсем урлӑ пӗлтермелле. Анчах кунпа пӗрле пӗлтерӗве район хаҫачӗсенче те пичетлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |