Вырӑс чӗлхипе, литературипе тата Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе пӗрлехи в8рен5 к8некисем пулмалли ҫинчен кӑҫал пирӗн ҫӗршывра саккун йышӑнма пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин Хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Ирина Яровая каланӑ.
Капла саккуна вӑрах тӑхтамасӑр йышӑнас шухӑша асӑннӑ предметсемпе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗнче ачасем пӗчӗк балл пухнипе те сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Вырӑс чӗлхи кӗнекине халӗ 180 вариант таран кӑлараҫҫӗ иккен. Ҫапла хӑтланни чӗлхене тарӑннӑн ӑша илме кансӗрлет кӑна имӗш.
Коррекци пӗлӗвӗ илекен ачасене ҫӗнӗлӗх пырса тивмелле мар. Вӗсем валли ытти чухне те раснарах вӗренӳ кӗнеки кӑларнӑ.
Чӗрчунсен правине сыхлас енӗпе чан ҫапакан ҫынсене ку хыпар савӑнтармалла. Мехикӑра Хула канашӗ циркра чӗрчунсене усӑ курма чаракан йышӑну тунӑ. Чарӑва пӑхмасӑрах чӗрчунсене аренӑна илсе тухакансене 45 пин доллартан пуҫласа 60 пин доллар таран штрафлама тытӑнӗҫ.
Ҫапах та саккун хӑш-пӗр ирӗке парать-ха. Акӑ, дельфинсен шыври шоуне ҫынсем ӳлӗмрен те курса савӑнӗҫ. Йӑлана кӗнӗ Мексика родеоне те чарма шухӑшламаҫҫӗ. Мексика циркӗнче ӗҫлекен Стивен Пэйн кун пек ҫемҫелӗх пуррине кура саккунта икӗпитлӗх сӗмӗ сисӗннине палӑртнӑ. Ун шучӗпе вӑл ӗҫлекен Ringling Bros цирк чӗрчунсене сыхлас ыйтупа влаҫрисемпе ӗҫлеме хатӗр. Енчен те тӳре-шара циркри чӗрчунсен условине лайӑхлатассишӗн тӑрӑшать пулсан ку ыйтӑва татса памалла тесе шухӑшлать иккен эпир маларах асӑннӑ Стивен Пэйн. Енчен влаҫрисем урӑх тӗллевӗллӗ пулсан цирк федераци округӗн тулашӗнчи куракансене савӑнтарма хистет.
Циркра ӗҫлекенсен чӗрчунсене вӗсем начар тумаҫҫӗ. Чӗрчунсене циркра усӑ курмалла мар текенсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн штрафласси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухассине ҫӗршывӑн Патшалӑх Думин Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Николай Герасименко тӗплӗн шухӑшласа тунӑ япала мар тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Ун пек йышӑнма Коммунистсен партийӗн депутачӗ Иван Никитчук сӗннӗ. Вӑл ҫул ҫитменнисен умӗнче хӗрарӑма пирус сутакансене те явап тыттарасшӑн иккен.
Маларах асӑннӑ Герасименко депутат шучӗпе (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ) хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн явап тыттарас йышши ыйтусене шӳт вырӑнне кӑна йышӑнма пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Жириновский либерал демократ вӑтӑра ҫитмен хӗрарӑмсене чикӗ леш енне яма чармалла тенӗ, халӗ ав коммунист хӗрӗхе ҫитменнисене пирус сутма чарасшӑн. «Ку вӑл этем ирӗклӗхне хӗсни пулать», — шухӑшлать иккен Герасименко.
Коммунист депутат вара 40-е ҫитменнисене пирус сутма чарни 14 ҫула ҫитмен ачасен амӑшӗсене сиенлӗ ҫав йӑларан сирме пулӑшать имӗш. Хӗрарӑм тата унӑн ачисем миҫери пирки сутуҫӑ иккӗленсен унӑн паспортне тата ҫавна ҫирӗплетекен урӑх документа ыйтмалла-мӗн.
Вӑхат унталла та кунталла вылятнине ҫутӑна перекетлеме май парать тесе сӑлтавланине астӑватӑп-ха. Анчах каярах перекетленни-мӗнне ытлашиши калама пӑрахрӗҫ, ҫынсем вара канса илеймеҫҫӗ теме тытӑнчӗҫ.
Вӑхӑта хӗллехи ҫине куҫарасси пирки саккуна проектне РФ Патшалӑх Думине либерал демократсен партийӗн пайташӗ Сергей Калашников тӑратнӑ. Ҫӗршыв Правительстви ӑна йышӑнма васкасшӑн мар-мӗн, хальхи вӑхӑт шутлавне кура хакласшӑн имӗш.
РФ Патшалӑх Думинчи «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» фракци саккуна пӗрремӗш вулавпа (ӑна паян думӑн ларӑвӗнче пӑхса тухӗҫ) пӗрремӗш вулавпа ырлама хатӗр. «Саккун проектне эпир ырлатпӑр, ӑна хӑҫан пӑхса тухассине думӑн канашӗ палӑртӗ», — тенӗ Госдумӑн вице-спикерӗ Александр Жуков.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать. Нумаях пулмасть ППЭ тытмалли пӳлӗмсене видеокамерӑсем вырнаҫтарчӗҫ. Кӑҫал ав яш-хӗре экзамена металл шырамалли хатӗрпе тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ.
ППЭ ҫирӗпленнӗ май тӑватӑ ҫӗнӗлӗх кӗртме палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗ — кашни экзамена (ача ӑна тытаймарӗ тӗк) ҫулталӑк тӑршшӗпе тепӗр хут тытма май пулӗ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов «Известия» хаҫата панӑ интервьюра пӗлтернӗ.
Чиновниксен шухӑшӗпе, ку ППЭне «сутӑн илес» ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Ара, выпускник экзаменра «2» илчӗ тӗк ӑна тепӗр ҫул ҫеҫ тепӗр хут тытма пултарать-ҫке. Ҫакна кура ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать — «кирлӗ ҫынсене» укҫа та тӳлет…
Кунсӑр пуҫне ҫитес ҫул шкултан вӗренсе тухакансен сочинени ҫырма та хатӗрленмелле пулӗ. Ӑна вӗсем раштав уйӑхӗнче ҫырӗҫ. Унӑн кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн ача ППЭ тытма пултарассине палӑртӗҫ. Енчен те сочинение икӗ хутӗнче те ҫыраймарӗ-тӗк экзамена тепӗр ҫул ҫеҫ тытӗ.
ППЭри ҫак улшӑнусем 2015 ҫулта пулӗҫ.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ 40-мӗш ларӑвӗнче пӗр ыйтӑва пӑхса тухман. Вӑл — шкул медалӗсем пирки (Шупашкарта «Вӗренӳре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» медальпе чыслани пирки йышӑну проект). Ку Патшалӑх Думи «Вӗренӳ пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнипе ҫыхӑннӑ-мӗн, ҫавна май Шупашкар шайӗнче ӑна татса пани усӑсӑр.
Патшалӑх Думи «Вӗренӳ» саккуна улшӑнусем кӗртнипе килӗшӳллӗн, шкултан вӗренсе тухакансене малтанхи пекех ылтӑн тата кӗмӗл медальсем пама тытӑнӗҫ. Эппин, ку ыйтӑва Шупашкар шайӗнче пӑхса тухма та кирлӗ мар.
Аса илтерер: шкул аттестатне илекенсене пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа медальсем пама пӑрахнӑ. Ку ун чухне обществӑна самаях тавлаштарчӗ.
Паян Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине ачасем хушшинче патриотла мар информацие сарма чаракан саккун проекчӗ тӑратнӑ. Унӑн пуҫаруҫи — Патшалӑх Думин оборона енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Аркадий Пономарев.
Саккун проектне ӑнлантарса панинче ку тема ҫӗршывра патриотизм шайӗ чакнипе ҫыхӑнтарнӑ. Пономарев Халӑх шухӑшне пӗтӗм Раҫҫейри центр пӗлтернине илсе панӑ. Хӑйсене патриот тесе 2008 ҫулта ыйтса пӗлнисенчен 88 проценчӗ каланӑ иккен, 2012 ҫул тӗлне ҫавсен йышӗ 80 процента ҫитсе ларнӑ.
2001 ҫултанпа ҫӗршывра патриотизма сарас енӗпе программа ӗҫлет-ха, анчах депутат ку кӑна ҫителӗксӗр тесе шухӑшлать иккен. Шкулта тата ҫемьере вӗрентмен информацие те ачасем ҫӑмӑллӑнах ӑша хывма пултарнине асӑннӑ проекта хатӗрлекенсем ырламаҫҫӗ. Маларах каланӑ Пономарев массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, тӗнче тетелӗнче патриотизм, национализм тата нацизм ӑнлавсене пӑтратнине палӑртнӑ. Патриотизма хирӗҫле космополитизм теорине сарнине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.
Патриотизм ӑнлава арпаштаракан тата тӗрӗс мар пӗлтерекен информацие ачасенчен сирмелле тӑвасшӑн.
Паян пирӗн Чӑваш Енре виҫӗ уполномоченнӑй ӗҫленине пурте пӗлеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, Юрий Кручинин, этем правине хӳтӗлет. Тепри, Вячеслав Рафинов, ачасемшӗн хыпса ҫунать темелле-тӗр. Виҫҫӗмӗшӗ, Владимир Иванов, — усламҫсемшӗн пӑшӑрханакан ҫын.
РФ Патшалӑх Думинчи «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин депутачӗ Олег Михеев ветерансене хӳтӗлекен институт туса хума сӗннӗ. Ҫак сӗнӳпе вӑл Ольга Голодец тата Дмитрий Рогозин вице-премьер тата Общество палатин членӗсем патне сӗнӳпе тухнӑ.
Михеев шучӗпе тӗрлӗ шайри ветерансене, уйрӑмах — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине тата ытти ҫар хирӗҫ-тӑрӑвне хутшӑннисене, хӳтӗлемелле, вӗсене саккун вӗҫӗмех ылмашса тӑракан саманара йывӑрлӑхсене ҫӗнме пулӑшмалла.
Парламентари шучӗпе, ҫӗршывӑн Правительстви ветерансен ыйтӑвне татса парассишӗн сахал мар тӑвать пулин те бюрократие пула ҫавсене татса пама май килмест-мӗн.
Хытхурапа талпиҫен ӳсекен е тата вӑрмана ҫаврӑннӑ ҫӗрсем ҫук тесе калаймӑпӑр. Халӗ вӗсене тӗллевлӗ усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Ял хуҫалӑх тӗллевӗллисене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси пирки ҫӗршыв тата республика шайӗнче тимлесех калаҫаҫҫӗ кӑна мар, ӗҫне те тӑваҫҫӗ.
Ҫӗр саккунне пӑснишӗн ӳлӗмрен штраф виҫине вӑл е ку участока кура палӑртма шухӑшлаҫҫӗ. Хальлӗхе кун пирки ҫирӗплетме иртерех-ха. Анчах ҫӗршывӑн Патшалӑх думин ҫавӑн йышши саккун преоктне РФ Экономика министерстви тӑратнӑ.
Саккуна депутатсем йышӑнсан штраф виҫине ҫӗрӗн категорине, ӑна мӗн валли усӑ курасси тата лаптӑкӗ тӑрӑх шутлӗҫ. Ҫапла йышӑнсан ҫӗр саккунне пӑсакансем сахалланасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫулсемпе (тӗрӗссипе, Раҫҫейӗн кирек хӑш тӑрӑхӗнче те) пынӑ чухне ҫул хӗррисенче хӗрессем, палӑксем лартнине асӑрхама пулать. Ҫул ҫинчи инкекре вилнисене асӑнса тӑванӗ-пӗлӗшӗ ҫав вырӑна ҫапла паллӑ тӑвать. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак йӑлана пӑрахӑҫласшӑн. Ҫак ыйтӑва вӑл планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра ҫул хӗрринче кӑшӑлсем, картасем, палӑксем нумайланнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫула ҫак хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтармала мар, кун валли ятарлӑ вырӑн — масар — пур. Республика Элтеперӗ ку ыйтӑва 10 ҫул каяллах ҫӗкленине аса илтернӗ. Ун чухне муниципалитетсем ҫул хӗррисене палӑк-хӗрессенчен тасатнӑ.
Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, масар хатӗр-хӗтӗрӗ водительсен психикине япӑх витӗм кӳрет, авари пулас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Вӑл ку ыйтӑва правительствӑна, муниципалитетсене уҫӑмлатма хушнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Еврей автономи облаҫӗн депутачӗсем ҫак ыйтӑва Раҫҫей шайӗнче ҫӗкленӗ. Вӗсем ҫулсене хурлӑха аса илтерекен вырӑна ҫавӑрмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Депутатсем саккун проекчӗ хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |