Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре, Сӑр юханшывӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнннӑ арҫын виллине тупнӑ. Вӑл виҫӗ эрне каяллах, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫухалнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулла кайсан вӗрсе хӑпартнӑ кимӗрен шыва ӳкнӗ. Вӑл 62 ҫулта пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫӑлавҫӑсем арҫынна вӑл ҫухална кунранпах шыранӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче юпа уйӑхӗн 26-мӗш каҫхине полицейскисем лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫынна ҫӗр хута вӑратса лартнӑ. Куншӑн арҫын питех те савӑннӑ, пакунлисене тав тунӑ.
Ҫав каҫхине, ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлӗнче, ШӖМӗн ҫул-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн ӗҫченӗсем: полицин аслӑ лейтенанчӗ Василий Григорьев тата полицин лейтенанчӗ Сергей Ядранский — Ҫӗмӗрле хули тӑрӑх патрульпе ҫӳренӗ. Джержинский урамӗнче вӗсем пӗр ҫуртран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Полицейскисем алӑкран тата чӳречесенчен шаккама тытӑннӑ. Вӗсем унта шалта ҫын пур пуль тесе шухӑшланӑ. Чӑн та, йӑнӑшман. 59 ҫулти арҫын пулнӑ. Часах ҫулӑм пурӑнмалли пӳрте ярса илнӗ. Полицейскисем кӳршӗсене те вӑратнӑ. Пушарпа кӗрешекенсене те вырӑна чӗнсе илнӗ. Вӗсем «хӗрлӗ автана» алхасма паман.
Кил хуҫи мунча хутнӑ иккен, хӑй ҫывӑрса кайнӑ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти стройкӑра рабочи сарӑмсӑр вилнӗ.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ӗнер, Миначев урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртӑн строительстви лапамӗнче пулнӑ. Керамика плиткин упаковкине 12-мӗш хута хӑпартнӑ чухне пӗри аялалла ӳкнӗ. Вӑл шӑпах субподряд организацийӗнче ӗҫлекен рабочи пуҫӗ ҫине персе аннӑ.
1964 ҫулта ҫуралнӑ арҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Тухтӑрсем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 12 ҫулти ачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Арҫын ача нумай хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. «Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлассишӗн йӑлтах тӑваҫҫӗ», - ҫапла ҫырнӑ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри страницинче.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ача ҫурт тӑррине епле лекнӗ? «Регламент тата йӗрке пур, яваплисем пур. Айӑплисем явап тытӗҫ», - ҫырнӑ Элтепер.
Тухтӑрсем арҫын ачан сывлӑхӗ йывӑррине палӑртаҫҫӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫатмапа пуҫӗнчен тата питӗнчен ҫапнӑ. Тимӗр ҫатма ачашламасть ҫав ӗнтӗ — арҫын пульницӑра сипленмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫекен ҫын никама та савӑнтармасть те, арӑм чӑтайман курӑнать. Упӑшкине тарӑхнипе вӑл алла тимӗр ҫатма ярса илнӗ. Унпа икӗ хутран кая мар ислетнӗ.
Аллине ирӗке янӑ хӗрарӑма нумаях пулмасть суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне икӗ ҫул тесе палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн упӑшки пульницӑра сипленнишӗн укҫа тӳлемелле. Обязательнай медицина фондне. 31 пин тенке яхӑн. Пульницӑра сипленнин тӑкакӗ ҫавӑн чухлӗ пухӑннӑ иккен.
Шупашкар районӗнчи Явӑш арҫынни пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма хытах юратнӑ-ши вара? Ара, хӗнет пулсан юратать теҫҫӗ те хӑшӗсем. Алӑ ҫӗклекенсем ним мар вӗлерме пултараҫҫӗ вӗт.
Явӑшра пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрарӑма хӑйӗн ашшӗн килӗнче хӗненӗ. Кӗвӗҫнипе. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хӗрарӑма пуҫран хытах тӳпкеленӗ вӑл. Тепӗр темиҫе сехетрен хӗрарӑм вилнӗ.
Судра арҫын хӑй айӑпне ним тусан та йышӑнман, ҫине тӑрсах туннӑ. «Эп ӑна пуҫӗнчен ҫапман, питӗнчен кӑна ҫутӑлтартӑм. Вӑратас тесе», — ӗнентерме тӑрӑшнӑ вӑл сӗмсӗррӗн.
Хӗрарӑма вилмеллех йывӑр суран кӳнӗ арҫынна суд кирпӗч шутлама ӑсатма йышӑннӑ. Тӑхӑр ҫуллӑха. Ҫирӗп режимлӑ колоние. Прокуратура та арҫынна тӑхар ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма ыйтнӑ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 6 ҫул ирттерӗ. Ӑна 15 ҫулти хӗре вӗлернӗшӗн айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Аса илтерер: кӑҫал ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Унӑн виллине Елчӗк ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Ун чухне 17-ри каччӑна тытса чарнӑ (вӑл халӗ 18-та ӗнтӗ).
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑпа хӗр пушӑ ларакан ҫуртра тӗл пулнӑ, вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре вӗлернӗ те виллине пӗвене кайса пенӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫсене вырӑнти ача пахчисенчен пӗри патӗнче тротуар ҫукки пӑшӑрхантарать. Унта сӑмах район центрӗнчи ҫӗнӗ районсенчен пӗрин, Совет урамӗн вӗҫӗнче, вырнаҫнӑ «Крепыш» ача пахчи пирки пырать.
Унтан куллен иртсе ҫӳрекенсен машина ҫулӗпе е симӗс курӑк тӑрӑх (вӑл хытса ҫирӗпленнӗ темелле) иртме тивет. Унтан ача-пӑча та, аслисем те ир-каҫ та, кӑнтӑрла та утаҫҫӗ. Шӑпӑрланӗсене ача пахчине илсе пынисен машинисем ирсерен тата каҫсерен ҫавӑнта шӑкӑрттин ларнине кура урапа айне ним мар лекме пулать.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ постпа нумайӑшӗ килӗшет. Тротуар тахҫанах кирлине вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек палӑртса ҫырнӑ. Ҫавӑнти машинӑсен парковки саккун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть текен те тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫын вӑрлакансене суд тӑвӗҫ. Суд сакки ҫине Хусанта пурӑнакан икӗ ҫын, Шупашкрати виҫӗ ҫын тата Мускаври пӗр ҫын ларӗҫ. Юлашкинчен асӑнни РФ Шалти ӗҫсен министерствин Мускав хулинчи Кунцево районӗнчи пайӗнче ӗҫленӗ.
Ултӑ ҫын тата вӗсен тепӗр пӗлӗшӗ, 33-ри арҫын, саккунлӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Вӗсем Тутарстанри тата Чӑваш Енри предприятисен укҫи-тенкипе саккунлӑ мар усӑ курнӑ. 33-ри арҫыннӑн ҫавӑн пек майпа 3,5 миллион тенке хӑйӗн тумалла, унтан пӗр пайне хӑйне хӑйне хӑварса ыттине тусӗсене памалла пулнӑ. Анчах вӑл пайлас темен, тусӗсенчен тарса ҫӳреме тытӑннӑ.
Ку вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ. Анчах кӗҫех таркӑна лешсем асӑрханӑ. Ӑна вӗсем вӑрласа кайнӑ. Киле ямасӑр усранӑ, укҫа тапӑннӑ. Аптӑранипе пӗринче вӑл хӑйӗн чаплӑ машинине тусӗсене куҫарса пама шантарнӑ. Киле машина хучӗсем патне тесе илсе кайнӑ. Унта вӑл майлӑ самантпа усӑ курса пытаннӑ та пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑннӑ 28 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унӑн пӗлӗшӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Хайхи 29 ҫулти арҫын хӑнара пулнӑ, 28-ти арҫынпа эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ, ун ҫине сиксе ӳкнӗ. Аслӑраххи кӗҫӗннине чӑмӑрӗпе, патакпа ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми, сӑмси, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ.
Кил хуҫи хӑна вилнине юпан 17-мӗшӗнче каҫхине ҫеҫ асӑрханӑ. Вара тин васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем арҫын вилнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |