Чӑваш Енри районсенче ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормисене тултарма спорт лапамӗсем малалла хута кайнине паян та Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ӗнер ҫеҫ вӗсене виҫӗ районта уҫнӑ. Ку енчен телейлисен списокӗнче — Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсем.
Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе тӗплӗн туманнисем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — тивӗҫлипе пурнӑҫламасан та тепӗр ҫӗрте ӗҫе ырласа йышанаҫҫӗ, уншӑн укҫа кӑларса тыттараҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӑтӑрмаха Вӑрнар районӗнчи Упнер ял тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хастарсем кӑлтӑк пирки прокуратурӑна систернӗ.
Ял тӑрӑхӗнчи футбол лапамӗ тунӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе алӑ пусса панӑ. Анчах футбол лапамӗ тӳрӗ мар иккен, лармалли саксем те тивӗҫтермен.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ку пӑтӑрмах ӗнер ҫӗрле пулнӑ.
Клуб 1970 ҫулсенче пӗренерен тунӑскер пулнӑ. Ӑна ҫулталӑк каялла юсаса ҫӗнетнӗ. Ун чухне клубра чӳречесене улӑштарнӑ, ҫӗне урай сарнӑ, хутса ӑшӑтмалли тытӑма монтаж тунӑ, ҫӗне сцена тунӑ. Юсав ӗҫӗсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Вырӑнти культура ҫурчӗ» программипе килӗшӳллӗн тунӑ. Подрядчик харпӑр усламҫӑ Алина Тарасова пулнӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ сумма 1,74 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑкне уҫнӑ.
Шупашкар хулинчи Калинин рйаонӗнче пурӑнакан хӗр полицейскисемпе ҫапӑҫнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене вӑл ҫыртнӑ, вӗсенчен пӗрне тапнӑ. Урапа пите лектернӗ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче хӗр-тусӗпе сӑра ӗҫсе тӑнине патруле тухнӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Обществӑри йӗркелӗхе пӑснине кура пикене автомашинӑна кӗртсе лартнӑ. Протокол ҫырас тенӗ ахӑртнех. Хӗр пакунлисен аллине ҫыртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, руль умӗнчине, питрен урапа тапнӑ.
Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ҫуд ҫитмен пикене тӗрмене хупмасӑр 6 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма, тӗрӗслев вӑхӑтне ҫулталӑклӑха палӑртса йышӑну кӑларнӑ. Хӗр вӗренекен учреждение, вӑл пурӑнакан вырӑнти яваплӑ органсене ҫул ҫитменнисемпе ҫителӗксӗр ӗҫленӗшӗн асӑрхаттару хучӗсем ярса панӑ.
Урамра сӑра ӗҫнӗшӗн хӗрсене административлӑ майпа явап тыттарса 500-шер тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 17 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ машина ҫапӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрах, авари Промышленноҫ урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2114 машина рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм «тимӗр урхамаха» итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Маздӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире ВАЗ водителӗ тата икӗ пассажир (вӗсем те хӗрарӑмсем) вилмеллех аманнӑ.
Машинӑран ҫын кӗлеткисене кӑлармашкӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерствинчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Шупашкарти пӗр бизнес-центрта арҫын тӑрук вилсе кайнӑ. Ку паян ирхине, 8 сехетре, пулнӑ.
Ватӑ арҫын медицина организацине справка илме пынӑ-мӗн. Вӑл унпа инвалидноҫ ҫине тухма хатӗрленнӗ. Арҫын 8 сехетре вилсе кайнӑ, вилене 11 сехетре ҫеҫ илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра, 3 сехет, йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫланӑ.
Бизнес-центр хуралҫи каланӑ тӑрӑх, ватӑ арҫынна алӑкран кӗнӗ чухнех япӑх пулса кайнӑ. Ӑна кӗме пулӑшнӑ, анчах шалта вӑл хӑйне тата япӑхрах туйнӑ, кайран вилсе кайнӑ. Тӑванӗсем ватӑ арҫынпа пӗрле справка илме пынӑ.
Ют машинӑпа ларса кайнӑшӑн Тӑвай район хӗрне явап тыттарнӑ. Вӑл пӗлтӗрхи раштавӑн 1-мӗшӗнче ирхи виҫҫӗре ҫын машинине хускатса кайнӑ.
1993-мӗш ҫулта ҫуралнӑ хӗр Шупашкарти «Грубиян» кафе-бар умӗнче ларакан «VW Jetta» автомобиле кӗрсе ларнӑ. Салонта хуҫи ҫуккине кура вӑл водитель вырӑнне куҫса ларнӑ та машинӑна хускатса кайнӑ. Хӑй вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Пуҫтахланнӑ хӗре Шупашкарти Ленин районӗнчи суд 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пикен ваккачӗ ку йышӑнупа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн Аслӑ судне ҫитнӗ. Апла пулин те унтисем те ӳсӗр хӗр тыткаларӑшне ӑнланасшӑн пулман. Тепӗр майлӑ каласан, ют ҫын машинипе хуҫи ирӗк памасӑр хуҫаланнӑ хӗре ЧР Аслӑ сучӗ шеллемен, пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвне унчченхиллех хӑварнӑ.
Нумаях пулмасть Мускавра хӗр виллине тупнине, ҫак тискер ӗҫе Чӑваш Енри каччӑ тума пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ҫамрӑк ҫынна тытса чарнӑ, тӗпчев тунӑ.
Аса илтерер: раштавӑн 10-мешӗнче Мускаври пӗр хваттерте 20 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Унтах Чӑваш Енри 23 ҫулти каччӑ пулнӑ, вӑл ҫывӑрнӑ. Пике виллине ҫывӑх тӑванӗсем тупнӑ. Вӗсем полици чӗннӗ вӑхӑтра каччӑ тарса ҫухалнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче ӑна тытса чарнӑ.
Каччӑ – Ҫӗнӗ Шупашкартан. Вӑл следовательсене каланӑ тӑрӑх, хӗре хирӗҫсе кайсан пӑвса вӗлернӗ. Палӑртмалла: каччӑ унчен те судпа айӑпланнӑ.
Чӑваш Енри тренер тата 18 ҫул тултарман 3 спортсмен Киров облаҫӗнче иртнӗ ӑмӑртуран киле килме тухнӑ, анчах ҫул ҫинче аварие лекнӗ. Шел те, инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехет те 20 минутра Киров облаҫӗнче «Вятка» ҫул ҫинче «Фольксваген Туарег» малта тӑракан прицеплӗ КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 17 ҫулти пассажир вилнӗ. Салонра пулнӑ 16-ри каччӑ тата 15 ҫулти хӗре, водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ пӗр спортсмен кӑна пульницӑра выртать, ыттисене киле янӑ. Аварире шар курнисемпе тата вӗсен тӑванӗсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах паян, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, усал хыпар пирки пакунлисене ирхи 10 сехет тӗлӗнче пӗлтернӗ.
Инкек Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче пулнӑ. Вӗренӳ заведенийӗнче уйрӑм заведующийӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк преподавателе (вӑл — 1989-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер) 17-ри хӗр ҫӗҫӗпе чикнӗ. Питне тата аллине суранлатнӑ преподавателе пульницӑна илсе кайнӑ. Суран пит тарӑн пулман.
Колледжра ЧР ШӖМӗн ертӳҫисем таранах пулнӑ. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен подразделени ӗҫченӗсем те вырӑна ҫитнӗ. Пухнӑ материалсене РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленине ӑсатнӑ. Ӗҫе унтисем малалла тӗпчӗҫ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, студентка ӑс-сывлӑхӗ хавшак тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри каччӑ Мускав хӗрне вӗлернӗ тесе шутланине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара РФ Следстви комитечӗн Мускаври Тӗп следстви управленийӗ ҫамрӑка тытса чарнине хыпарланӑ.
Ӗнерхи хыпарта хӗр Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗреннине ҫеҫ хыпарланӑччӗ. 20 ҫулти пике Раҫҫейӗн халӑх туслӑхӗн университетӗнче филологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Хӗр виллине раштавӑн 10-мӗшӗнче Виноградов академик урамӗнчи хваттерте тупнӑ. Ӑна утиялпа чӗркенӗ.
Пӑтӑрмах пирки «Телеканал 360» сайтӗнче те паян пӗлтернӗ. Хӗр виллине асӑрхиччен тӑванӗсемпе унӑн ҫыхӑнӑвӗ виҫӗ кун маларах татӑлнӑ. Ҫакна хӗрӗн аслашшӗ (тен, кукашшӗне-тӗр. Вырӑсла хыпарта «Дедушка» тенӗ) тӗпчевҫӗсене пӗлтернӗ.
Студенткӑна вӗлернӗ каччӑ унччен судпа айӑпланнӑ иккен. Хӗрпе вӑл пӗр вӑхӑт пӗрле пурӑннӑ, унтан уйрӑлса кайнӑ, кайран каллех мирлешнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |