Мотоблок темле пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт мар-ха. Апла пулин те ун умне ларнӑ чух асӑрхануллӑ пулмалла.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче мотоблокпа пыракан арҫын инкеке лекнӗ. Ун пирки ШӖМӗн Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмне тухтӑрсем пӗлтернӗ. Васкавлӑ пуьюлӑшу уйрӑмне арҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула лекнӗ.
Арҫын каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче «Шупашкар –.Сурски – Шӑпӑрлӑвар» ҫулпа пынӑ. «Нева» мотоблок прицеппа пулнӑ. Ҫул айккипе пыраканскерӗн транспорчӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умне лариччен кӑшт маларах эрех ӗҫнине арҫын тунман.
Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах _ /news/23063.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер:
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарма хӑтланса пульницӑна лекнӗ.
Улатӑр районӗнче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ инкекре ГАЗель водителӗ вилнӗ.
Инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче пулнӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳрече тиенӗ ГАЗ машинӑна 51 ҫулти водитель тытса пынӑ. Вӑл Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ енне ҫул тытнӑ. Тахӑш самантра машина ҫул айккине персе аннӑ. Инкек самантне асӑрханисем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй пыракан ҫултан машина кӗтмен ҫӗртен пӑрӑннӑ.
Инкек ҫухатупа вӗҫленнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май каласан, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ инкек сӑлтавне палӑртассине пӗлтернӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 сехетре Шупашкарти Николаев урамӗнче инкек пулнӑ. Строительство ӗҫӗсем пынӑ чухне ҫамрӑк арҫын, 30 ҫултискер, сарӑмсӑр вилнӗ.
Андриян Николаев урамӗнче пӗр ҫуртӑн фасадне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак арҫын леса ҫинче ӗҫленӗ. Хайхискер асӑрханман – аялалла ӳкнӗ.
Вырӑна васкавлӑ мудпулӑшу, полици ҫитнӗ. Анчах ҫамрӑк арҫыннӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ – вӑл сывлама пӑрахнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем чиркӳ вӑррине тытса чарнӑ. Кукӑр алӑлли хӗрарӑм пулнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӗве кайсан япала ҫухални пирки евитлекенсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче тупӑннӑ. Вӗсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи чиркӗве кайсан мулсӑр таврӑнма тытӑннӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн сумкинче, сӑмахран, 10 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем оперативлӑ шырав ӗҫне кӳлӗннӗ. Ют кутамккана вӑрлама хӑтланнӑ вӑхӑтра хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ.
Вӑрӑ Шупашкарта пурӑнать иккен. Вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарма килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӑрӑ-хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Чӑвашсен «Хавал» пуҫаруллӑ ушкӑнӗ Ижевскра ӗнер пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки заявлени тунӑ. Ӑна вырӑсла ҫырнӑ, текстпа пӗрлӗхӗн «Контактра» ушкӑнӗнче паллашма пулать.
Хӑйсен сӑмахӗнче ушкӑн Альберт Алексеевич хӑйне ҫунтарса ярса вӗлерме тивнишӗн хурланни пирки пӗлтерет. Ҫакӑн пек хӑватлӑ ҫынна ҫухатнишӗн тӑванӗсемпе тата пӗлӗшӗсемпе, удмурт халӑхӗн хастарӗсемпе, вырӑслантарассине хирӗҫ тӑракан мӗнпур юхӑмсемпе пӗрле хуйхӑрни пирки каланӑ.
«Хавал» пуҫару ушкӑнӗ Удмурти пуҫлӑхӗ МИХсене шав ҫӗклеме кирлӗ марри ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене, ҫавӑн пекех РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ҫын прависен Канашӗн пайташӗ Алексмандр Брод «ку пулӑма тахӑшӗ провокацилесе хатӗрленӗ» тенине сивленӗ.
Заявленинче «Хавал» ушкӑн Раҫҫей Федерацинче чӗлхе тата наци политикине анлӑн сӳтсе явма сӗннӗ, ку ӗҫе тумасан Альберт Разин ӗҫне малалла тӑсакансем тата та пулма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Аса илтеретпӗр, ватӑ удмурт ӑсчахӗ тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ӗнер ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнине пула вӑл пульницӑра ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.
Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.
Анчах та тӗрӗссипе чӑн та йӗркеллех-ши чӗлхе лару-тӑрӑвӗ? Йӗркеллӗ тесе калас тесен вара пин-пин ыйту ҫуралать. Удмуртипе Чӑваш Ен хушшинче ку енӗпе лару-тӑру ытлашши раснах мар ӗнтӗ. Хамӑр республикӑрине пӑхсан вара — ку ыйтӑва ҫӑмӑл теейместӗн. Паллах, тӳре-шарасем чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсен шучӗпе сахал та мар тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Ав, шкулсенче, калӑпӑр, чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. Ҫук мар вӗт, пур! Ҫакна палӑртса яланах тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Анчах та тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас тесен эрнере 2–3 урок пулсан та ача ӑҫтан ӑна туллин ӑша хывайӗ?
Удмурт Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ. Альберт Разин ӑсчах хӑйӗн тӑван чӗлхине хӳтӗлесе пӗчченле пикета тухса тӑнӑ. Кӑшт каярахпа вара вӑл хӑйне чӗртсе янӑ. Вырӑнта пулнӑ ҫынсем ҫулӑма тӳрех сӳнтереймен. Вунӑ минутран ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫеҫ ӑна сӳнтерме пултарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑсчаха пульницӑна леҫнӗ. Хӑйне ҫунтарса янӑ ӑсчах сывалайман, пулницӑра вилсе кайнӑ.
Альберт Разин — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Удмуртин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Вӑл 79 ҫулта пулнӑ. Удмурт чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ, «Удмурт Кенеш» наци юхӑмӗн ӗҫне хутшӑннӑ.
Ку пӑтӑрмах пирки каланӑ чухне влаҫрисем республикӑра чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑру йӗркеллех тесе пӗлтернӗ, ӑсчахӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтавсем пулман имӗш.
Паян, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Транспортра 20 ача пулнӑ. Аварире автобус водителӗ тата икӗ ача шар курнӑ.
12 ҫулти арҫын ачана тата 15-ри хӗрачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ, водителе – Патӑрьелти пульницӑна. Водителӗн алли хуҫӑлнӑ, ачасен кӑштах сурансем пур. Автобус район шкулӗнчен ачасене киле леҫме тухнӑ пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водитель малта пыракан автобуса юраман вырӑнта хӑваласа иртме тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра автобус сулахаялла пӑрӑннӑ.
Следстви комитечӗ халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специаличӗсем палӑртнӑ тӑрах, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ.
Шел те, пушар нимӗн те хӑварман – пӳрт ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара виҫӗ ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗчӗк.
Нумай ачаллӑ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсене пулӑшу кирлӗ.
Шӑмаршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел ялӗнче пӗр хӗрарӑм, 1948 ҫулта ҫуралнӑскер, пӗчченех пурӑннӑ. Шел те, унӑн инкек тӳсме тивнӗ – хӗрарӑм пушарта ҫунса вилнӗ.
Ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Пӑчӑрлӑ Пашьелте йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, ватӑ хӗрарӑм ҫунакан пӳртрен тухайман. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн унӑн виллине тупнӑ.
Халӗ ҫалӑм мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Сӑмах май, ҫав кунах Йӗпреҫ поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем юнашар ларакан икӗ пӳрте сыхласа хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |