Пӑтӑрмахсем
![]() telemetr.me сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисене Камчатка тӑрӑхӗнчен тӑван тӑрӑха хӑнана килнӗ ҫын ура ҫине тӑратнӑ. Вӑл вӗсене пӗр класра вӗреннисемпе хулари кафесенчен пӗринче тӗл пулнине, унта куртка ҫухатнине, куртка кӗсйинче укҫа пулнине пӗлтернӗ. Нумай та мар, сахал та мар – 430 пин тенкӗ. Пакунлисем заявление илнӗ хыҫҫӑн ӗҫе тытӑннӑ. Ара, куртка тата укҫа вӑррине тупмалла-ҫке. Камчатка тӑрӑхӗнчен Чӑваш Ене килнӗ 55 ҫулти арҫын тепӗр икӗ кунтан каллех йӗрке хуралҫисем патне васкаса ҫитнӗ. Хальхинче вӑл укҫа тупӑннине хавасланса пӗлтернӗ. Пӗр класрисемпе тӗл пулма кайиччен арҫын кӗсьери укҫана кӑларса хӑварнӑ иккен. Анчах ҫавӑн пирки хӑй манса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |